Священник Николай Кузьминъ
Святой Николай Аттене Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
Раштав 6-мĕшĕ
Йуратнă тăванăмсем! Пайан епир святой Николай аттемĕр йатне асăнса праçник тăватпăр. Çавăнпа епĕ сире унăн пурăнăçĕ çинђен, кĕскен те пулин, каласа кăтартас тетĕп.
Святой Николайăн ашшĕпе амăшĕ Миры йатлă хулара пурăннă. Хăйсем пит пуйан йулнă, Турăран хăракан, Вăл хушнине туса тăракан çынсем пулнă. Пуринђен ытла вĕсем ђухăнсене пулăшма йуратнă.
Çапла Турă хушнă пек пурăнакан çынсене Турă ырă ађа панă, вĕсем ăна Николай йатлă хунă. Николай тени ђăвашла—çĕнтерекен тени пулат̌. Ађа пĕђĕккĕ ђухнех хăй йепле пулассине, Хăйне Турă пысăк ĕç тума суйласа илнине кăтартнă. Вăл ытти ађасем пек пулман. Йун кунпа ерне кун амăшин кăкăрне пĕрер анђах ĕмнĕ.
Ађа ÿснĕçемĕн ăслăланса пынă, ÿснĕçемĕн аванланса пынă. Ытти ађасем тăвакан ĕçсене туман, ырă, Турра йурăхлă ĕçсем анђах тума тăрăшнă.

Вăхăт çитсен, ашшĕпе амăшĕ ăна çырăва вĕренме панă. Ађа унта та хăйĕн ырă шухăшне пăрахман. Ађаранпах ăслăскер, тăрăшаканскер çырăва та пит ăста вĕреннĕ. Святой Сывлăш пулăшнă тăрăх сахал вăхăтрах пит нумай йапаласем çинђен пĕлекен пулнă. Вĕреннĕ ђухне ђиркĕве çÿреме пит йуратнă. Унта йаланах кĕл-тунă, вуланă, йурланă. Çапла туса вăл священниксен ĕçне тума аван вĕренсе çитнĕ. Вара ђăнахах, вăхăт çитсен, ăна священнике кÿртнĕ. Вăл священнике кĕрсен Христос ĕçшĕн тата ытларах тăрăша пуçланă. Халăха тĕн çинђен, ырă пурăнма вĕрентнĕ. Ђухăнсене пулăшнă, хуйхăллисене сăмахпа, канаш парса лăплантарнă.
Святой Николайăн ырă пурăнăçне кура, Миры хулинчи архіерей хăй Палестинана Турра кĕл-тума кайнă хушăра ăна архіерей ĕçне тума хушса хăварнă. Святой Николай архіерей вырăнне йулса хăй Турă ĕçне тума пултарнине татах кăтартнă: вăл ватă архіерей пекех ĕçсене пит тĕплĕ, тĕрĕс туса тăнă. Çавăн ђухне унăн ашшĕпе амăшĕ вилнĕ. Вĕсенђен святой Николай валли пайтах мул йулнă. Вăл мулпа савăнса пурăнас вырăнне, мулне ђухăн çынсене валеçсе панă. Вăл ăслă Соломон: санран ĕненÿпе ђухăнсене пулăшасси нихăçан та ан уйăрăлтăр тесе каланине астуса, йаланах пулăшу кирлĕ çынсене пулăшнă.

Миры хулинђе йĕр пуйан, пит ђаплă çын пурăннă. Анђах ку тĕнђери пуйанлăх, ђаплăлăх йĕппине хамăр та пĕлетпĕр: тĕл килсен, вĕсем пайан пур, ыран çук. Çавăн пекех çав пуйан çын та çука йулнă. Ĕлĕк пуйанскерĕн, халĕ çиме çăкăри те çук пулнă, тумланма тумтир те йулман. Унăн виçĕ хĕр пулнă. Хĕрĕсем пит илемлĕ пулнă.
Вăл хĕрĕсене аскăн ĕçе парса укçа тупса тăранса пурăнасшăн пулнă, мĕншĕн тесен вăл: пурĕ пĕр ђухăн пирки хĕрсене çын ĕретлĕ кађђа параймастăп, тесе шухăшланă. Анђах ырă Турă çынна пĕтересшĕн мар, Вăл ăна пулăшма Святой Николайа суйласа илнĕ.
