Святой Николай Аттене Асăннă Кун Вĕрентсе Калани


Иванъ Макаровъ


Раштав 6-мĕшĕ

Тăванăмсем, Турра йурăхлă авалхи çынсем хăйсен ђунĕсемшĕн анђах тăрăшман. Вĕсен пурăнăçĕсене, ĕçĕ­сене астуса илĕр-ха? Турра йурăхлă пур çынсем те çын­сене ырă тăвасшăн тăрăшнă; çынсен ђунĕсене çăласшăн, хăйсен пурăнăçĕсене те хĕрхенмен. Çавăн пек çынсен ђунĕсене çăласшăн тăрăшакансем авалтанах пулнă. Пĕрре Турă çынсем çине çиленсе, вĕсене пĕтерес тесен, Моисей пророк каланă: „ей хĕрхенекен ырă кăмăллă Турă! Мана хама пĕтерсен те ху халăхна вилĕмрен хăтарса, хă­вар“, тенĕ. Павел апостол та çынсене хĕрхеннĕ ђухлĕ хăйне хĕрхенмен. Çак икĕ святой анђах Турă умĕнђе çынсемшĕн тăрăшман, тата ытти Турра йурăхлă çынсем те çынсен ђунĕсене çăласшăн хăйсен пурăнăçĕсене те, мулĕсене те хĕрхенмен.

Пайан епир асăнакан святой Николай атте хăйĕн ырă пурăнăçĕпе пуринђен ытла мухтава тухнă. Святой Николай аттемĕр ађаранах Турă сăмахĕсене вĕреннĕ, ерех тавăраш ĕçмен, йĕркесĕр ĕçсем туман, Турра йураса, Унăн ĕçĕсене туса пурăннă. Св. Николайăн таса пурăнăçне кура, ăна архіерейе кÿртнĕ. Архіерейре пурăннă вăхăтра вăл пĕр ÿр­кенмесĕр, хăй пурăнăçĕпе, хăй ĕçĕсемпе, сăмахпа вĕрент­се халăха пулăшса тăнă. Вăл хăй халăхне хăйне йурат­нă пекех йуратнă; хĕн-хур куракан хутне кĕрсе тăнă; хăй пуйанлăха мĕскĕнсене салатнă, çавăнпа вăл нумай çынсене вилĕмрен хăтарнă, Ăна тархасласан, вăл пурне те вăхăтра пулăшнă. Святой Николай çынсене вăрт­тăн пулăшу парса тăнă, хăй ырă ĕçĕсене çынсем умĕнђе, вĕсем курђђăр тесе туман.

Ак йепле пирĕн Святой Николай аттемĕр Турăшăн ĕçлесе пурăннă. Тăванăмсем, епир Николай атте пек çынсене йурататпăр-ши? Вăл çынсене çăласшăн тăрăшнă пек, тăрăшатпăр-ши? Ырă ĕçсенђен усал ĕçсем ытларах тумастпăр-ши? Йашăсем йепле пурăннине асăрхаса пăхăр-ха. Вĕсем ђиркĕве çÿремеççĕ, праçниксене хисеплемеççĕ, ваттисе­не хисеплемеççĕ, типĕ тытмаççĕ, тантăшсемпе йатлаçса, вăрç­са пурăнаççĕ, хăй тăшманĕсене тем те пĕр усал туса пĕте­реççĕ. Çавăн пекех ваттисем те йĕркесĕр ĕçсем туса пу­рăнаççĕ.

Пирĕн хушшăмăрта çурри ытла çылăх айнех пулса пĕтнĕ, вĕсене пур йĕркесĕр ĕçсем хупласах илнĕ. Ашшĕ-амă­шĕ ађи-пăђине Турăран хăрама пĕрре те вĕрентмеççĕ. Çавăн­па ађисем те вĕсене пĕрре те итлемеççĕ, вĕсен сăмахĕсене ним вырăнне хумаççĕ. Çынсем нĕр пĕрне курайми йулђĕç; пуйансем мĕскĕнсене хĕрхенмеççĕ, мĕскĕнсем пуйансене улталама тăрăшаççĕ.

Çак каланă ĕçсене епир хамăр тăватпăр, пĕтĕмпех пăсăлса пĕтрĕмĕр. Туррăн законне ђĕлхепе анђах тытатпăр; Турăран хăрами пултăмăр, намăса пĕлми пултăмăр. Çын ырра курсан ырă пулат̌, усала, курсан усăлăх пулат̌, çа­вăнпа йепле усал ĕç тăвакан ырра вĕрентме пултарĕ-ши? Çынна хайар сунакан, çынна усал тăвакан çÿлти патша­лăха кĕреймест. Çавăнпа çÿлти патшалăха кĕрес тесен, ĕмĕрлĕх асапран хăтăлас тесен, пур тăванăмăрсене хамăра йуратнă пек йуратас пулат̌. Хамăр йĕркесĕр ĕçсене пă­рахса, çылăхăмăрсенђен Турă умĕнђе тасалас пулат̌. Йу­ратнă тăванăмсем, пайан асăнакан Николай аттемĕр пек Турра ĕненсе ырă ĕçсем туса пурăнар.

Ей святой Николай аттемĕр, сана ђунтан тархаслат­пăр, пирĕншĕн Турра кĕл-ту, Вăл пире пĕр-пĕрĕмĕре йу­ратса, ырă ĕçсем туса пурăнма хăват патăр, Хăйĕн çÿлти патшалăхне кĕмелле тутăр. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.