Николай Шупуççынни: Кĕркуннехи хаяр çил


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


* * *

Кĕркуннехи хаяр çил
Кăнтăр енчен вĕринччĕ,
Эпĕ ÿснĕ савнă кил
Малтан хыпар илинччĕ.

Çурçĕр енчен пирĕн çирĕн
Кайăк каять йĕркерен.
Кайăк, кала юрăра
Пирĕн енчи хыпара.

Эх, кайăксем çÿлте-çке,
Манăн сассăм çитмест-çке!
Кайăк каять карласа.
Пирĕн çĕре пăрахса.

Шурă пĕлĕт çумĕнчен
Кайăк пăхать тăнчене,
Ăçта кирлĕ çĕр çинче
Курать вăрçăн хуйхине.

Хĕвеланăç хуралсан,
Пĕлĕт тесе ан калăр:
Кĕмсĕр-кĕмсĕр янрасан,
Çăмăр тесе ап ларăр.

Çав çар сикет, çар вăрçать,
Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть,
Кунĕн-çĕрĕн юн юхать,
Çапах эсрел тăранмасть.

Эх, юратнă кил-йышсем,
Пур хурăнташ-пĕлĕшсем,
Çакă çыру çитиччен,
Сире салам саринччĕ!

Йĕтем çинче урмăшса
Эсир авăн çапнă чух,
Кайран юрă юрласа
Автан яшки çинĕ чух

Эпир мăнсем* хушшине
Урам тăрăх утатпăр;
Каçпа вăрçă ячĕпе
Хуйхă юрри юрлатпăр.

1914, октябрь, Саратов

* Мăнсем – минăсем.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.