Епир çынна ырă тăвас тесен, ђухăн çынна пулăшас тесен, çынсенђен вăрттăн тăваймастпăр. Пирĕншĕн: епир ырă тунине пур çын та пĕлтĕр, пур çĕрте те калаçђăр. Унтан тата вăл сахал-ха: çынна пĕр-пĕр ырă ĕç туса пулăшам пек тусанах, унтан ĕçме çÿретпĕр. Турă калат̌: «Çынна ырă ĕç туса пулăшнине санăн сылтăм аллу та ан систĕр,» – тет. Çапла каласа ырă ĕçе, çынна пулăшас ĕçе вăрттăн, çын курман çĕрте тума хушат̌.
Святой Николай та çак Турă каланă сăмахсене астуса, тата ĕлĕк пуйанскер, хăйне куç-кĕретех пулăшсан хурланă, хурланнипе укçине те илмĕ тесе, çур çĕр вăхăтĕнђе пĕр хутаç ылттăн укçа илнĕ те, çав ђухăна йулнă çыннăн пÿрђĕ патнелле кайнă. Вăл хуллен ђÿређине уçнă та укçине çавăнта хурса хăварнă.
Хуçи ирхине тăрат̌ те ђÿређе çинђе пĕр хутаç ылттăн укçа выртнине курат̌. Вара хăйне Турă пĕр-пĕр ырă çын урлă пулăшнине сиссе, Турра куç-çÿлĕпе макăрса тав-тунă. Çав св. Николай пырса панă укçапа вăл аслă хĕрне кађђа панă. Святой Николай ун укçи усса пынине курса, çавăн пек каллах çĕрле, тепĕр хутаç ылттăн çав çынна кайса панă. Çын ирхине тата тепĕр хутаç ылттăн выртнине курса йĕрсе çĕре ÿксе акă çапла кĕл-тунă: «Ей пире тăрăлăх, пире çăлăнăç паракан Турă! ĕлĕк те пире, етемсене, ÿтленсе çăлнă пек, халĕ те мана çылăх танатинђен хăтаратăн. Ху ангелна, йе çавăн пек çынна, пире ђухăн пурăнăçăн асапĕнђен, усал шухăшăн пулас ĕçĕнђен хăтаракана кăтарт мана. Акă епĕ унăн ырăлăхĕпе иккĕмĕш хĕре çын йевĕрлĕ кађђа паратăп,» – тенĕ.
Çапла икĕ хĕрне пĕлмен çын пулăшнипе кађђа панă пек, çав çын виççĕмĕш хĕрне те Турă пулăшнă тăрăх кађђа пама ĕмĕтленсе тăнă. Святой Николай виççĕмĕш хĕрне те венђетлĕ, Турă хушнă пек пурăнтарасшăн, тепĕр хутаç ылттăн илсе, çур çĕрпе çав çынна кайса панă. Çав çын хăйне пулăшакан çынна курас тесе, çĕрĕпе çывăрман. Вара хăйне ырă тăвакана палласа ун ури умне ÿксе ăна тав-тунă. Св. Николай ăна ури çинђен тăратса, çав ĕç çинђен: «Никама та ан кала,» – тесе ăна тупа тутарнă.
Св. Николай çавăн пек ытти ĕçсем те нумай тунă, анђах вĕсене пурне те каласа пĕтерес çук.
Йуратнă тăванăмсем! Çак таса ђиркĕве есир халĕ асăнса праçник тăвакан св. Николай йађĕпе лартнă. Çапла туса, есир йаланах хамăр пурăнăçăмра св. Николай пултăр, йаланах унăн ырă пурăнăçне астуса, хамăр çапла пулар, пире, Христоса ĕненекен çынсене, св. Николай Турă умĕнђе йаланах хута кĕрсе тăтăр, тесе лартнă. Çавсене шухăшласа пирĕн ĕнтĕ хамăр пурăнăçа ырă ĕçсем туса, св. Николай пек, ирттерме тăрăшас пулат̌.
Анђах епир ăна кăна шухăшламастпăр. Хамăрăн ырă шухăша йаланах асра тытса тăмастпăр. Ырă шухăш пирĕн патра кăшт, ђиркÿре мĕн те, килсе кайат̌ те, вара каллах хамăр ĕлĕкхи пек пурăна пуçлатпăр.
Мул пухакан хăйĕн мулне пухнăçемĕн пухат̌, нумайлантарнăçемĕн нумайлантарат̌. Çын ÿте кирлĕ мула çапла пухат̌ пулсан, ђуна кирлĕ мула та çаплах пухас пулат̌. Турă сăмахĕсене асра тытса пурăнса вĕсене нумайлатса пырас пулат̌. Амин.