Николай Шупуççынни: Хитре Чĕкеç (юмах)


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


Хитре чĕкеç

Юмах

I

Ĕлĕк-авал вăрманта
Пулнă Кармал ятлă ял,
Симĕс ешĕл улăхра
Ĕмĕр ларнă çав Кармал.

Çав Кармалăн çынĕсен
Çăвĕ иртнĕ ĕçсемпе.
Çивĕ хĕлĕн кунĕсем
Иртнĕ ĕçкĕ-çикĕпе.

Хура тăпра çийĕнче
Тырри пулнă пулмалла,
Хăмла çырли хушшинче
Хăмли пулнă сарăлса.

Кармал шывĕн сулхăнпе
Чиперленнĕ хĕрĕсем;
Хура вăрман сывлăшпе
Маттурланнă каччисем.

Çимĕк çинчи вайăсене
Яшсем ахаль ирттермен;
Сиктерен юрăсене
Шав итленĕ ватăсем.

Кăçалхи вăйăсенче
Пĕр пуянăн сар хĕрĕ.
Вĕçен чĕкеç евĕрлĕ,
Шăратнă, тет, юррине.

Çавăнпа та хăйне те
Чĕкеç ятлă хунă, тет.
Ăна ашшĕ-амăш те
Чĕкеç тесе чĕннĕ, тет.

Унăн ашшĕ Уланки
Ял пуçĕ те, пĕр пуян.
Паттăрăн пек кĕлетки
Çÿренĕ, тет, пĕр капан.

Хăй Чĕкеçне юратса,
Икĕ хутлă шур пÿртне
Йĕри-тавра картапа
Йăвăç пахчи çавăрнă.

Çав сат пахчи варринче
Шăнкăртатса шыв юхнă,
Çулла çав шыв хĕрринче
Ирпе Чĕкеç çăвăннă.

Хĕвел тухса сарлинчен
Вăл тумланса юсаннă.
Хура курак тăриччен
Тĕрĕ тума тытăннă.

Çавăнпа вăл пит хитре –
Çут хĕвел пек çутăлнă;
Унăн чапĕ пур çĕрте
Йĕри-тавра сарăлнă.

Унăн сăнĕ-сăпатне
Амăш те ытарайман,
Ун пек хитре хĕрсене
Урăх ниçта яш курман.

Ăна арăм тăвасшăн
Нумай каччă уйланă,
Ăна кин те тăвасшăн
Нумайăшĕ хапсăннă.

Анчах ашшĕ тăхтама
Шухăшлать, тет, кăçала,
Çавăнпа та никама
Сăмах паман ку çура.

* * *

Иртрĕç çимĕк вăййисем,
Тухрĕ халăх ут çине;
Кармалăн улăхĕсем
Тулнă ут çулансемпе.

Шап-шур халăх ут çулать,
Унта-кунта çын сасси;
Çăва вăш-вăш вăшкăнать,
Улăхĕпе ун сасси.

Халăх çăмăл калаçать,
Пур çын чунĕ хĕпĕртет;
Хĕвел кулса çутатать,
Çулнă утта типĕтет.

Вăрман пуçне пĕшкĕртсе
Сивĕ сывлăш кăларать,
Ут çулакан çынсене.
Тартан-шуртан хăтарать.

Утă çулнă вăхăтра
Сехет иртни сисĕнмест,
Çуллахи ĕç кунсенче
Халăх ахаль çÿремест.

Илья кунĕ çитиччен
Кармал ĕçчен çынĕсем
Лайăх типнĕ утăран
Хывнă пысăк капансем.

Утă пĕтсен тыр вырма
Хура халăх вĕçтерет,
Ир тăма та каç выртма
Çан вăхăта хисеплет;

Ирпе ирех ун чухне
Халăх уя чуптарать,
Вăл каçхине килнине
Хăлха илтсе çеç юлать.

Ылттăн курнан ырашсем
Шăтăрт-шатăрт кашлаççĕ,
Каçаллапа килтисем
Çĕмел пулса лараççĕ.

Ĕлĕк халăх васкаса
Тырă вырнă эрнипе,
Эрнекуна уяса
Çав кун каннă кунĕпе.

Çав эрнекун ваттисем
Тухса ларнă урама,
Епле тырă-пулăсем
Пулни çинчен калаçма.

Вĕсен чипер хĕрĕсем
Е çÿренĕ вăрмана.
Уç сывлăшра илĕхсе
Çырла-мăйăр пуçтарма;

Е çÿренĕ шыв хĕрне,
Кĕпе çуса тасатма.
Кайран анасем çинче
Çуттăн-шуррăн курăнма:

Пирĕн хитре Чĕкеç те
Çапла кайнă пахчана.
Юхса выртан шыв хĕрне.
Кĕпе çуса тасатма.

Хĕвел пăхать шăратса,
Çил-шав, кĕр-кар ним те çук
Кайăк юрра юратса
Юрлаканĕ пĕри çук.

