Николай Шупуççынни: Хуйхă пулсан, ăш вăркасан…


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


* * *

Хуйхă пулсан, ăш вăркасан,
Ху савнине асна ил,
Нимĕн тума аптăрасан,
Тĕлĕкĕнте кунта кил.

Кичем пулса, пуç çаврăнсан,
Шухăшуна чарса тăр.
Чуну савни асра тăрсан,
Ĕмĕтленсе кĕтсе тăр.

Курайман çын тăшман пулсан.
Ирĕк пуçпа ан парăн,
Ху ятунтан çын пулмасан,
Маттурлăхна кăтартăн.

Малаллине пĕлмен пирки,
Инкек çукран ан кулян –
Хĕррипе тан пурнăç курки –
Ĕçес пулать пĕрмайран.

1914, нарăс

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.