Симеонъ Сергѣевъ
Мăн-Кăрлађ 30-мĕшĕ
Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.
Савнă тăванăмсем, епир пайан Василій Великій, Григорій Богослов, Іоанн Златоуста асăнса праçник тăватпăр. Вĕсем виççĕшĕ те пĕр вăхăталлах архіерей пулса пурăннă. Вĕсен вăхăтĕнђе самана питĕ йывăр пулнă. Христос тĕнне тытакансем пĕр-пĕрин хушшинђе питĕ пăлханнă. Христос çинђен суйа вĕрентекенсем нумайланнă. Христоса тĕрĕс ĕненекенсене пур çĕрте те хĕсĕрленĕ. Архіерейĕсене, священникĕсене вырăнĕсенђен хăвала, хăвала йанă. Василій Великій, Григорій Богослов, Іоанн Златоуст нимĕнрен хăраман. Христоса ђунтан йуратса, Ун çинђен тĕрĕс вĕрентнĕ. Хăйсем таса пурăнса, етемсене таса пурăнма вĕрентнĕ. Вĕсене Турă хушнă пек ђунтан йуратса хĕн-хурта пулăшса тăнă. Мĕн пур пурлăхĕсене сутса, мĕскĕнсене салатса панă. Ђирлисем валли пуљнитсасем лартнă, уксах-ђăлахсене, ватăсене пăхса усрама çуртсем тутарнă. Пĕрре Каппадокія çĕрĕнђе пит хытă выçлăх пулнă. Святител Василій мĕн пур пурлăхне выçăпа аптăранă çынсене салатса панă. Унтан ытти пуйансене те вĕрентсе мĕскĕнсене пулăшма çавăрнă. Çапла вара етемсене выçă вилесрен хăтарнă. Пайан асăнакан святителсем хăйсем Турра та, етемсене те ђунтан йуратса, пурне те çапла пурăнма вĕрентнĕ. Халĕ вĕсем таса пурăннăшăн Турă патшалăхĕнђе ырă курса пурăнаççĕ. Унта ангелсемпе, святой çынсемпе пĕрле савăнаççĕ. Пирĕншĕн Турă умĕнђе хута кĕрсе тăраççĕ.
Савнă тăванăмсем, çав çÿлти савăнăçа тупас тесе, ытти святойсем те пайан асăнакан святителсем пек пурăннă. Вĕсем Турă Хăйне те, етемсене те йуратма хушнă заповѣдне хытă тытса тăнă. Христосшăн хăйсене хăйсем вилĕме панă. Етеме йуратнă тăрăх мĕн пур пурлăхĕсене сутса, мĕскĕнсене салатса панă. Ђир-ђĕр вăхăтĕнђе вĕсене астуса пурăннă; хуйхă вăхăтĕнђе вĕсене лăплантарнă. Пурăнăç çулĕнђен аташса кайнисене ђăн çул çине тăратма тăрăшнă. Çавăнпа вĕсем Турра йурăхлă пулнă.
Тăванăмсем, епир те мĕн вăй çитнĕ таран çав заповѣде тытса тăма тăрăшар. Вăл пуринђен пысăк заповѣд. Христос Туррăмăр Хăй каланă: хăвăн Турруна, хăвăн çывăх çыннуна йуратса пурăн, вара ĕмĕрлĕх пурăнăç тупăн, тенĕ. Епир çавна пур те пĕлетпĕр, анђах ун тăрăх пурăнма шухăшламастпăр. Пирĕн хушшăмăрта мĕн ђухлĕ усал! Пурте вăл епир Турра та, етеме те йуратманнинђен, епир хамăршăн анђах пурăннинђен килет. Епир святой çынсем пек пурлăха салатса пама мар, ыйткалакансене пĕрер татăк пама та хĕрхенетпĕр. Епир çынсене хуйхăра лăплантарас вырăнне, хĕн-хурта пулăшас вырăнне, хамăр вĕсене усал тума тăрăшатпăр. Нумайĕшĕ хăй тăванĕ çинђен тĕк тăмалăх усал йат сарат̌; пĕр-пĕрин çинђен илĕртеççĕ, пĕр-пĕрне сута тыта, тыта параççĕ. Тăванăн мĕнле те пулин хĕн-хур пулат̌-и, уншăн вăл савăнат̌: çапла кирлĕ-ха, тет. Мĕскĕнсем, тăлăхсем выççăн лараççĕ-и, епир вĕсене пулăшма тăрăшмастпăр. Кивçен парсан, вĕсенђен кайалла илнĕ ђух, нумайрах илме тăрăшатпăр. Тепĕр ђух выљăхĕсене, пĕртен пĕр ăрасна анине сутса йаратпăр. Çапла пĕтĕм пÿрт çемйене выççăн хăваратпăр.
Апла пурăнса, тăванăмсем, епир Турра йурăхлă мĕнле пулмалла? Турра мĕскĕн ђĕре, ăшă кăмăл кирлĕ. Вăл Хăй каланă: мĕскĕн кăмăллисем телейлĕ, тенĕ. Епир çапла пурăнни, тăвансене йуратманни пулат̌. Епир йуратсассăн, вĕсене ырă тăвăттăмăр. Есĕ ху тăванна йуратмасăр, Турра йуратмастăн, есĕ Унтан писетĕн, мĕшĕн тесен Унăн сăмахĕсене итлеместĕн. Епир çапла пурăнса Турăран уйăрăлатпăр. Тăванăмсем, Турăпа пĕрлешес тесессĕн, пайан асăнакан виçĕ святителсем пек пурăнас пулат̌. Хамăр ађасене те çапла пурăнма вĕрентес пулат̌. Вара епир Туррăн питĕ çывăх çыннисем пулăпăр. Вăл Хăй каланă: Мана итлесе, сăмахăмсем тăрăх пурăнакансем, Манăн тăванăмсем пулаççĕ, тенĕ. Амин.