Н. Иванова & В. Никитин: Пытару йĕрки

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Пытару йĕрки

«Чăваш тĕнĕпе христианство тĕлĕнмелле пĕрлешсе кайнă, ун пекки ытти халăхсен урăх çук та пулĕ»,— тенĕ А. Ф. Риттих тĕпчевçĕ ĕлĕкех. Çакна ХХ ĕмĕр вĕçĕнчи пытару йăли-йĕркисенче тата уçăмлăрах курма пулать. Халĕ кирек хăш ялта та вилнисене пытарнă чухне чиркÿ вĕрентнипе тата халăх тĕнĕн йĕркипе ним иккĕленмесĕрех усă кураççĕ: И. Я. Яковлев шкулĕнче куçарнă вырăс кĕллисене, хамăрăн сĕм аваллăхран килекен хÿхлевсене черетлентерсе каласа пыраççĕ. Чăваш йăли-йĕрки вăхăтпа пĕрле улшăнса, килĕшÿллĕрех енĕсене хăвăрт йышăнсан та хăйĕн тымарне питĕ çирĕп тытса тăрать. Пытару-ăсату йăлинче чăваш ваттисене хытă хисеплени, вĕсем леш тĕнчере те кулленхи пурнăçпах пурăнаççĕ тесе шутлани курăнать. Христос тĕнĕ вилнĕ çынна «канлĕхе кайрĕ, ырă курма кайрĕ» тесе ăсатать. Сартăш леш тĕнчере ĕçлĕхсĕр пурăнмалла темен. Çавăнпа халăх чăваш ваттисемпе çулталăкра тăватă хутчен тĕл пулать, «пĕрле» хăналанать. Кил-йыш пуçĕн ĕмĕчĕсене ачисен пурнăçламалла. Палăртнă ĕçсем мĕнле пулса пынине кашни йыш масар çине пырса каласа парать.

Малаллине вулас

Василій Великий, Григорій Богослов тата Іоанн Златоуст çинчен Вĕрентсе Калани

Симеонъ Сергѣевъ


Мăн-Кăрлађ 30-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Савнă тăванăмсем, епир пайан Василій Великій, Гри­горій Богослов, Іоанн Златоуста асăнса праçник тăватпăр. Вĕсем виççĕшĕ те пĕр вăхăталлах архіерей пулса пурăн­нă. Вĕсен вăхăтĕнђе самана питĕ йывăр пулнă. Христос тĕнне тытакансем пĕр-пĕрин хушшинђе питĕ пăлханнă. Хри­стос çинђен суйа вĕрентекенсем нумайланнă. Христоса тĕ­рĕс ĕненекенсене пур çĕрте те хĕсĕрленĕ. Архіерейĕсене, священникĕсене вырăнĕсенђен хăвала, хăвала йанă. Ва­силій Великій, Григорій Богослов, Іоанн Златоуст нимĕн­рен хăраман. Христоса ђунтан йуратса, Ун çинђен тĕ­рĕс вĕрентнĕ. Хăйсем таса пурăнса, етемсене таса пу­рăнма вĕрентнĕ. Вĕсене Турă хушнă пек ђунтан йуратса хĕн-хурта пулăшса тăнă. Мĕн пур пурлăхĕсене сутса, мĕскĕнсене салатса панă. Ђирлисем валли пуљнитсасем лартнă, уксах-ђăлахсене, ватăсене пăхса усрама çуртсем тутарнă. Малаллине вулас