Хĕрлĕ пĕчĕк пÿрт. Немцев Виктор Леонтьевич

Н. Иванова & В. Никитин: Халăх вăййи-шилĕкĕ


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Тупмалли
Халăх вăййи-шилĕкĕ
Хĕр килĕшни (Халăх камичĕ)
Тунката хăвăлĕ (Халăх камичĕ)

Халăх вăййи-шилĕкĕ

Халăх вăййи-шилĕкĕ тесе терлĕ çĕрте — хурал пÿртĕнче, хĕр сăринче, вирĕмре, вăйăра, пуху-тапăра, ака туйĕнче, сĕренре, выртмара, чуччу патĕнче, юмах-халап каçĕнче е ĕç хыççăн каннă чухне выляса кăтартнине калатпăр. Туйсемпе чÿклемесенче выляса е юрласа тăвакан мешехе пĕтĕмĕшле е пайăн-пайăн илсессĕн те халăх вăййи-шилĕкĕн (драматургийĕн) тĕслĕхĕ шутланать. Ача-пăчан, яш-кĕрĕмĕн вăйă вылявĕ анлăрах сарăлнă, вĕсем валли ятарлă вăхăт та пур.

Анчах халăх вăййи-куллине чиркÿ çынннсем яланах хĕсме, пĕтерме тăрăшнă. Чаплă драматург Ф. П. Павлов ентешĕ, халăх сăмахлăхне пухса тĕпченĕ Н. Е. Ефимов чиркÿçĕ «Камит çинчен» сăввинче «камитсене выляма çуллен вырăн тупаççĕ» тенĕ, халăх мыскараçисене вырăс тĕнĕ вĕрентнĕ пек пурăнманшăн, «хура халăха юрасшăн усал ĕçсемпе» аппаланнăшăп тиркенĕ. Çавăнпа чăваш камичĕсене кивĕ çырулăх вăхăтĕнче çырса илмен, ăçта та пулин чатăр е уявхÿш лартнă пулсан, ăна çĕмĕрсе тăкнă.

Халăхăн вăйă ăсталăхĕ çапах иксĕлмен. Чăваш театрĕ тĕнчери вăйлă театр шутне кĕме пултарнă. Халăх артисчĕсем çинчен XIX ĕмĕртех: «Вара выляма пуçласан, тĕлĕнмелле хăтланаççĕ: упалла та ÿлеççĕ, качакалла та çухăраççĕ, кушакла та макăраççĕ, усалла та хăтланаççĕ — хуçкаланса пĕтеççĕ, ыратнине пĕлмеççĕ!» —тесе çырнă.

Халăх драматургийĕ пысăк уявсен картине кĕрсе юлнă. Çавăнпа уявсем ĕмĕртенпех камит-кулăшпа пуян. Кĕске путĕшсемпе пĕрлех драмăсем те лартса панă. Выляну пурнăçри ĕçсем таврах пулса иртнĕ. Кулăшла пуплевсем (С. М. Михайлов-Янтуш çырса илнĕ калаçусене аса илĕр), ача-пăча айкашни, чухăн пуяна улталани, килти-йышри пăтăрмах (Ф. П. Павловăн «Сутра» комедийĕ йышшисем) тата хĕрпе каччăн юрату хăтланкаларăшĕсем выляса кăтартма майлă пулнă.

Халăх шилĕкĕн тĕслĕхĕсемпе— Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕнчи Хурашыв ялĕнче М. С. Поларшинова ушкăнĕ лартнă «Тунката хăвăлĕ» драмăпа тата «Хĕр килĕшни» камитле паллашма сĕнетпĕр.

Тупмалли
Халăх вăййи-шилĕкĕ
Хĕр килĕшни (Халăх камичĕ)
Тунката хăвăлĕ (Халăх камичĕ)

Хĕр килĕшни

(Халăх камичĕ)

Вылякансем:
Мирун — начар пурăнакан çын, хĕр ашшĕ.
Укахви — Мирун арăмĕ, хĕр амăшĕ.
Ульха — вĕсен хĕрĕ, 18 çулта.
Ямуш — тĕреклĕ пурăнакан çын, каччă ашшĕ.
Кăтюк — Ямуш арăмĕ, каччă амăшĕ.
Хрул — евчĕ.
Маври — евчĕ.

Мирун пÿрчĕ. Сĕтел, йывăç пукансем. Сĕтел çине килте тĕртсе тунă çитти сарнă, йывăç кравать. Тÿшекне пуçтарса витсе хунă. Мирунпа Укахви пиртен çĕленĕ кĕпесемпе, çăпата сырнă. Мирун пушăт хатĕрлесе ларать.