* * *

Каçалла та сулăнать,
Уланкийĕн хĕрĕ çук;
Хĕвел анать, каç пулать,
Уланкийĕн хĕрĕ çук.

Уланки тус аптăрать,
Нимĕн тума пĕлменпе
Ик пĕççине шарт çапать
Хăйĕн тачка аллипе.

Çынсем патне Уланки
Хăй арăмне чуптарать:
«Пирĕн Чĕкеçе курман-и?» –
Тесе ăна ыйттарать.

Килтен-киле чупкалать,
Арăм çÿрет васкаса.
Пуринчен те ыйткалать
Пырĕпеле кашлатса:

«Пирĕн Чĕкеçе курман-и?
Киле пыман вăл паян…
Ах, ах ăна шырани!..
Чĕре сикет, ахаль мар…»

Хăвармарĕ пĕр кил те
Ялта кĕрсе тухманни;
Анчах нихăш пÿртре те
Тупăнмарĕ шырани.

Вара кĕтÿç пÿртнелле
Чупса кайрĕ васкаса.
Кĕтÿç ĕнтĕ пĕлмелле,
Тесе пырать шутласа.

Вĕсем уйра кунĕпе,
Вĕсем нумай курмалла.
Тесе кĕрет пÿртнелле;
Сăмах хушать ыйтмалла:

«Эсир уйра, ĕçкейсем,
Пирĕн Чĕкеçе курман-и?
Манăн ĕнтĕ пĕр сиртен
Анчах юлнă ыйтманни».

Кĕтÿç пÿрчĕ пĕчек пÿрт
Хăй çутипе çуталать,
Кăптăр-кăптăр тĕпелте
Пĕчĕк сĕтел курăнать.

Çав сĕтелĕн айĕнче
Хура кушак мăрлатать.
Пуян арăм киличчен
Хăлхи урлă пит çăвать.

Пуян арăмĕ ыйгсанах
Кĕтÿç шăппăн тапратать:
«Кăнтăр апачĕ тусан,
Куртăм ана мĕскĕне

Сăнсăр кайăк чĕрнинче.
Калама та хăрушă!
Палан варĕ еннелле
Вĕçсе кайрĕ унпала,

Кайăк пырать ÿпле пек,
Чалăш пулĕ çунатти;
Хашканă чух кăвар пек
Хĕрлĕн курнать пĕсехи».

Пуян арăм çавăнтах
Ăнсăр ÿкет урайне:
«Ах, мĕн пулчĕ, тур çырлах»,
Тесе йĕрет куççульпе.

* * *

Шурăмпуçĕ катара…
Çÿлти пĕлĕт кăн-кăвак…
Кармал çынсем ыйăхра,
Çывăраççĕ вилнĕ пек.

Уланкийĕн хуйхăпа
Куçĕ мăч та хупăнмасть,
Вăл хăй хуйхи-суйхипе
Çĕрĕпе те çывăрмасть.

Ĕмĕр пĕр пек уттипе
Тухрĕ хăйĕн килкартне,
Хура пысăк куçĕпе
Пăхрĕ пĕлĕт çинелле.

Çут çăлтăрсем çунаççĕ,
Пытанмалла выляççĕ,
Яр-яр çÿлтен анаççĕ,
Сассăр юрă юрлаççĕ:

«Çĕрĕн пĕчĕк çынĕсем,
Темле хуйхă пуссан та,
Ан юхтарăр куççуле
Ытла йывăр пулсан та.

Эсĕр унта кулянни
Пирĕн чуна сиктерет,
Пире сирĕн макăрни
Урăх çĕре вĕçтерет.

Эпĕр сире хĕрхенсе
Пĕчĕк çутă паратпăр:
Хамăр пĕчĕк пиччене
Пулăшмашкăн ыйтатпăр.

Ан кулянăр, халăхсем.
Ыр ыйхăпа çывăрăр.
Эпĕр сире, мĕскĕнсем.
Пурăннă чух пăрахмăпăр».

Уланки тус çав юрра
Хăлхисемпе илтеймест,
Чĕрипеле кулянса
Лайăххăнах вăл сисет.

Ырă юрри çăлтăрсен,
Эпĕр пĕлмен вăйĕпе,
Лăплантарчĕ хуйхинчен
Уланкийĕн чĕрине.

Çăмăлланчĕ Уланки,
Килкартинче уткалать…
Сасартăк кăвак хуппи
Уçăлать те хупăнать.

Уланки тус çавăнтах:
«Хĕр тупăнтăр», – теейчĕ.
Унтан пÿртне каяллах
Темĕн тума кĕрейчĕ.

Шурăмпуçĕ хĕрелет,
Тул çутăлать кăшт тăрсан,
Çăлтăр яр-яр ÿккелет…
Хĕвел çути палăрать…

Уланкийĕн тарçисем
Çитрĕç юланутсемпе;
Чĕнсе килчĕç çав çынсем
Юмăç-тухатмăшсене.

