Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ

Кăрлачăн 6-мĕшĕ

Іисус Христос халăха вĕрентме тухас умĕн Галилеяран Іордан хĕррине Іоанн патне шыва кĕме пынă. Вăл ун ђухне вăтăр çулта пулнă.

Іоанн патне шыва кĕме пыракансем пур те çылăхĕсене каласа кăтартнă, çылăхĕсенђен ÿкĕннĕ. Вара тин Іоанн вĕсене шыва кÿртнĕ. Іисус Христос çылăхсăр пулнă. Çавăнпа вăл Іоанн патне пырсанах Хăйне шыва кÿртме ыйтнă. Іоанн Іисус Христос çылăхсăррине халăха пĕлтерме, çылăх çукран шыва та кĕмелле мар пулĕ тесе каланă: Санăн Хăвăн мана шыва кÿртмелле, Есĕ Ху ман патăма килтĕн-и? тенĕ.

Іисус Христос ăна хирĕç каланă: ан ђар халĕ, пирĕн пур тĕрĕслĕхе те çапла тума кирлĕ, тенĕ. Христос Туррăмăр „тĕрĕслĕх“ тесе Турă ирĕкне, Турă тума хушнине калат̌. Вăл çын та Турă та пулнă. Çавăнпа Хăй çынлăхĕпе Турă хушнине пурне те туса пынă. Çапла Турă ирĕкне туса, çынсене те Турă хушнине пурне те туса пыма вĕрентет.

Вара Іоанн ђарса тăман: Ăна шыва кÿртнĕ. Калаççĕ: ĕлĕк Іисус Навин закон арĕсемпе Іордан урлă каçнă вырăнта Іисус Христос шыва кĕнĕ, теççĕ. Вăл вырăна ĕлĕкех пысăк хĕрес лартса хунă! Çав хĕрес нумайђђен тăнă. Іисус Христос шыва кĕнĕ ђух тумтирне хурса хăварнă вырăна та кăтартаççĕ. Вăл вырăна пĕђĕк ђиркÿ туса лартнă.

Іисус Христос шыва кĕнĕ ђухне Турра кĕл-тунă. Анђах, тасаскер, çылăхсăрскер, мĕн çинђен кĕл-тунă-ши? Вăл Турăран пуçлас ĕçне пиллетĕр, тесе ыйтнă пулĕ. Унтан тата пĕтĕм тĕнђе çылăхĕ Іордан шывĕпе тасалтăр, тесе Турра йăлăннă пулĕ.

Іисус Христос шыва кĕрсен шывран ђасах тухнă. Çав вăхăтра пĕлĕт уçăлнă. Іоанн Турă Сывлăшĕ кăвакарђăн пек курăнса ун çине аннине курнă. Іисус Христос шывпа тĕне кĕрсен Святой Сывлăшпа тĕне кĕнĕ. Ун пуçĕ тĕлĕнђи пĕлĕт уйăрăлса кайнă пек пулнă, Ун пек вăйлă, вăрăм çиçĕм çиçнĕ ђухне пĕлĕт халĕ те уçăлнă пек пулса тăрат̌. Вара уçăлнă пĕлĕтрен Святой Сывлăш кăвакарђăн пек пулса анса Іисус Христос пуçĕ çине ђарăннă. Пĕлĕт уçăлса Святой Сывлăш кăвакарђăн пек пулса анни Іисус Христос Турă пулнине кăтартат̌; мĕншĕн тесен тĕнђе пулнăранпа, етем йăхĕ пуçланнăранпа никамшăн та пĕлĕт уçăлман, никам çине те Святой Сывлăш кăвакарђăн пек пулса анман. Çакна куракана Іисус Христос Турă пулнине лайăхрах ĕнентересшĕн пĕлĕт çинђен сасă илтĕннĕ. Вăл Турă сасси пулнă. Вăл каланă: „çакă Манăн савнă Ывăлăм, Ман ирĕкĕм Ун çинђе“, тенĕ.