Мирун. Эпĕ хĕрĕме тăххарла çăпата туса парасшăн-ха.
Укахви (кĕнчеле вĕçне çăм çыхнă май). Ара, çапла пулмасăр, ватти. Хĕрĕ çитĕнсе килет, часах хăтана çÿреме тытăнаççĕ. (Йĕке илсе арлама тытăнать. Йĕки çĕре ÿкет.) Ах тур- тур, ырлăха-ши, хурлăха-ши? Йĕки пĕтернĕ-пĕтермен ÿкрĕ.

Мирун. Хăраса ан лар, карчăк. Вутă йăтнă чух ÿксен те хана килет теççĕ. Хăна килессе пултăр.

Укахви. Эпĕ те Ульха валли шурă тăла чăлха туса парасшăн-ха. Çимĕке валли ĕлкĕрĕп-ши?

Мирун. Шурă чăлха, çĕн çăпата килĕшет çав хĕрсене.

Укахви. Пирĕн Ульха вун тăххăра кайрĕ пулас.

Мирун. Эсĕ, карчăк, манса кайрăн-им? Вун саккăр та тултарман-ха. Тата пĕр уйăх.

Укахви. Эпĕ Ульхана çуратнă çул аннесен ĕни икĕ пăру тунăччĕ. Чăхă автан пек аватнăччĕ. Çавăнтан ас тăватăп.

Тулта алăка шаккаççĕ.

Мирун. Тухса уçам-ха…

Укахви (урайĕнчи пушăтсене илсе кăмака хыçне хурать. аллине шăпăр енне тăсать). Çын килнĕ чух урай шăлмаççĕ-ха… (Каллех арлама ларать.)

Пÿрте Хрулпа Маври. Ямушпа Кăтюк кĕреççĕ.

Хрул. Пирĕн килес, аван пурăнатăр-и, мĕнле çÿретĕр?
Укахви. Чиперех пурăнатпăр-ха.

Хăнасем тĕпелелле иртеççĕ. Мирунпа Укахвие алă тытаççĕ. Укахви пукансем лартса парать. Маври пухăна вырăнтан хускатса ларать. Хрул та ун çумне пуканне тутарать. Маври аллинчи шурă хутаçне пукан çумне таянтарса хурать.

Майри (ура çине тăрса). Укахви аппа, ăçтарах-ха сирĕн шыв? Шыв ĕçесшĕн те (тĕпеле иртет).

Укахви. Çавăнтах, курки те çавăнтах…

Маври курка пăхнă май тиркĕ мунчалине илсе кĕсйине чикет, ĕçес килмесĕрех ĕçем пек тăвать.

Маври. Сирĕн çăлти шыв тутлă. (Хăй вырăнне ларать. Хрула хăлхинчен калать.) Тиркĕ мунчала кĕсьере, хĕрĕ пирĕн пулать. (Хуллен кулаççĕ.) Хăвăр пекех, шывĕ те чуна уçать…

Мирун шĕшлĕ тытнă та ăна ниçта хураймасăр пăхкалать.

Укахви. Меншĕн кулатăр? (Питне саппун вĕçĕпе шăлса илет.)

Хрул.  Эпир, Мирун пичче, сирĕн пата ĕçпе килсеттемĕр те…

Маври. Пире пушмак пăру кирлĕ.

Мирун. Эпир пушмак пăрăва сутмастпăр пуль, Укахви? Пĕртен-пĕр пăрăва епле сутăн? Выльăхĕ те çав çеç те.

Маври (хăйĕннех перет). Ăна сирĕн сутасах пулать, йăли çапла çав.

Мирун. Ара, пирĕн мĕншĕн сутмалла-ха? Пурлă-çуклă курăкпа çурхи кунсене çитерме пулать.

Хрул (кулса). Ха-ха, мĕнле эсĕр çавна та пĕлместĕр? Сирĕн юлашки пăрăвăра илместпĕр. Ямуша хăвăр ырă тусан тата тепĕр парулăх укçа парăпăр.

Мирун. Тата мĕн кирлĕ пиртен сире?

Маври. Пирĕн каччă пур, сирĕн хĕр пур. Каччă валли хĕрлĕ питлĕ хĕр кирлĕ.

Укахви. Пирĕн хĕрĕ те çамрăк-ха, вун саккăр та тултарман.

Маври. И-и, Укахви акка, вăхăчĕ çитнĕ ĕнтĕ! Эпĕ хам та вун улттăрах кайнă. Вăрмана çырлана кайсан вăрласа кайрĕç. Старикпе чип-чиперех пурăнтăмăр.