Пур таврари ялсенчен
Пуçтарăнчĕç лешĕсем:
Пĕр-пĕринчен чĕлхеçсен
Ирттереççĕ чĕлхисем…

* * *

Хура вăрман, сĕм вăрман,
Янрать, кĕрлет ун варри,
Тăрсан, тăрсан пăртакран
Çатăртатать çăтраки.

Çул пур çĕртен, çук çертен
Çичĕ юлан вĕçтерет;
Шăши тухман çĕрсенчен
Вăл тухать те, сиктерет.

Пурин лаши хашлатать,
Сăмсипеле хартлатать;
Пурне те çын васкатать,
Пырсан-пырсан çаптарать.

Усалсен пек çынĕсен
Çÿç-пуçĕсем вĕçеççĕ;
Вĕсен тискер куçсенчен
Вутпа кăвар сикеççĕ.

Куçĕсемпе çÿлелле
Пăхаççĕ те, кайăк çук;
Кăвак самсисемлеле
Шăршлаççĕ те, шăрши çук.

Хăйсен вĕçкĕн шухăшпе
Çав кайăка кураççĕ,
Чĕлхе çине шаннипе
Ăна вĕсем тупаççĕ.

Сиктереççĕ сиккипе
Шăп сывлăша янратса,
Хура вăрман варрипе
Хăйсем тĕллĕн çул туса.

Пĕр-пĕринпе калаçса,
Пырсан-пырсан кулаççĕ,
Пурте пĕрле ахăрса.
Асамăç юрри юрлаççĕ:

 «Çитмĕл ултă çырмана
Кĕрсе тухса каçăпăр,
Çитмĕл çиччĕмĕш варта
Çав кайăка тытăпăр.

Шуйттан чарсан шырама,
Унтан та хăрамăпăр;
Арçури аташтарсан,
Тытăпăр та çакăпăр.

Сик, сик, лашам, сик лашам,
Палан варĕ еннелле,
Вĕç, вĕç, лашам, вĕç лашам,
Каç пуличчен çитмелле.

Каç пуличчен çитĕпĕр.
Çав кайăка тытăпăр;
Шывсăр-мĕнсĕр пĕçерĕпĕр,
Шăмми-мĕнĕпе çийĕпĕр».

Хура вăрман, сĕм вăрман,
Янрать, кĕрлет ун варри,
Тăрсан, тăрсан пăртакран.
Çатăртатать çатраки.

Çул пур çĕртен, çук çĕртен,
Çичĕ юлан вĕçтерет,
Шăши тухман çĕрсенчен
Вăл тухать те сиктерет.

Пурин лаши хашлатать,
Сăмсипеле хартлатать,
Пурне те çын васкатать,
Пырсан-пырсан çаптарать.

* * *

Хĕвел каçа сулăнать.
Сăрт хыçнелле пытанать;
Сулхăнланать сем вăрман.
Уçă сывлăм палăрать.

Сĕм вăрманăн ачисем
Йăвисене кĕреççĕ;
Чăри-чари кайăксем
Юр юрласа вĕçмеççĕ.

Каçхи хĕвел ылттăн пек,
Йăвăç витĕр курăнать,
Сарă вĕçен кайăк пек
Унăн çути вăй вылять.

Пĕр сасăсăр вай вылять
Каçхи хĕвелĕн çути:
Нÿрлĕ сывлăш палăртать
Симĕс йăвăçăн çулçи.

Хĕвел анчĕ сăрт хыçне,
Тĕттĕмленчĕ вăрманта;
Пĕр сас-хура уп чухне
Илтĕнмест çав çавăнта.

Шăпах тăрать сĕм вăрман
Пĕр-ик сехет çавăн пек;
Йытă сасси катаран
Илтĕнкелет йĕнĕ пек.

Качамăчи енĕнчен
Вăрман янтра пуçларĕ;
Сывлăш ырă ыйхинчен
Вăранма та тапратрĕ.

Ÿхĕ сасси евĕрлĕ
Темскер сасси янăрать.
Пур çĕрте те çав тĕрлĕ
Хăрăк-шанкă шартлатать.

Çаврăнаççĕ пĕр çĕртех
Çиччĕн лашаллăскерсем:
Пĕр шăм урлă пĕрмаях
Каçкалаççĕ мĕскĕнсем.

Унтан вара майĕпе
Лашисене кăкарчĕç,
Шăппăн çеç пĕр-пĕринпе
Темĕн сăмах пугшерĕç.

Акă кăвайт хураççĕ
Акăш-макăш хăракран,
Пуçтарăнчĕç, тăраççĕ
Аяккарах çав вутран.

Ах, унччен те пулмарĕ,
Çăтăр-çатăр тутарса.
Ахăрса темскер кайрĕ
Йăвăçсене хуçайса.

Çăтăр-çатăр тутарсен,
Çынсем пуçа çĕклерĕç.
Вăл чарăнма пуçласан,
Тутисене елпĕртрĕç.

«Акă сана арçури», –
Тенĕ сасă илтĕнчĕ, –
«Шултра тăвар муклашки
Санăн вăйна çĕнтерчĕ».

