
Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →
Чĕлĕм
Чĕлĕмçĕ юрри
Тĕтĕм ашшĕ,
Ырă чĕлĕм,
Мухтав сана,
Кукăр пуç.
Тутан ашĕ,
Çăвар тути,
Чĕрен çăвĕ,
Тавтапуç!
Тутлă апат
Çинĕ хыççăн
Эпир сана
Тытатпăр.
Санăн кĕлне
Шакка-шакка
Хатĕрленсе
Тăратпăр.
Сан илемлĕ
Сăнна пăхса,
Тасалăхна
Сăнатпăр.
Çутă сăнлă
Шлепкÿ айне
Ырă табак
Хуратпăр.
Чунтан-вартан,
Пур кăмăлтан
Сана савса
Чĕртетпĕр.
Тутасене
Çуллантарса
Хăрах енне
Чикетпĕр.
Куç хупахне
Усăнтарса
Тута касса
Ĕметпĕр.
Тутапа та,
Сăмсапа та
Çынсем çине
Вĕретпĕр.
Пиртен тухнă
Сарă тĕтĕм
Ункăн-ункăн
Çаврăнать.
Çынсем ăшне
Кĕре-кĕре
Чыхăнтарма
Тытăнать:
Çапла пирĕн
Кукăр карчăк
Эпир пурне
Палăртать,
Тутă хырăм
Çинчен туртса
Кăмăлсене
Тултарать.
Чĕлĕм, эсĕ
Тĕслĕренех,
Санăн ят та
Хисепсĕр.
Тĕнче сана
Туман пулсан,
Эпир хальччен
Пĕтетпĕр:
Шухăшлă çын
Çăварĕнче
Ăсĕнчен те
Пахарах,
Хуйхăллиссн
Тутисенче
Хуйхинчен те
Маларах.
Хăш чух санран
Вут-хĕм тухса
Ялĕпеле
Çунаççĕ.
Хуйхă тесе,
Çынсем вара
Каллех сана
Тытаççĕ:
Чĕлĕм лайăх,
Табак хаяр –
Туртас, тесе
Пуплеççĕ.
Пуçа чиксех
Тутисемпе
Пăккин-паккин!
Ĕмеççĕ.
Эпĕ халĕ
Юрланине
Çынсем вара
Юрлаççĕ.
Эй, чĕлĕмĕм,
Ĕмĕр сыв пул,
Сана пурте
Мухтаççĕ.
1908
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн
VulaCV.com
2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Раштав Уйăхин 26-мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Калани
- Христос Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