Николай Шупуççынни: Пĕтелмей


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


Пĕтелмей

Халь те куçăм умĕнче
Арман хуçи Пĕтелмей.
Çил арманĕ ту çинче
Катаранах курăнать.
Темĕн тĕслĕ тыр пĕрчи
Кунĕн-çĕрĕн авăртать.

Аслă Мăншу ялĕнче
Çав Пĕтелмей пурăнать.
Пĕрмай арман кĕлетне
Тырă пухать, авăртать,
Çăнăх мăйхи упуснс
Пĕрмай хула ăсатать.
Пĕтелмейĕн пурлăхĕ
Кунĕн-çĕрĕн хутшăнать,
Ырă ячĕн чăнлăхĕ
Йĕри-тавра сарăлать.
Йăвăç пахчи варринче
Кантур пекех кил-çурчĕ;
Ялти халăх хушшинче
Улпут пекех кил хуçи.
Чаплă пысăк утăпа
Утать вара вăраххăн,
Урампала пынă чух
Çĕр чĕтренет лайăххăн.
Çĕрелле те çÿлелле
Куçĕ пăхать утнă чух,
Шăши тути евĕрлĕ
Калаçнă чух тутийĕ.
Мăр-мăр, мăр-мăр тутарса
Аран сассийĕ тухать.
Анчах уншăн сăмаххи,
Сăмаххийĕ мĕн тăрать!
Тĕрĕссипе каласан,
Сахал пуплет Пĕтелмей.
Пĕр пысăкрах ĕç пулсан,
Тухать хÿхĕм арăмĕ.
Çурхи шывăн сасси пек,
Унăн сасси ялкăшать,
Çÿхе тути-çăварĕ
Пĕрмай талпаса çапать;
Çынна вара сăмахпах
Хăйĕн айне путарать.
Ахаль мар çав Мăншура
Ăна пурте хисеплет:
Ватă çын мар, каччă та
Унпа чарăнсах пуплет.
Тÿрриперех каласан,
Каччă сарă хĕрĕшĕн.
Хĕрĕ ятне каласан,
Эсир манран кулмăр-им?
Маяй шăнкри сасси пек,
Унăн ячĕ илтĕнет,
Сасси те çав, шăнкрав пек.
Каччă чунне çемçетет.
Таньтань ятлă ун ячĕ.
Ялта ятлăран янтрать.
Таньтанĕн сăн-сăпачĕ
Ăша çемçетсех ярать:
Пичĕ-куçĕ çуттипе
Çĕрле çутă тăмалла!
Шĕвĕртерех янаххи
Хăй сăмсинчен малтарах,
Кайăк сăмси пек сăмси
Шĕп-шĕвĕр те çап-çутă,
Сăмси икĕ енĕпе
Икĕ хĕсĕк хура куç.
Хура куçсем çийĕнчен
Икĕ чалăш куçхарши.
Чĕлхи-çăвар’ пит аван:
Хурçă çурса татмалла.
Ытла хитре, пит чипер
Пĕтелмейĕн Таньтанĕ.
Ахаль мар çав сăмахра:
– «Мана алпа тĕкĕнме
Çичĕ тĕслĕ супăньпе
Алла çуса килмелле», –
Тесе калать, тет, Таньтань.
Ахаль мар çав ун ури –
Ăçта пухă, унталла,
Ытти хитре хĕрсемпе
Такăрлатать тусана.
Таньтань, шĕвĕр сăмсипе
Пухха тупать шăршласа,
Пухха каяс пулсассăн,
Унăн юлташ сахал мар:
Кукăр ура, тÿр ура
Пурте хатĕр унпала.
Ялтах тепĕр куштанăн
Пĕве çитнĕ хĕре пур,
Лаптăк сăмса, тăхлан куç,
Пуклак янах çавăн пур;
Пухусене çÿреме
Кĕлеще пек ура пур,
Кунсăр та халь Мăншура
Хитре хĕрсем урăх та
Таньтаньпеле пуххалла
Тухса утма кахал мар.
Каччăсем те хĕрсенчен,
Пухха тесен, юлмаççĕ,