Утсем çине утланчĕç
Çав çĕрлехи маттурсем;
Вут хĕрĕнчен тапранчĕç
Вĕсен самăр лашисем.

* * *

Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ.
Шур çутăпа çутатать;
Тĕнче тĕксĕм палăрчĕ,
Юмахри пек курăнать.

Уйăх шăвать кулянса
Кăвак пĕлĕт тăршшĕпе,
Пирĕн çĕре сыхласа
Пуçне пĕкет хĕрхенсе.

Тĕнче шăпах çывăрать,
Ывăннипе вăл канать;
Таçта лаша тулхăрать:
Мĕскерле çын çул каять?..

Пушкăрт пусси патĕнче
Ав, мĕлкесем куçаççĕ,
Кăвакал шурĕ енчен
Сиккипеле каяççĕ.

Хура пусă уйĕнче
Ертсе çулĕ хăй пырать:
Сухаланă çĕр хушшинче
Вăл çап-çутă курăнать.

Сиккипеле сиктерсе
Вăрманпала пыраççĕ.
Лашисене хистесе
Вăйран-халран каяççĕ.

Лашисенĕн ăшĕсем
Шыв тумламсăр çунаççĕ.
Хăйсен те çăварĕсем
Темĕн пек ĕçме ыйтаççĕ.

Çавна кусем астуса,
Çаптÿлек кÿлли еннелле
Лашисене çавăрса,
Чуптараççĕ сиккипе.

Çамак тавраш хăртнинче
Çаптÿлек кÿлли курăнать;
Хĕрлĕ хăва пĕр енче
Кашла-кашла хумханать.

Уйăх мĕлки пашалу пек
Кÿлĕ тăрăх ярăнать.
Кÿлли пысăк кантăк пек,
Курăк ăшĕнче çутăлать.

Пирĕн çич чĕлхеçĕсем
Çитрĕç унта чуптарса,
Лашисене мĕскĕнсем
Шăвараççĕ астуса.

Хĕрлĕ хăва варринчен
Тухать кайăк-кăвакал.
Куçа хупса иличчен
Кÿлле каçать кăвакал.

Ярăнать те, чăмать те,
Пĕтĕм кÿлле çавăрнать.
Тĕкĕ уйăх çутипе
Йăлтăр-йăлтăр çеç тăвать.

Кÿлĕ хĕрне тăсăлса
Асамçăсем выртаççĕ.
Шыва ланкăртаттарса
Тутисемпе туртаççĕ.

Ĕçрĕçĕ те тăрăнчĕç,
Тăрас тесе уйлаççĕ,
Анчах пĕри те тăмарĕç,
Пурте шыва каяççĕ…

Шурут çырми варринче
Шур шăмăсем выртаççĕ,
Кĕркуннехи çĕрсенче
Вилнĕ çын пек курнаççĕ.

Пирĕн патри чăвашсем
Унтан çĕрле иртмеççĕ;
Весен шăмăсăр чĕлхисем
Темĕн те пĕр пуплеççĕ.

Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче
Çичĕ юлан тухаççĕ,
Хура шăрчăк уйĕнче
Каллĕ-маллĕ чупаççĕ.

Карланкине кăртлатса
Пырсан-пырсан макраççĕ,
Пăсăк саспа кулянса.
Хуйхă юрри юрлаççĕ:

«Пурăннă чух пурăнтăмăр,
Усал нумай турăмăр,
Вилсен асапа кĕтĕмĕр,
Шыври усал пултăмăр.

Кунĕн-çĕрĕн вут çинче,
Чĕлхе çинче çакăнса,
Çак мăн çĕрĕн айĕнче
Пурăнатпăр макăрса.

Шурут çырми лакăмне
Пирĕн утсем тăрăннă,
Типĕ çырма тĕпĕнче
Выçă пирки касăлнă.

Чĕрĕллех шыв усалĕ
Илчĕ хитре Чĕкеçшĕн,
Тытрĕ кайăк кавакалĕ
Çаптÿлек кÿлли шывĕшĕн.

Çапла вĕсем юрласа,
Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче,
Лашисемпе кустарса
Çÿреççĕ вар патĕнче.

Хăямат енчен-и тен
Вĕçет килет текерлĕк,
Юрлать çынсем чарăнсан
Чĕре шуйттан евĕрлĕ:

«Пурăннă чух ĕçĕрте
Сире кам пулăшатчĕ?
Сирĕн усал пăсташăрта
Кам вăй сире паратчĕ?

Ватăлнипе, супнине
Хăвăра хăвăр пĕтертĕр,
Хăвăр чĕлхе пĕлнипе
Кам вăйлине пĕлмерĕр.

Палан варне тупрăр-и.
Хай кайăка тьггрăр-и;
Пуян хĕрне çăлтăр-и,
Кăкшăмпа мул илтĕр-и?»

Шăмат автанĕ авăтать,
Шăп çурçĕре пĕлтерет,
Куçран-пуçран çухалать
Çынĕсемпе текерлĕк.

