Н. Иванова & В. Никитин: Ниме


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Ниме

Ял халăхĕ пĕрле пухăнса пĕр-пĕр çынна (кÿршĕ-аршă, тăван- пĕлĕше) пысăк ĕç тума тÿлевсĕр пулăшнине ниме теççĕ.

Ниме тума шутланă çын ялти хисеплĕрех ватăпа ниме пуçĕ пулма ыйтнă. Тепĕр ирхине лешĕ урапа çине ниме ялавĕ çирĕплетнĕ, хул пуççи урлă ал шăлли çакнă, ура çине тăрса ял тăрăх çÿренĕ. Кашни çурт умĕнчех чарăнса нимĕне йыхăрнă, ниме юрри юрланă. Ăна хирĕç çынсем «пырас, тухас, çитĕпĕр!» тесе каланă.

Ниме Пуçĕн Юррисем

Нимене — кук! Нимене — кук!
(Ятне каласа) патне нимĕне!
Э-е! Нимене! Нимене!
(Ятне каласа) патне пыл ĕçме!
Эй, пурте нимене!— Пырас, пырас!
Ял-йышпа тухса пулăшар!—Пулăшар, пулăшар.
Ку-ук! Нимĕне ху-у-х!

* * *

Кук! Нимене тух!
Нимене-е! Нимене!
Тăванăмăрсем, нимене!—Пырас, пырас!
Ял-йыш та пускил, нимене!
Тата та пулин нимене!—Пыратпăр!
Эс илтетне, Микула? —
Çынсем каяç нимене.
Эй, кума Кулине!—Тухап, тухап!
Атя-ха каяр хирелле!
Ку-ук! Нимĕне ху-у-х!
Эй, пурте нимене!—Тухас!
Ял-йышпа ниме тумалла!—Тăвас!
Ку-ук! Нимĕне ху-у-х!
Атьăр пурте нимене,
Пĕрне-пĕри пулăшар!— Пулăшас!

Ниме Халăхĕн Юрри

Сăрккавайпа сăри пур тет,
Пасманапа пылĕ пур тет,
Ыйтнă ĕçе ĕлкĕрттерсен
Çавна ĕçме кайăпăр.

Сăрккавайри чăш сăрине
Пÿрнескепе ĕçĕпĕр,
Пасманари йÿçĕ пылне
Алтăрлала ĕçĕпĕр.
Атьăрах, ачасем, атьăрах,
Тăванлăх никĕсĕ хамăртах!

* * *

Атăлĕсем ейÿ те каçмисем çук.
Хамăр хывса хамăр та, ай, каçар-и?
Килекен нумай та ĕçлекен çук,
Хамăр ĕçе хамăр та, ай, пуçлар-и?
Пĕккине юратса та, ай, кÿлместĕн,
Утăма юратса эп кÿлетĕп.
Юррăма юратса та, ай, юрламастăп,
Тăвансене юратса эп юрлатăп.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.