Николай Шупуççынни: Кĕркуннехи хаяр çил

Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


* * *

Кĕркуннехи хаяр çил
Кăнтăр енчен вĕринччĕ,
Эпĕ ÿснĕ савнă кил
Малтан хыпар илинччĕ.

Малаллине вулас

Николай Шупуççынни: Маттурлăхăм

Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


* * *

Матурлăхăм,
Саттурлăхăм,
Хăш вырăнта
Пусăрăнтăн?

Яштак пĕвĕм,
Кăтра çÿçĕм,
Кам умĕнче
Хуçăлтăн?

Малаллине вулас

Ерех Çынна Пысăк Сийен Курет, Çав Сийентен Хăтăлма, Сыхланма Тăрăшас Пулат̌

Кириллъ Макаровъ


Раштав 26-мĕшĕ

Виçĕ пин çул ĕлĕк пит ăслă Соломон патша каланă: ерех хăй тĕллĕн айăплă мар, ытлашши ĕçни айăплă, ыт­лашши ĕçекен ырă пурăнăçпа пурăнаймĕ, тенĕ. (Прит. 20, 1). Акă ĕнтĕ çавăнтанпа виçĕ пин çул иртнĕ; çав хушăра (вăхăтра) ерех халăха темĕн ђухлĕ сийен те тунă пулĕ, ерехрен темиçе пин çын та вăхăтсăр вилĕмпе вилнĕ пулĕ, анђах халăх çавна кура ерех ĕçме пăрахман. Тата Турă Хăй те Осія пророк урлă каланă: ерех Манăн халă­хăн ђĕрине хăйне пултарнă Турра пĕлми турĕ, тенĕ. Павел апостол та ерехе ытлашши ĕçесрен сыхланма хушат̌; вăл калат̌: ерехе ытлашши ан ĕçĕр, етем тăвакан çылăх пуринђен ытла ерех ытлашши ĕçнинђен килет, тет. (Еф. 5, 18-19).

Малаллине вулас