Шурут çырми варринче
Шăмăсем çеç курнаççĕ.
Хавшак çынсен чунсене
Хăратса çеç выртаççĕ.

II

Кармал ялĕ аслă ял:
Пуян та пур, чуххи те,
Ăннă халăх ĕçĕсем
Пĕтĕм пысăк ялĕпе.

Ăçта кирлĕ сат пахчи
Сулхăн туса кашлатать,
Вĕсен çимĕçĕн шăрши
Йĕри-тавра сарăлать.

Пускиллийĕ варсемие
Пускилсенчен уйăрлать,
Çапах та пĕр-пĕринпе
Ĕçсе-çиме хутшăнать.

Анаткасра пурăннă
Амăшĕпе Юманкка,
Маттур ача çав пулнă
Ялти тăлăх Юманкка.

Ĕç ĕçлеме юратнă,
Йăваш пулма тăрăшнă.
Ырă çынпа паллашнă,
Усал çынтан уйăрлнă.

Хальччен çынна култарман,
Ури çине пустарман;
Вăл тăшмана тапăнсан,
Унтан тăшман тарайман.

Çилленсессĕн çĕлен пек,
Куçпа çиçĕм çиçтерет;
Кăмăллă чух, кăльăк пек,
Çын чĕрине çемçетет.

Кутник сакки сарлакăш
Хулпуççийĕ курăнатъ.
Улăп пĕвĕ пысăкăш
Кĕлеткийĕ курăнать.

Сарă хĕрсен вăйăра
Пĕр ун çинчен куç каймасть.
Вăл юрланă вăхăтра
Ялта пĕр çын çывăрмасть.

Юр юрлама тапратсан,
Тупăкри çын чĕрĕлет,
Калаçмашкăн пуçласан.
Ватă çынтан ирттерет.

Сарă çÿçĕн кăтрисем
Пĕтĕм хĕре пăхтарать,
Хĕрлĕ пичĕ-куçĕсем
Çине пăхсан, сăн курнать.

Пуринчен те ытларах
Чĕкеç ăна юратать.
Пуринчен те нумайрах
Унпала вăл вăй вылять.

Юманкка та Чĕкеçе
Питĕ хытă юратать.
Вăйăра Чĕкеç еннелле
Вăл йăпшăнать, сулăнать.

Анаткасра пĕлеççĕ,
Вĕсем çапла иккенне,
Анчах ним те чĕнмеççĕ
Иккĕшне те савнипе.

* * *

Хитре Чĕкеç çухалсан,
Вăл çухални ирпеле,
Тул çутăлнă-çутăлман
Сарăлнă ялĕпеле.

Тыр вырма та каяççĕ
Кармал ĕçчен çынĕссм,
Ун çинчен çеç шавлаççĕ
Шăмсăр-мĕнсĕр чĕлхесем.

Уланки хĕрĕ çĕтнине
Анаткасра пĕлеççĕ,
Ăна кайăк тытнине
Темскерле те пуплеççĕ.

Юманкканăн хăлхине
Çав сăмахсем кĕреççĕ,
Унăн вĕри чĕрине
Çите-çите тивеççĕ.

– Ах, чунăмçăм, шухă чун,
Епле пулас, мĕн тăвас?
Ах, юратнă савниçĕм,
Епле сана ман çăлас?

Анкă-минкĕ пуçĕнче
Çав шухăшсем çÿреççĕ,
Унăн куçĕ умĕнче
Иртнĕ кунсем иртеççĕ.

Лайăхрах ыйтса пĕлем,
Ăспа пуçра çавăрам.
Унтан вара ĕненем.
Пÿлĕхçие пуççапам,

Пÿлехçие кĕл тăвам
Чăтма вăй-хал памашкăн,
Пулушăмран ыйгкалам
Шырама пулăшмашкăн.

Чĕркуçленет, пуççапать,
Пÿлехçие кĕл тăвать.
Вĕри куççуль юхтарать,
Пĕр сехетрен тин тăрать.

Тăрать те вăл чуптарать
Çырма пуçĕ пускилне,
Сасартăк кĕрсе тăрать
Пулушăм пĕчĕк пÿртне.

– А, Юманкка, килех! –
Теет ăна пулушăм;
– Тĕпелерех иртейсем. –
Чĕнет ăна пулушăм.

Пулушăм вăл челхеç мар,
Çапах чиртен тÿрлетет,
Вăл асамăç-юмăç мар,
Çапах тем те пĕр пĕлет.

Юманкка хăй хуйхине
Калать ăна хăлхинчен,
Мĕскерле тумаллине
Ыйтать пĕтĕм чĕринчен.

Пулушăмĕ ырă çын,
Çавна курсан хĕрхенчĕ,
Епле тупасси çинчен
Кала, кала пĕлтерчĕ.

Çăмăлланчĕ Юманкка,
Пулушăма тав турĕ.
Унтан вара каялла
Анаткаса уттарчĕ.