Кăтюк. Мана ирĕксĕр качча пачĕç, каччине те курманччĕ, пăрахса кайса пăхрăм, атте патне пырса лаша çумпе кăкарса илсе кайрĕç.

Ямуш. Апла пулман пуль. Кăкарма пăявĕ пулмарĕ те лаша çине лартса килтĕм.

Пурте кулаççĕ.

Мирун. Пирĕн херĕ те, ывăлĕ те пĕрре çеç ĕнтĕ, тата 1—2 çул усрасшăн-ха, хамăра пулăштăр,

Укахви. Çапла пулмасăр, ара, вăл ÿснĕренпе алă лаштах кайрĕ, Мана кан тет, ялан хăй тăвасшăн.

Хрул (кĕсйинчен икĕ кĕленче эрех кăларса лартать). Укахви аппа, черккÿсене пар-ха. Çак кĕленчесем мана тĕрткелеççĕ.

Ямуш (ура çине тăрса). Апла пулсан — пушатар. Черккине те памастăн, хĕрпе те памастăн. !

Мирун. Карчăк, ма памастăн, шалккă-им сана?

Укахви сĕтел çине пĕр чашăк яшка, çăкăр, тăвар, черккесем лартать. Хăнасем сĕтел хушшине лараççĕ. Манри хутаçран тутлă кукăльсем кăларать. Хрул черккесем çине эрех ярать. Ямушпа карчăкĕ эрех чĕркки тытаççĕ.

Ямуш. Мирун хăта, кунтарах сиксе лар-ха. Укахви тăхлачă, ма лармастăп тата?

Мирун сĕтел патне пырса ларать.

Тав сана, Мирун хăта. (Черккине тĕппипех ĕçсе ярать. Мирун та ĕçет.)

Катюк (Укахвие тав тăвать). Укахви тăхлачă, тав сана! Укахви. Эпĕ тем тесен те черкке тытса памастăп. Пирĕн хĕрĕ те килте çук-ха, акка шĕ патне хăнана кайнă леш каса. Хĕрсĕр хер памастпăр. Ашшĕ, эсĕ ма черккине тĕппипех йăвантарăр мĕн тăван эсĕ?

Мирун. Эпе хĕршĕн мар, ахаль çеç ĕçсе патăм.

Укахви. Мĕнле хĕршĕн мар, ма ĕçтереççĕ тата?

Ямуш. Çук, хĕршĕн мар, пушатас терĕмĕр вĕтĕ.

Маври. Апла Ямуш куисене те тиркесен кама паратăр вара хĕрĕре?

Хрул. Пуян пурăнакан çынсем: тăватă лаша, хÿре каснă тиха — виççĕ, икĕ пĕчĕк тиха. Лашисене пăхакан тарçи пур. Виçĕ ĕне, пушмак пăру иккĕ, сурăх çирĕм ытла, хурт-хăмăр та пур вĕсен, вĕллисем нумай, хисепĕ те çук.

Маври. Сим пыл яланах йуçет, татăлмасть вăл пичкерен, хур-кăвакал тем чухлех, йăшăлтатса çÿреççĕ. Кăтюк кума, миçе чăхă сирĕн?

Кăтюк. Шутласа пăхман, яланах вĕсене хĕр тарçă çитерет те, хĕрĕх ытла пуль вĕсем.

Маври. Пÿрчĕ-çурчĕ пит аван, чĕнтĕрленĕ тăрăллă, йĕри-тавра сапурсем, пÿрчĕ тавра тирĕксем, ял вĕçĕнчен курăнать.

Мирунпа Ямуш хуллен-хуллен ĕçеççĕ, ÿсĕрĕлсех кайрĕç.

Укахви. Эсĕ, ватти, ан ĕç-ха, ÿсĕрĕлсех кайрăн.

Кăтюк. Тытса пар-ха, Укахви тăхлачă, кăмăллăн. (Черккине сĕнет.)

Укахви. Çук, тытмастăр ĕçместĕп, хĕрĕме памастăп. Хĕрĕн хăйĕн ирĕкĕ.

Маври. Каччипе хĕрĕ тахçанах иккĕшĕ сукмак тунă ĕнтĕ, сире калама хăяймасăр пурăнаççĕ.

Укахви. Ак тамаша! Каламасăр-тумасăр качча кайма шутланă.

Маври. Çапла-çапла, тăхлачăм, туршăн та, хĕвелшĕн те улталамастăп нимĕн те. Халь ак эпир килнĕ чух та Микулана Ульхапа хирĕç пултăмăр, мăйăр катса тăратчĕç, хуппине çĕре пăрахатчĕç. Ульха ывçи çинчи мăйăрне кăштах пачĕ мана. Чипер кайăр терĕç те пуçĕсене çеç сулчĕç.

