Николай Шупуççынни: Аслă çул


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


Аслă çул

Аслă çул, такăр çул,
Икĕ енĕ чул юпа.
Аслă çул, вăрăм çул,
Кам çÿремест çăл çулпа?

Каякан сахал мар.
Килекенни самай мар.
Катара, тĕнчере
Çулăн вĕçĕ инçетре.

Кунĕпе, çĕрĕпе
Çулă тăрăх çар иртет,
Йĕркипе-майĕпе
Пĕрне-пĕри хистет.

Иртеççĕ кĕнтĕретсе
Йĕс кĕпçеллĕ тупăсем;
Вылятса-сиктерсе
Пыраç утлă çарлисем.

Пĕр харăс шатлатса
Утать унтах çуран çар.
Хыçалтан ахлатса
Пырать хĕрлĕ хреслĕ çар.

Сивĕрен-çăмăртан
Хăрамаççĕ матурсем.
Пăшалтан-тупăран
Пĕшкĕнмеççс салтаксем.

Çар пырать, çар кĕрлет,
Тинĕс хумĕ евĕрлĕ;
Вăрçать çар, çын вилет,
Тăкăнать юн хĕп-хĕрлĕ.

Таса юн сирпĕнет,
Ыйтать çÿлтен вăй-тĕрек;
Çÿлти турă хĕрхенет,
Пуриншĕн те пĕр пекех.

Аслă çул, такăр çул,
Икĕ енĕ чул юпа.
Аслă çул, вăрăм çул.
Кам çÿремест çав çулпа?

1914, октябрь, Саратов

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.