* * *

Тавлă çĕр уййи вăрманта
Уçланкă пек курăнать;
Йĕлме-çÿçе йĕри-тавра
Симĕсленсе сарăлать.

Паян хĕвел шăратса
Хура пусса çунтарать,
Çулти çынна харлатса
Вăйран-халтан кайтарать.

Çапах виççĕн вăрмантан
Тухаççĕ те утаççĕ,
Вăрман виттĕр тавраран,
Тавлă çĕр урлă каяççĕ.

Кĕл пек тăпра сийĕнчен
Вăкăрсем пек утаççĕ,
Пуринĕн те аллинче
Алтуйисем выляççĕ.

Хĕвел пăхать шăратса,
Çил-шав, кĕр-кар ним те çук,
Кайăк юрра юратса
Юрлаканĕ пĕри çук.

Виç çын çеç Тавлă çĕре
Янтратаççĕ калаçса.
Сасартăк вĕсен çине
Тусан пырать йăванса.

Çавра çилĕн варринче
Вĕсем курчĕç пер пукан;
Сав пуканĕн çийĕнче ’
Пĕр çын ларать, чĕр шуйттан.

Чике тăршшĕ ватă çын
Вут пек хĕрлĕ сухалпа,
Мăйракисем çĕр вăкăрин
Юплĕ-юплĕ чармака.

– Катăк пуртă, е çĕçĕ,
Тимĕр карта тĕлнех пул, –
Пĕри çапла терĕ те,
Хăйсен çулне утрĕçĕ.

Вери тусан çавăнтах
Саланма та пуçларĕ,
Шуйттанĕ те пăччувах
Таçталла кĕрсе кайре.

Çул çыннисем Кармалтан
Тухнă ĕнер ирпеле,
Вĕсем çавă вăхăтран
Утнă çĕрĕ-çĕрĕпе.

Хăйсем Тавлă çĕр уйпе
Яра-яра пусаççĕ,
Хырăмĕсем хыр çинче
Ула-ула лараççĕ.

Вĕсен çулĕ хĕрринче
Улма йăвăç курăнать,
Çаврака сулхăнĕпе
Хăй айнелле йыхăрать.

Çавăнпа ун сулхăнне
Çаксем пырса лараççĕ,
Хутаççинчи çăкăрне,
Кăларчĕç те чăмлаççĕ.

Йăвăç çинче улмисем
Çиме анчах чĕнеççĕ,
Анчах тăнлă чăвашсем
Спассăр улма çимеççĕ.

* * *

Апатланса тăрăнчĕç
Вăрăм çулăн çыннисем.
Паттăрсем пек тапранчĕç
Каллех утма маттурсем.

Хитререх те пысăкрах
Вăта çĕрĕнчи ма пурĕ,
Иккĕшĕнчен çăмăлрах
Утать унăн урийĕ.

Вăл витерсе калаçать.
Темскер тума вĕрентет,
Йĕри-тавра пăхкалать,
Куçне-пуçне вылятать.

Çавă пулать Юманкка.
Иккĕшĕ – юлташĕсем,
Матенпеле Улянкка, –
Ун пиччĕшĕн ывăльсем.

Вăл вĕсене юлташа
Илнĕ хăйпе çул çине;
Лешсем те асăнмалăх
Пулăшаççĕ тăванне.

Çапла вĕсем утаççĕ
Питĕ хытă васкаса;
Курăнми те пулаççĕ,
Вăрманалла пăрăнса.

Хĕвел пăхать пĕçертсе,
Тĕнче тĕтрен курăнать;
Вăрман, сулхăн ÿкерсе,
Хăй айнелле йăхăрать.

Хĕвел хытă тăратсан,
Ирĕксĕрех ÿпкелĕн,
Пăтăр-пăтăр тар тухсан,
Каç пуласса çеç кĕтĕн.

Анчах хĕвел вăхăтсăр
Анса лармасть сăрт хыçне,
Каç та çапла вăхăтсăр
Килмест уçă сывлăшпе.

Паянхи кун улшăнчĕ:
Хĕвел кăнтăр тĕлĕнче
Хăтăлмашкăн пĕр енчен
Кăштăн-кăштăи тытăнчĕ.

Вупăр карчăк шутланă
Хĕвел пуçне çимешкĕн:
Патак çине утланнă
Хĕвел патне вĕçмешкĕн.

Хĕвел патне çитнĕ те,
Кавле-кавле çутта çиет.
Пĕтĕм çутă тĕнчене
Çăварĕпе хăратать.

– Тĕнче ĕнтĕ пĕтет пуль! –
Тесе çынсем пуплеççĕ;
– Юлашки кун çитрĕ пуль!
Тесе уйран кĕреççĕ.

Юманккапа юлташсем
Тĕттĕм пирки чарăнчĕç:
– Сĕм-сĕмеккем, сĕмеккем,
Çав карчăка çи! – терĕç.