Кăтюк. Ма халиччен каламарăн, Маври кума, эсĕ?

Маври. Хĕрпе каччă суклаç тăк, çурта çутса кĕл тăвас. Кума, çурта пур-и сирĕн?

Укахви. Çурти таçта пулсаччĕ. (Шырать.)

Çуртине тупаççĕ, çутаççĕ. Пурте ура çине тăраççĕ. Мирун, ÿсĕр пуç, тĕлĕрсе ларать.

Укахви. Тăр, ашшĕ, турра кĕл ту!

Мирун. Мĕн турри, мен тума?

Укахви. Ульхана килĕшетĕр, çурта çутнă, тăр часрах. Мирун. Ульхасăрах-и, хăй çук вĕт?

Маври. Микулапа Ульха суклаç туна, çавăнпа эпир килтĕмĕр. Укахви тăхлачă, сирĕн Микул турă пур-и? Микулайăн Микул турра кĕл тăвасчĕ те.

Укахви. Пур çавăнта, пур.

Кăтюк. Эпĕ хам та çав турра асăнатăп. Пĕрре Ямуш ури сыппине сиктерчĕ те нимĕнле те манлашаймасть. Карчăк патне канса килтĕмĕр. Микул турă умне ÿксе пуç çапрăм ă р та тепĕр куннех иртсе кайрĕ, утакан пулчĕ. Вăт мĕнле пулăшать Микул турă!

Пурте ура çине тăраççĕ. Маври сасăпа кĕл тăвать.

Маври. Эй, Микул турă, Микулана Ульхана лайăх ăс-хакăл пар, телейлĕ пурнăç пултăр вĕсене. Ĕмĕр-ĕмĕр пĕрле пурăнччăр, имин.

Турра кĕл туса пĕтереççĕ. Çуртине сÿнтереççĕ. Сĕтел хушшине ларса эрех ĕçеççĕ. Евчĕпе çĕнĕ тăхлачă юрă пуçласа яраççĕ.

Çÿллĕех те ту çине хăпарнă чух
Çуна тупан кĕленче пулинччĕ,
Эпир сирĕн пата килнĕ чух
Чĕлхе-çăвар çу пек пулинччĕ.
Çÿлтеех те çăлтăр пит нумай,
Алтăр çăлтăр пекки çук,
Ялта ырă çынсем пит нумай,
Хамăр хăтасем пекки çук.

Ямуш. Ĕнтĕ, хăта, калăр-ха, мĕн ыйтатăр хĕрĕршĕн? Мирун. Нумай ыйтма кăмăл çук, сире те ман хуçас мар. 25 тенкĕ укçапа тÿшек пултăр вĕсенчен, пирĕн хĕрĕн тÿшек çук.

Укахви. Пирĕн тата ĕне çук. Ĕне тупса пулмасть-ши? Хĕрсĕр хĕсĕр юлсассăн сĕт-турăх та лекес çук…

Мирун. Пер 10 пăт тырă ыйтас шухăш пур вăрлăх валли. Пĕрер витре эрех илсе килччĕр туй валли.

Укахви. Сана, ватти, эрех пулсан çитет вĕт! Арча ыйтас шухăш пур, пурлă-çуклă япалине ăçта хурса кайĕ?

Ямуш. Ах, пĕçертен те, хăта, пуçран тĕтĕм тухмалла. Ĕнтĕ, хăта, çитет пуль. Мĕн çитменнине хамăрах кайран курăпăр.

Хрул (черккесем çине татах эрех ярать). Ямушпа хăтăшĕ, икĕ тăхлачшăн шаккаса, ачасен сывлăхĕшĕн пултăр тесе пурте тĕппипе ĕçер-ха. (Пурте тĕппипе ĕçеççĕ.)

Мирун. Хĕрне килĕшсе хутăмăр, туйне хăçан тумалла?

Кăтюк. Çимĕкре!

Татах ĕçеççĕ. Ватă пуçсем усăнчĕç.

Ямуш. Ĕнтĕ вăхăт та чылай, киле кайма юрать пуль.

Сыв пуллашса, алă тытса тухса кайрĕç хăнасем. Тайкаланаççĕ. Юрлаççĕ.

Укахви. Ах, мĕскĕн херĕм сĕм ютра мĕнле пурăнĕ?

Мирун. Айта, карчăк, выртса макăрса та мен тăвăн ĕнтĕ? Каялла тăвас çук тем чул йĕрсе ларсан та.

Алăк умĕнче сасă илтĕнет.

Ульха. Пăх-ха, Йăван, пирĕн килте халь те çутă пур, те сирĕн пекех пуйса кайнă? Тем, анне чирлемен-ши? Эсĕ кай, эпĕ халех пÿрте кĕрем.

