Николай Шупуççынни: Чăпта çапакансем


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →

Чăпта çапакансем

Йĕркеренех ялсенче
Лутра çурт та пĕчĕк пÿрт,
Çийĕ улăм, тĕренче;
Вулакана ăшне кÿрт.

Унăн ăшне астăвăр:
Çутă та мар, шăшлă,
Куçпа пăхса çаврăнăр:
Курăспала хăй, чăпта.

Тăрать чăпта умĕнче
Шурса кайнă яш ача.
Ăна хирĕç леш енче
Тăрать пĕчик хĕрача.

Алăк панче карăнса
Курăс чĕрет тепĕр хĕр.
Пурте ĕçлет васкаса,
Хам пĕлместĕп, мĕншĕн-тĕр.

Хĕлĕн вăрăм çĕрĕнче
Вĕсем тăнă çурçĕрте:
Кунне ура тăрринче
Ĕçĕ анмасть нимĕн те.

Курăс тусанне çăтса
Кăкрисене лартаççĕ,
Аптранипе ывăнса
Хăйсем юрă юрлаççĕ.

«Чуп: чуп: лашам: чуп: лашам:
Çитес çĕре çит, лашам:
Çитес çĕрте сăра пур,
Хĕпĕртетме сар хĕр пур.

Çап, çап, ачам, чăптуна,
Чăтса ирттер ыйхуна.
Хуйхă-суйхă çийĕнче
Иртет пирĕншĕн çут тĕнче.

Аттей-апай çулăхĕ
Çитрĕ пулĕ пирн çие.
Ырă çынсен ырлăхĕ
Пулман пирĕн телее.

Çап, Энтимĕр, стрепална.
Хытăрах ту чăптуна.
Яр, Натали, йĕппÿна,
Çын хушшине эс те кер!

Алăк пăнчи Кулюна,
Кулянмасăр курăс чĕр.
Пирĕн ĕмĕр! яш ĕмĕр
Иртет чăпта умĕнче.
Пурнăç тытас терĕмĕр,
Çанна ку рăс кутĕнче!

Эх, чуп лашам, ан ÿркен.
Çулна тухсан, çулна чав.
Пушшăм юлнă аттемрен,
Сĕлĕ тесен – яр йыхрав.

Ĕçлĕр, ĕçлĕр, ачасем.
Касăр часрах чăлхине.
Пирĕншĕн карсак куклисем
Лартман халĕ кăмакине.

Ĕçлĕр, ĕçлĕр, ан чарнăр,
Каç пулсассăн тин канăр;
Апат пултăр умăрта,
Ĕçĕр пултăр аллăрта.

Çапсан-çапсан майĕпе
Çитĕпĕр-ха çынсене.
Шупашкарта чăптипе
Илĕпĕр-ха укçине».

Пирĕн патри чăвашсем
Çапла чăпта çапаççĕ.
Çапла чăпта ачисем
Мĕскĕн юрă юрлаççĕ.

Чăпта хакне хушманран
Аптрать чăпта çапакан
Кам вĕсене пулăшĕ,
Ăна пулĕ тупăшĕ.

1917

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.