Вĕсем çапла каласан,
Хĕвел пăхма пуçларĕ;
Хăйсем каллех пăртакран
Кайрĕç каяс çулĕпе.

Тĕттĕмленчĕ, каç пулчĕ,
Пĕтĕм тĕнче лăпланчĕ,
Шăрăх сывлăш уçăлчĕ,
Вĕри ăшă лĕпленчĕ.

Такăр, яка çулпала,
Сĕм вăрманăн тăршшĕпе
Виçĕ маттур каçпала
Пыраç пысăк уттипе.

Хаштин-хаштин кашлатса
Вĕри çĕлен вĕçтерет.
Сывлăш тăрăх ярăнса,
Хĕрлĕ хĕлхем ÿкерет.

Çул çыннисем пуплеççĕ,
Сасă туса утаççĕ;
Пуçĕсене çĕклеççĕ,
Çавна курах каяççĕ.

– Ку çĕлене антарас,
Улталама ярас мар,
Яш-кĕрĕме ыр тăвас.
Илĕртмешкĕн парас мар,

Шикленмесĕр каларĕ
Юманкка çав сăмаха.
Катăк çĕçĕ кăларчĕ,
Сулахайпа каялла.

Сылтăм хулпуççи урлă
Çав çĕççине пăрахрĕ,
Сулахай алли урлă
Сурса çапла каларĕ:

– Вĕри çĕлен вут çĕлен,
Ан çакăн-ха, вут çĕлен.
Улталаса яшсене
Ан çÿре эс ÿлĕмрен!

Вĕри çĕлен çавăнтах
Ÿкет çиçĕм çиçнĕ пек,
Юманккаран кайрарах
Упаленет шуйттан пек.

Юманкка пĕр юлташне
Пилеш хулă кастарать,
Унтан катăк çĕççине
Хулли вĕçне çыхтарать.

Вара хулла тытать те
Вут çĕлене çаптарать.
Вут çĕленĕн çурăмне
Кастарать те кастарать!

Вĕри çĕлен пилĕкĕ
Çип пек çеç тăрса юлать,
Унăн вăйĕ-тĕрекĕ
Хĕрнĕçем пĕтсе ларать.

Ыйтать çĕлен пулăшу,
Юманккана йăлăнать,
Лешĕ парать пулăшу:
Кастарать те кастарать.

– Сире чĕррĕн ярсассăн,
Эсир çиччĕн тухатăр, –
Тесе ăна хуллипе
Çатлаттарчĕ-вĕлерчĕ.

* * *

Юманккапа юлташсем
Кунĕн-çĕрĕн утаççĕ.
Çапах алли-урисем
Пирĕшти пек ырмаççĕ,

Виççĕмĕш кунне вĕсем
Палан варне çитрĕçĕ.
Ăна курсан чĕрисем
Хытă кăлт-кăлт сикрĕçĕ.

Палан варĕ тарăн вар.
Епле унта анас-ха.
Ах. апла мар, апла мар,
Анас пулать çапах та.

Пер çăкана каçрĕç те,
Ун хуппине сÿрĕçĕ.
Явса вĕрен турĕç те,
Çавăн тăрăх анчĕçĕ.

Палан варĕн тĕпĕнче
Тар йăвăççи курăнать;
Юманкка ун еннелле
Юлташĕсемпе пырать.

Хĕрĕх те пĕр курăкпа
Лартнă шывпа Юманкка
Тар йăвăçне аллипе
Сĕркелсрс тем тума.

Унтан мăка пуртăпа
Ана касма пуçларĕ,
Анчах пуртти паллă та
Йăвăç çинче тумарĕ.

Вара çапла каларĕ:
– Касăл, касăл, тар йăвăç,
Тайăл, тайăл, тар йăвăç, –
каллах касма тапратрĕ.

Кач! кач! лартать – касăлать.
Тар йăвăççи тайăлать;
Каснă çĕртен сĕт юхать,
Йăвăç кутне кÿл тăвать.

Юманккаран тар юхать,
Шăпăр-шăпăр тутарать;
Каснăçсмĕн касăлать,
Тар йывăççи тайăлать.

Ĕçес килет Юманккан,
Вут пек çунать ăш-чикки,
Çапах йăвăç касасран
Пăрахмасть ун ал-ури;

Çитменнине сĕт кÿлĕ
Пуçтарăнать йăвăçран,
Çапах та вăл: «Тем пулĕ», –
Тесе, ĕçмест çавăнтан.

Улянккана пурттине
Ывăнсассăн тыттарчĕ
Тар йăвăçне ÿкерме,
Пăртак хăй канма тăчĕ.

Пĕр вунă хут пуртăпа
Лешĕ кач! кач! лартсассăн,
Тар йăвăççи тайăлса
Ÿкрĕ, шалчи тулсассăн.

Тар йăвăççи ÿксессĕн
Куçран-пуçран çухалчĕ,
Вăл çухалсан, кÿлĕрен
Сар Чĕкеç тухса тăчĕ.