Сасă. Ульха, ыран ăçта тĕл пулăпăр? Аттепе килес мар-ши?

Ульха. Пĕлейместĕп, ыран темле-ха. Эпĕ килтисене систермен. Хăйсем хускатиччен тапратăр мар, тусăм…

Эпĕр чухăн, эсĕр пуян,
Пĕрле тăма чыс çитмест.
Эпĕ Ульха, эсĕ Йăван,
Йăва тума ăс çитмест!

Сасă. Атте-аннепе калаçнă ĕнтĕ. Ху та пĕлетĕн-çке!

Ульха (алăк патне пырать, çенĕк алăкĕ уçах). Ак тамаша! (Уçă пÿрте чупса кĕрет, макăракан ашшĕпе амăшне курать. Сĕтел патне пырать — пушă кĕленчесем, черккесем…) Мĕн эреххи ĕçрĕр, ма ÿсĕр эсир, атте?

Укахви. Хăнасем пулчĕç, ĕçрĕмĕр. Тульккă ăсатрăмăр.

Мирун. А-а, Ульха килнĕ. Кĕрÿ ма килмерĕ, ăçта вăл?

Ульха. Мĕнле кĕрÿ, сирĕн кĕрĕвĕр кам вăл?

Мирун. Эпир сана качча пама килĕшрĕмĕр кĕçĕр.

Ульха. Кама? Мĕншĕн мансăрах килĕшрср?

Укахви. Ямуш ывăлне, Микулана.

Ульха. Çав уксаха-и? Хăрах куçĕ курмасть, ни чунĕ, ни юнĕ… Хамран 7—8 çул аслă, пĕчĕккĕ. (Сĕтел çине выртса кулать.)

Мирун. Ан йĕр, хĕрĕм, халь тин нимĕн те тăвас çук, саплăк мар сÿтсе тăкма. Çурта çутса кĕл тунă, сăмах панă. Пирĕн тырă акма лаша та çук, вĕсем акса пама пулчĕç, вăрлăхне те параççĕ.

Ульха. Эрехле сутма эпĕ путек мар. Лаша вырăнне хам тăратăп, вăрлăхне хам ĕçлесе тупатăп. Эпĕ сирĕн Микул туррăра ĕненместĕп!

Укахви. Мĕншĕн тата ху сăмах патăн Микулана кайма? Кĕçĕр те эсир Микулапа пĕрле терĕ Мавра.

Ульха. Маврăр сирĕн ултавçă, эпĕ Микулана та, Маврана та курман.

Алăкра мĕлке курăнать.

Сасă. Эй-эй-эй! Сăмса тăрринчех шĕвĕртсе каяççĕ, Ульхаçăм! Е эсĕ халĕ манпа пыратăн, е эпĕ атте-аннене çураçма килсе кĕретĕп!

Чаршав.

Тупмалли
Халăх вăййи-шилĕкĕ
Хĕр килĕшни (Халăх камичĕ)
Тунката хăвăлĕ (Халăх камичĕ)

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Тунката Хăвăлĕ

(Халăх драми)

Вылякансем:
Яхрав — чухăн çын, вăрман сунарçи.
Шерук — унăн арăмĕ.
Анук — тупкăч карчăкĕ.
Кавĕрле — пуян çын, хĕрарăм сунарçи.

Пĕрремĕш Курăну

Яхравпа Шерук пÿрчĕ, Урамалла икĕ чÿрече, картишнелле — пĕрре. Пÿртре йывăç кравать, сĕтел-пукан, арча, тĕкĕр, пăшал. Кравать çинче Шерук выртать, ахлатать. Яхрав кĕрет.

Шерук. Кам унта? (Хăй ахлатать.)

Яхрав. Мĕн пулчĕ тата, Шерук?

Шерук (енчĕкĕнчен темскер илсе хыпать, чăмлать те сурать). Ах, ватти, чирлерĕм! Пăх-ха, çăвартан юн кăна тухать!

Яхрав (пырса пăхать). Ни юн, ни шаркку — темĕскер, пĕлместĕп. Сунарта та капла юн курман.

Шерук. Ах туру, ватти, эсĕ яланах ĕненместĕн мана. Мĕн тухтăр ман çăвартан юн пулмасăр? Те вилмелли чирех лекрĕ мана? Питĕ йывăр, хусканма памасть. Труках персе антарчĕ, тăма та çук. Юмăç патне кайса килсемччĕ, тунката хăвăлĕ!

Яхрав. Те каяс, те каяс мар. Пĕрре те чун туртмасть юмăç тесен.