Капăртатса ушкăнпа
Хĕрсем пекех утаççĕ.
Чăнкăр-чăнкăр шÿлкеме
Чăнкăртатать хĕр çинче.
Çутă ылттăн шăрçисем
Çутăлаç хĕр мăй çинче.
Хура пустав тумтирсем
Мăншу каччи çийĕнче,
Нăтăр-нăтăр атăсем
Шалтах вĕсен уринче.
Мăншу хĕрĕ хушшинче
Пирĕн Таньтань паллăрах,
Мăншу ачи варринче
Таньтань шăлнĕ пысăкрах;
Нумай пулмасть Хусантан
Вăл таврăнчĕ вăхăтлăх.
Хутла вĕреннĕ çĕртен
Виç уйăха канмалăх.
Пуп ачи пек пуянскер,
Вăл пит чаплă вĕренет,
Çут тÿмеллĕ тумтирпе
Улпут пекех вăл çÿрет.
Тути хĕрри чăсăкран
Выç кашкăр пек туйăнать,
Аяккалла тарасран,
Ячĕпеле астарать.
Муття ятлă ачапа
Таçти çын та паллашĕ,
Ашшĕ-амăш пуянран
Такам пырса калаçĕ!
Пĕтелмейĕн кил-çуртне
Кам пăхсассăн тĕлĕнмĕ?
Унăн сарă хапхине
Чухăн пуçпа кам кĕрĕ?
Чĕнтĕрленĕ хапхаран
Пÿртум пусми таранах
Лаптăк, хытă мăн чултан
Пĕтелмей çул сартарнă.
Паянхи кун çав çулпа
Çын кĕрет те çын тухать,
Пĕтелмейпе ывăлне
Утна майпа асăнать.
Мăшну ялĕ пысăк ял,
Пысăк ял та аслă ял;
Çапах, аслă пулсан та.
Пуян çынсем нумай мар,
Пĕтелмейпе савăнма
Çавăнпа та çын сахал,
Унăн çутă хапхипе
Кĕрет, тухать пуян çын,
Е пĕр сĕмсĕр сысна пек
Кĕрес тухать ман пек çын.
Пĕтелмейĕн кил-çуртне
Кĕрсе кайрăм ĕçмешкĕн.
Кĕрсе кайса пÿртĕнче,
Кутник сакки çийĕнче
Лартăм пăхса тĕлĕнсе
Пуян ĕçки-çикинчен.
Ытла ăшăм çунать-çке,
Пĕтелмейпе пĕрлешсен!
Пĕтĕм каять хĕрелсех
Вăл куçĕпе пăхнă чух.
Ахăр, пуян пирĕнпе
Ĕçсе-çиме юратмасть.
Çавăнпа та сăрийĕ
Пирĕн алăри кăпăксăр.
Çавăнпа та Пĕтелмей
Пĕртте пире пĕлеймест.
Кĕрекене пăхăр-ха:
Шалтах паллă хăнасем;
Уйĕсене пăхăр-ха:
Апат-çимĕç тĕслĕрен;
Аллисене астăвар:
Пыллă сăра куркисем.
Ĕçĕр-çийĕр, савăнăр,
Пĕтелмейĕн хăнисем!
Кайса ĕçлĕр арманта.
Кутник сакки çинчисем!
Ĕçет-çиет пуян çын,
Начар çыннăн мĕн ĕç пур?
Тĕпелĕнче арăмĕ
Чыслать пыллă сăрипе,
Сăринчен те ытларах
Тăрантарать чĕлхипе:
Ĕçĕр, çийĕр, хăнасем,
Нÿхреп тулли сăра пур,
Куçăм тулли Муття пур,
Вăл килнĕшĕн ĕçетпĕр.
Пирĕн çук мар, сахал мар.
Ĕçĕр-çийĕр лайăхрах,
Пирĕн ашшĕн укçийĕ
Юхать çурхи шыв пекех.
Ма юрлас мар, пуплес мар?
Çынтан ыйтма каяс çук! –
Пĕтелмейĕн арăмĕ
Çапла янтрать тĕпелте.
Çавăрăнса пăхрĕ те.
Татах ячĕ талпаса:
– Таньтань, ма ара чĕнместĕн?
Хăнасене пăхмастăн?
Ара-а, чĕлхесĕр пекех
Çынтан намăс куратăн!..