* * *

Пăнтăр-пăнтăр параппан
Сассипеле ял янтрать,
Юманккана ялти пуян
Паянхи кун хĕр парать.

Шап-шур халăх туй курса
Пуян патĕнче савăнать.
Сăрипеле тăранса
Шыв пек ăна тыткалать.

Çĕрĕпеле туй сикет,
Яшсен чунне хускатса.
Тул çутăлать, çĕр иртет,
Халăх çапах çавăнта.

Хĕвел тухса хăпарсан,
Туй халăхĕ çуй турĕ,
Сарă пысăк кĕлетрен
Пĕркенчĕкпе хĕр тухрĕ.

Ик кĕтеслĕ шыльăка
Ăна илсе кĕреççĕ;
Ашшĕ-амăш шыльăкра
Куççулĕпе йĕреççĕ.

Парне парса çаврăнсан.
Татах кил-йышĕ йĕрет;
Ашшĕ-амăш тав тусан,
Пĕркенчĕкпе хĕр хÿхлет:

– Телейне те ыррине
Аттем патĕнче куртăм,
Хуйхине те суйхине
Хĕр ĕмĕрĕнче паллашрăм.

Атте маншăн кулянăн
Утă çулма кайсассăн,
Ÿлĕм мана астăвăн
Тырă вырма тухсассăн.

Анне, хĕрне астăвăн
Хĕлĕн варăм çĕрĕнче,
Пайтах куççуль юхтарăн
Хăвăн тĕпел кукринче.

Мамăк минтер хăпармасть
Хăмач пичĕ тавăртăн.
Манăн кăкăр çаврăнмасть
Пысăк хуйхă курнăран

Чĕрĕ турат йăмрасен
Çил-тăвăлта хуçăлать,
Хĕр те ашшĕ килĕнчен
Пĕве çитсен уйăрлать.

Чĕкеç çапла шыльăкра
Хÿхле-хÿхде юр юрлать,
Шап-шур халăх йĕри-тавра
Куççулĕме юхтарать.

Хапха патне çын утать
Пĕр-пĕринчен васкаса:
Юланутпа хĕр каять,
Йĕрсе юрлать хумханса.

Уй хапхинчен тухнă чух
Пĕркенчĕкĕн çийĕнчен
Саламатпа виçĕ хут
Çапрĕ кĕрÿшĕ хуллен.

Туй халăхĕ тайăлать,
Ÿсĕр халăх çывăрать;
Туй куракан саланать,
Туй сăрине вăл мухтать.

* *  *

Пирĕн ĕмĕр, яш ĕмĕр,
Иртсе каять Чĕмпĕрте.
Аслă пулас терĕмĕр.
Çавăнпа эпир ют çĕрте.

Пысăк ăслă пулсан та,
Юманккана çитес çук.
Питĕ çирĕп пулсан та,
Ваттисем пек пулас çук.

Ĕлĕкхи пур чăвашсем
Пĕчĕккĕнех пĕтеççĕ;
Вĕсен ĕçки-çикисем
Хăйсемпелех пĕтеççĕ.

Кармалта та ку чухне
Пысăк ĕçкĕ тумаççĕ;
Çимĕк çинчи вăйсене
Выляма та пăрахаççĕ.

Хĕлĕн варăм çĕрĕнче
Сарă хĕрсем улахра
Юманккапа Чĕкеçе
Асăнаççĕ юрăра.

Чĕкеç туйĕ кĕрлени
Йĕри-тавра сарăлнă.
Вăл çухалса тупăнни
Ĕмĕрлĕх ят хăварнă.

Хитре Чĕкеç юррине
Халь те пулин юрлаççĕ.
Туй халăхне йĕртнине
Халап туса ваклаççĕ.

Йĕри-тавра сĕм вăрман
Пулнă ĕлĕк Кармалăн:
Кармал çынĕ уй курман
Уй хапхинчен тухсассăн.

Ăçта пăхнă – сĕм вăрман
Кашла-кашла хумханнă;
Унпа тырă-пулăран
Ытла Кармал савăннă.

Халĕ вăрман хĕррине
Тăрса юлнă çав Кармал,
Йăвăçсем те ку чухне
Сайра кăл-кал ÿсеççĕ.

Кармалăн улăхĕсем
Халь те утă параççĕ,
Халь те Кармал çынĕсем
Утă çулса тарлаççĕ. ,

Палан варне хам кайса,
Хам куçăмпа хам куртăм,
Тарăннинчен хăраса
Анса анчах курмарăм.

Пирĕн ялти сар хĕрсем
Сăнсăр тискер яшсене:
– Палан вартисем! – теççĕ,
Çывăха та ямаççĕ.

Çынсем ĕçне ĕçлеççĕ,
Халапсене яраççĕ;
Вăхăчĕсем иртеççĕ,
Варти шыв пек чупаççĕ.

Тем тĕрлĕ те шыв юхать.
Тĕрлĕ çĕре алăтать.
Тĕслĕрен çын çуралать,
Пинтен пĕри чап ярать.

1907-1908

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.