Шерук. Эп вилсен-тусан çав Энтип маткине илĕн те юмăçа та каймăр, савăнса çеç пурăнăр.

Яхрав. Эх, карчăк, мĕншĕн апла ÿпкелетĕн? Мĕн тăвăн ĕнтĕ санпа? Каясах пулать пуль. (Тухса каять.)

Шерук (сиксе тăрать те кантăкран пăхать). Каятех-ши? Аранах кайрĕ иккен. Тавтапуç. (Сăх сăхса илет.) Çапла кирлĕ сирĕн пек Яхравсене. Ĕненмĕш! пулать тата! Паланпа юна палламарĕ… (Хăйпе хăй калаçать.) Мĕнле савăнăç ман паян, вăл кайса киличчен тем те тума пултарăп. Ăçта-ши манăн хĕрлĕ кĕпе? (Кĕпине арчаран тупса тăхăнать. Хĕрлĕ пурçăн тутăрне туртса кăларать.) Ара, парнене çыхас пуль. (Çыхать.) Ăçта хунă пушмака? (Пушмакне туртса кăларать.) Ай-уй, пушмакăм-ылтăнăм (пушмакне чуп туса илет), сире курсан хуçăра курнă пекех-çке. Упăшка килте чухне урана тăхăнма та пулмасть. Ялан ĕç унăн, уяв чухне канăн тет… Кĕпе арки тикĕс- ши? Тутăр çÿçи танлă-ши? (Тĕкĕр патне пырса якатать.) Пушмак кĕлли чăтĕ-ши? (Тăпăр-тăпăр ташлать.)

Анук килсе кĕрет. Аллинче туя, тутăрне антарса çыхнă.

Анук. Яхрав ывăлăм, Шерук кинĕм, килте пур-и?

Шерук. Килте-ха, кинеми, килте, иртсе лар. (Пукан илсе парать.) Ак çакăнта лар.

Анук (ларать). Ман куçĕ витĕрех мар та, çын патĕнче иртсе ларма та… Яхравĕ тата ăçта кайнă-ха?

Шерук. Питех кирлĕ-и?

Анук. Кил хушшинче курăнмасть те.

Шерук. Вăл вăрмана кайнă-ха, часах таврăнаймасть.

Анук. Эсĕ, кин, хăнана пуçтарантăн-и, капăр тумланнă та… Туя каймастăн пуль те? Хĕрлĕ кĕпе, хĕрлĕ пурçăн тутăр çыхнă. Ан çиллен те-ха, кин, эпĕ хĕрлĕ тĕсе аванах чухлатăп, хурана вара куç палăрсах каймасть. Урана тата мĕн тăхăннă-ши?

Шерук. Акă, кинеми, тытсах пăх. (Урине карчăк енне тăсать.)

Анук (тытса пăхать). Ах тур-тур! Мĕнле чаплă пушмак ку? Кĕллине çÿллĕ купаланă. Кун пек пушмаксене ĕлĕк чаплă пуянсем çеç тăхăннă.

Шерук (кулса). Эпир çук пурнатпăр-им?

Анук. Сана, кин, Яхрав питĕ юратать пулас. Куккук пушмакĕ пек пушмак илсе панă. Тутăрĕ, тутăрĕ тата! Курнă- курман куçа илĕртет. Их! Пурнăçĕ те çав.

Шерук. Мана юратакан çынсем пур çав, кинеми.

Анук. Эпĕ ĕмĕрне те пушмака ура чиксе курман.

Шерук. Мана хама та пушмакне упăшка илсе паман. Пурçăн тутăрне те вăл илмен.

Анук. Çапла пуль, кинĕм, арçынсем вĕсем хĕрарăм тумла анине юратаççĕ.

Шерук. Яхрав вăл авăрла та тĕртсе кĕпе туса тăхăн тет. Урăна çăпата сыр тет. Ку пушмака ырă çынсем—леш куккасем илсе панă. Пурçăн тутăрне те çавах…

Анук. Эй, пĕлетĕп ĕнтĕ, пĕлетĕп. Мана хама та леш кукки тăххăрлă çăпатисем, виççĕллĕ кантрасем явса паратчĕ. Çынсем куратчĕç те: «Кам турĕ ку çăпатана? Сĕре капăр»,— тетчĕç.

Шерук. Эсĕ мĕн калаттăн вара, кинеми?

Анук. Мĕн каласси вара? Леш пуйнисем туса пачĕç теттĕм. (Иккĕшĕ те кулаççĕ.) Хихик-хихик. Юратаççĕ пулсан леш пуйнисем тем тума та хатĕр.

Шерук. Мана упăшка йăлăхтарса çитерчĕ, курас та килмест.