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Таньтань:
Э, çав апайăн вара
Темĕскер пур манпала?
Мансăр сăра патĕнче
Пĕрре ĕçкĕ ирттермен.
Йытă пек кускалама
Те сирĕн тарçă эпĕ?
Муття таçта çÿрет-ха.
Ăна пĕртте чĕнместĕр.

Амăшĕ:
Ах, çав манăн Таньтане
Чĕнмелли те çук вара.
Чăнах, Мутти ăçта-ши?
Манăн Муття пек ача
Ял ларнăранпа пулман:
Лакрери çĕр улпучĕ
Ун пек нихçан тумланман,
Ун пек çутă тÿмеллĕ
Кам ывăлĕ килни пур?
Те çавăнпа çынесем
Кураймаççĕ ачана.
Урама тухмалли те çук:
Авă Хусан улпучĕ
Çÿрет, тесе пуплеççĕ.
Вĕсене такам чарать
Лайăх тумтир тăхăнма?

Таньтань:
Авă леш енчи Микка,
Тепĕр тесен, ял йытти,
Атти тĕпĕ шăтăк та,
Пухха пынă пушмакпа,
Çапах хăй çынтан кулать:
Ялта пирĕн Муттяран
Тăрăхласа çÿрет, тет. –

Çапла тĕпел кукринче
Шĕвĕр сăмса сăрана
Сăмаххипе йÿçĕтсе
Хăнисене тыттарать.
Амăшĕн чĕри тин вара
Лăпланмашкăн пуçларĕ;
Тинех хĕрнĕ пуçĕнче:
«Çуратни те юрарĕ
Кун пек хĕре, – терĕ вăл. –
Эх. манăн Таньтань пек хĕр
Ниçта та çук таврара:
Хамăн пекех сăн-сăпачĕ.
Кĕлетки те çап-çавра.
Кăçал качча пăрасшăн,
Анчах килмест ыр хăтах,
Ăçтан кирлĕ пăхмашкăн
Килсе каять юрăхсăр,
Хамăр ялăн каччисем
Темĕншĕнтен ыйтмаççĕ,
Те чĕлхи-çăварĕнчен.
Те хаяртан хăраççĕ.
Парас пулсан, парасчĕ,
Хамăр ялах парасчĕ.
Ман херĕ те пĕрех çех,
Эх, ырă-çке ман Таньтань…»
Тесе Таньтань амăшĕ
Хĕрне пăхса савăнать.
Кĕрекере Пĕтелмей
Хĕрне эрех ĕçтерет;
Хăйĕн ывăлĕ çинчен
Хăнисене пĕлтерет.
Пуян паллă хăнисем
Майĕпеле ĕçеççĕ,
Кил хуçийĕн халапне
Пуçа чиксех итлеççĕ.

Пĕтелмей:
Муття, манăн ывăлăм,
Пĕрмай пуçпа ĕçлеп, тет,
Пирĕн йывăр ĕç патне
Пырса та вăл курăнмасть.
Вĕренессе вĕренет,
Ÿлĕм пăхса савăнма
Халех улпутла çÿрет.
Эпĕ хам та ачашăн
Мула питех шеллемен:
Вăл мĕн чухлĕ ыйтнине
Ярсах тăнă укçине.

Тĕпелти хăна арăмĕ:
Пуçпа мĕнле ĕçлет-ши?
Илтсен, тĕлĕнсех кайрăм:
Ĕнсепе е çамкапа,
Пĕрре килсех курăттăм.

Амăшĕ:
Эй, вара, темĕнле çав,
Калаçаççĕ ухмахла.
Ара, улпутсем пурте
Пуçпа анчах ĕçлеççĕ
Пĕлесех килет пулсан,
Ăспа, эппин, ĕçлеççĕ.

Хăна:
Апла-иç-ха: вăл Муття
Улпута тухать, эппин. –

Чăнах çавă, чăн сăмах.
Чăн сăмахăн суйи çук,
Тÿр сăмахăн кукри çук:
Пирĕн Муття улпутах
Тухса ÿкет пулмалла.
Тÿрриперех каласан,
Паянах вăл улпут пек.

Ав ÿсĕрскер урамра
Сантăрккапа кĕрешет.
Сантăрккийĕ çавăрса
Çапать ăна çĕр çине.
Халĕ ĕнте пĕрлешсе
Пуян патне пыраççĕ;
Хусан хули хуçине
Сантарккийĕ çавăртнă.
Паллах, пуян ывăлне
Шуйттан хытă антратнă.
Пĕрмай аллине тăсса
Мăтăл-матăл тутарать.
Куçне чарса пăрахса
Çынсене те палламасть.
Пай, хайхи çур улпут
Ури çинче тăраймасть;
Ашшĕ хапхи тĕлĕнче
Кайре ÿкрĕ лапрана
Хура пылчăк çийĕнче
Шаклаттарать пуçĕпе.
Килхушшинчс çавăн чух
Амăшĕ пулчĕ телее.
Чупса пычĕ хăвăртрах
Вăл хăй ывăлĕ патне.
Хăйĕн савнă Муттине
Терпекленсе тăратать.
Сантăркка хăй майĕпе
Ăна ăса вĕрентет:
– Ан тив, инке, ывăлна,
Сире укçа чарать-им?
Ывăлăр халь пуçĕпе
Ĕçление куран пуль?
Ĕçме укçа юлманччĕ,
Акă тата пулать-ха,
Мутти кун пек ĕçлесен.
Ахаль мар çав: пуçăмпа
Ĕçлĕп, тесе мухтанчĕ
Сирĕн Муття ĕçнĕ чух. –
Сантăрккапа çилленсе
Пăхрĕ Муття амăшĕ.
Унтан вара пĕр çынпа
Йăтса кĕчĕ ывăлне.
Пуян ĕçки-çикине
Çак ĕç пăсрĕ пулмалла:
Пуян паллă хăнисем
Туха-туха шăванчĕç.
Чаплă Хусан хуçине
Татах хытă асăнчĕç.
Пуп кушакки пул тытать.
Пуян çыннăн – юс тытать;
Ывăлĕ те çавнашкал –
Пуçĕпеле мул тăвать.
Мĕншĕн ĕитĕ Пĕтелмей
Арман хуçи пулас мар?

1908

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.