Йуратнă тăванăмсем! Іисус Христос Туррăмăр мĕншĕн шыва кĕнĕ-ши? унăн çылăх та пулман: Вăл пирĕн пек çылăхлă çуралман. Вăл шыва кĕређђен те çылăха кĕмен: Вăл çылăха пĕтĕмпе парăнтарнă. Вăл мĕн пур ĕçне пирĕншĕн тунă, шыва кĕрессе те пирĕншĕнех кĕнĕ. Вăл шыва кĕрсе пĕтĕм тĕнђе çылăхне Хăй çине илет. Ăна Іордан шывĕпе çăват̌. Унтан шыва кĕрсе шыва тасатат̌. Ăна çыннăн çылăхĕсене çуса йама хăват парат̌.

Святой Епифаній калат̌: Іисус Христос шыва кĕрсе шыва Хăй çуттипе çутатнă, ăна çынна тасатма вăй панă. Çавăнпа тĕне кĕрекенсем çав вăйă илеççĕ, ун çуттипе çуталаççĕ, тет.

Амвросій йатлă святой калат̌: тĕне кĕмелли шыв, Іисус Христос шыва кĕнĕ ђух Ун ÿтне перĕнмен пулсан, нихăçан та çыннăн çылăхĕсене тасатма пултарас çук. Іисус Христос шыва кĕрсе пур шыва: çĕр айĕнђи, çăл-куç шывĕсене пурне те тасатнă, тет.

Григорій Богослов калат̌: Іисус Христос шыва кĕрсе çынсен çылăхне шыва путарăр шывран тухса пĕтĕм тĕнђене пĕлĕт çине çĕклет. Адам çылăхне шыва путарса, вăл хуптарнă пĕлĕте уçас, тет.

Св. Іоанн Златоуст калат̌: Іисус Христос шыва кĕрсе кайран Хăйне ĕненекенсен пурин те тĕне кĕмеллине кăтартса хăварнă, тет.

Іисус Христос шывпа тĕне кĕрсен кайран Святой Сывлăшпа тĕне кĕнĕ: Святой Сывлăш ун çине кăвакарђăн пек пулса аннă. Халĕ те Іисус Христос йађĕпе тĕне кĕрекенсем Св. Сывлăша илеççĕ.

Анђах кайран çылăха кĕрсе, хăйсен ăшне çылăхпа вăрласа, Святой Сывлăша хăйсен ăшĕнђен хăвалаççĕ. Çынна улталакан шуйттан çыннăн ăшĕнче Турă Сывлăшĕ пурăннине йуратман!Ăна унтан хăваласа йарса хăй валли пурăнма çурт тăвасшăн.

Авă Іисус Христос шыва кĕрсен, Святой Сывлăша  илсен, пушă хире кайнă. Унта Вăл хĕрĕх тавлăк нимĕн çимесĕр, нимĕн ĕçмесĕр пурăннă. Çавăн ђухне, Ăна сăнама, Ăна улталама шуйттан çитсе те тăнă. Ăна вăл виçĕ майпа сăнаса çылăха кÿртесшĕн пулнă. Анђах Іисус Христос шуйттана парăнман, пирĕн пек çын пулсах Вăл ăна Хăй патĕнђен уйăрса йанă.

Шуйттан Іисус Христоса виçĕ тĕрлĕ сăнанă. Пире те çавăн пекех, тĕрлĕ майпа улталаса çылăха кÿртме тăрăшат̌.

Çавăнпа Іисус Христос йађĕпе тĕне кĕрсе Святой Сывлăша илнĕ çынсен сыхă тăрас пулат̌. Шуйттан улталасран пит сыхланас пулат̌. Шуйттан аллине кĕрсен çын усал ĕçсен тарçи пулат̌. Пĕр ырă ĕç те тума пултараймаст̌. Çыннăн ăшне хăй валли çурт тăват̌. Унăн ђунне те пĕтерет. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.