Анук. Пĕлетĕп, кинĕм, леш кукку сана йыхăрма ячĕ, питĕ тунсăхланă. Пуян çынсем çав вĕсем, тем те пур. Сана валли çутă калуш, кĕшемĕр тутăр илтĕм тет.

Шерук. Ах, арăмĕ курас-тăвас пулсан?

Анук. Арăмĕсем килте çук, таçта аякка кайнă. Сана утар пÿртне пыма хушрĕ. Утар хуçи йывăç тăрринчен ÿкнĕ те килĕнче выртать. Витре йăт та кăмпана кайнă пек туса кай.

Шерук. Эх, кинеми, ăçтан-ăçтан шутласа тупатăн? Чăнах та çапла тусан аван вĕтĕ.

Анук. Мана сан пата килнĕшĕн те ахаль тумарĕ, 2 тенкĕ укçа пачĕ. Чисти кĕмĕл укçа, çап-çутă.

Шерук. Чăнах-и, кинеми?

Анук. Чăнах пулмасăр, пуян çыншăн мĕн-ши вăл укçа? Вĕсен укçа кутăн кĕрет вĕтĕ.

Шерук. Ах, мĕнле савăнăç паян!

Анук. Атя, часрах шăлтар! (Тухса каяççĕ.)

Чаршав.

Иккĕмĕш Курăну

Яхрав (кĕрет, пÿртре никам та çук). Ха, мĕнле капла? Чирлĕ çын ăçта-ха? Эх, инкек, путлĕ çын тĕлне пулмарăм. Нимĕн те ăнланма çук. Хамран чирлĕ выртса юлчĕ, халĕ таçта тухса чупнă. Питĕ чее карчăк манăн. Эпĕ тата чеерех пулам-ха.

Хул хушшине темскер чĕркесе чикнĕ Шерук кĕрет. Ахлатать, вырăн çине пырса выртать.

Яхрав. Туя каймарăн пуль те? Ларма хĕрĕ пек тумланнă.

Шерук. Мĕнле туй пултăр унта? Пачăшкă патне çылăх каçарттарма кайрăм. Вилсе кайăп та тамăкран хăратăп. Юмăç мĕн терĕ?

Яхрав. Хăй килтĕр терĕ. Эпĕ çавăнпа лашана та тăвармарăм.

Шерук. Ман каясах килмест.

Яхрав. Санăн чире пĕлетĕп терĕ. Леш Яклака хăвăлĕ патне пыма хушрĕ.

Шерук. Леш аякри уçланкăра-и?

Яхрав. Сана валли эмелсем парса яратăп терĕ. Киличченех кĕтме пулчĕ. Тавра çулпа пыма хушрĕ, кай ĕнте.

Чаршав.

Виççĕмĕш Курăну

Вăрманта.

Яхрав (хăвăл тунката ăшне кĕрет). Карчăкне ăна пĕрре ăнлантарам-ха.

Шерук (кĕрет те пĕчченех калаçать). Мана упăшка çаврăнăç çулпа каймалла терĕ. Нумай çаврăнса çÿрерĕм. Çакăнти йывăç хăвăлĕнче юмăç ларать тет. (Йывăçа шаккаса пăхать.) Никам та чĕнмест. Çак тункатасем айĕнче мар-ши? (Тункатасене патакпа шаккать.)

Сасă. Кам унта?

Шерук. Эпĕ, асатте, эпĕ. Эрентеккисем, Шерук…

Юмăç. Мĕн нушапа, мĕнле инкекпе килтĕн? Мĕн хуйхăпа, чипер кинĕмçĕм?

Шерук. Хуйхи-мĕнĕ. Манăн упăшкаран тасаласчĕ. Эпĕ урăх çынна юрататăп.

Юмăç. Хăрушă ĕç çинчен шухăшлатăн.

Шерук. Хăрушши хăрушă та, анчах пурнас килмест ман унпа. Ахаль тумăпăр.

Юмăç. Кама юрататăн эсĕ?

Шерук. Пуян Кавĕрлене.

Юмăç. Юрĕ, кинĕм. Акă мĕнле тумалла упăшкаран тасалас тесен: сирĕн хура пысăк автан пур. Ăна пус. Çуллă пăтă, çуллă икерчĕ пĕçер. Упăшкуна çуллă çитер. Малтан суккăр пулĕ, ун хыççăн вилсе те каять.

Шерук. Тавтапуçах, асатте, кайма юрать-и?

Юмăç. Çаврăнăç çулпа кай, кашни йывăçа шаккаса пăх паçăрхи пекех.

Шерук каять. Тунката айĕнчен Яхрав тухать.

Яхрав. Ав епле иккен ман карчăк! Мана вĕлересшĕн! Курăпăр кам вилĕ унта. (Тухса каять.)

Чаршав.

Тăваттăмĕш Курăну

Яхрав пÿрчĕ. Яхрав пукан çинче ларать. Шерук яшка-çăкăр хатĕрлет, сĕтел çине икерчĕ лартать. Кăмакаран автан яшки антарать.

Шерук. Яхрав, ларса çи-ха çуллă икерчĕпе автан ашĕ.

Яхравпа Шерук çиме лараççĕ.

Яхрав. Шерук, эсĕ паянхи пек нихăçан та мана сăйламанччĕ. Мĕнле санăн паян кăмăлу ытла та ырă?

Шерук. Эпĕ хура автана пусрăм, икерчĕ, пăтă пĕçертĕм. Юмăç каланăран, вăл хушнипе. Сывалас тетĕп-çке.

Яхрав. Пĕртен-пĕр автана пусмалла пулман та çав. Чăхсем саланса пĕтме пултараççĕ.

Шерук. Эпĕ шалккă-и, автан-и? Эпĕ час-часах пăвăнса ÿкетĕп. Юмăç мана «Хура автана пус, икерчĕ пĕçер»,— терĕ. Вилесем тытнă терĕ. Çи, старик, çи. (Çу сапса парать.)

Яхрав (çисе ларать). Чим, карчăк, чим. Темĕн куç курми пулчĕ. (Аллине тăсса.) Ăçтарах-ха кашăк?

Шерук. Акă кунта, Яхрав.

Яхрав. Хăлхасене те илтмеççĕ няк… Вилетĕп, куç курмасть, хăлхасем илтмеççĕ. Шерук, мĕн пулчĕ капла?

Шерук. Атя вырăн çине вырттарап. (Тĕкĕр умне пырса якалать.) Эх, хайхи, аранах вилет иккен! (Тухса каять.)

Чаршав.

Пиллĕкмĕш Курăну

Шерукпа Кавĕрле кĕреççĕ.

Яхрав. Карчăк, карчăк! Хăçантанпа кăшкăрап, шыв пар, шыв пар! (Шерук шыв ăсса парать, Яхрав шывне пăхса ĕçет.) Шерук, эх, çав куç курманни! Ара, мĕн пулчĕ мана? Санăн чир ман çине сикрĕ пулĕ… Юмăçа кай-ха, арăм!

Шерук. Ан шавла, тунката. Гаврил Иванч, лар-ха сĕтел хушшине. Яхрава ан пăх, унан халь куçĕ те курмасть, хăлхи те илтмест. Сана валли пурччĕ-ха манăн. (Сĕтел çине эрех лартать.)

Кавĕрле. Шерук, санăн ман валли яланах пурте пур!

Шерук. Ара, пулмасăр… Гаврил Иваныч, ху тултарса ĕçтер-ха мана. Эсĕ кунта хуçа вĕт ĕнтĕ.

Кавĕрле (кĕленче пăккине уçать, икĕ черкке тултарать.) Тав сана, ытарайми кайăкăм!

Шерук. Тавах сана, Гаврил Иваныч. (Иккĕшĕ те кулаççĕ.) Хи-хи-хик!

Яхрав. Эх, карчăк, ĕлĕк эпĕ сунарçăччĕ, тилĕ, кашкăр персе килеттĕм. Эх, халь ĕнтĕ куç та курмасть, хăлха та илтмест. Ăçта-ши манăн пăшалăм? Виличчен пăшала тытса пăхасчĕ! Часах вилетĕп, вăй пĕтрĕ. Шерук, Шерук, пăшала пар-ха, тытса курам юлашки хут.

Шерук пăшалне илсе тыттарать.

Яхрав. Эх, эпĕр ĕлĕк ак каплаччĕ… (Çÿлелле, аяккалла, кĕтеселле тĕллет.) Йăлтах курса тăраттăм. Тиллине тивем мар-ха, малтан кашкăрне тытас-ха теттĕм…

Çав вăхăтра пăшал кĕрĕслеттерет. Кавĕрле персе анать.

Шерук. Ах тур-тур! Мĕн туса хутăн, Яхрав? (Йĕрсе ярать.)

Яхрав (ним пĕлмен пек). Мĕн пулчĕ, ара, Шерук? Кам тункати шаккать унта? Вилĕм такама илме килчĕ пулĕ. Шерук?

Чаршав.

Тупмалли
Халăх вăййи-шилĕкĕ
Хĕр килĕшни (Халăх камичĕ)
Тунката хăвăлĕ (Халăх камичĕ)

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.