Николай Шупуççынни: Вĕри Çĕлен


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


Вĕри çĕлен

Тупмалли
[ 1. Пилеш хуппи | 2. Тухатмăш | 3. Пике | 4. Тимкка мĕлки ]

Юмах

1. Пилеш хуппи

Тăр çуллахи каçхине
Вĕри сывлăш уçăлчĕ,
Кyнĕпеле ĕçлекен
Тĕнче шăпах лăпланчĕ.

Сайраран çеç катаран
Карăш сасси илтĕнет,
Вăл та пăртак картлатсан,
Чарăнать те тĕлĕнет.

Пĕлĕт çинчен çăлтăрсем
Çынсем çине пăхаççĕ,
Хутран-ситрен вĕттисем
Пытанмалла выляççĕ.

Кăвак пĕлĕт чатăр пек
Çăлтăрсенчен çÿлтерех.
Ăвăс çулçи майĕпе
Чĕтренкелет тÿлекре.

♦♦♦

Çурçĕр енчен, инçетрен
Пĕлĕте çурса вутпуççи
Вĕçсе килет çиçтерсе,
Лапсар ятлă ял çине.

Вутпуççи мар, вут çĕлен.
Аскăнмашкăн тухнăскер,
Таса çутă тĕнчерен
Ылхан анчах илнĕскер,

Хаштик-хаштик кашлатса
Акă ĕнтĕ вăл вĕçет,
Пĕлĕт тăрăх ярăнса
Хĕрлĕ хĕлхем ÿкерет.

Лапсар тĕлне çитсессĕн
Пăччу! анса çухалать,
Каçхи таса сывлăшра
Сĕрĕм анчах хăварать.

♦♦♦

Çав вăхăтра пÿртĕнчен
Тухать тăрать тухатмăш,
Икçĕр çулхи асамăç,
Лапсар çынни Ăраман.

Ял хыçĕнчи анкартне
Çынсем курман çĕрсемпе
Чупать ав вăл васкаса,
Урисене çавăрса.

Анкартине çитет те,
Йĕтем çине тăрать те,
Катăк çĕçĕ кăларать,
Пилеш хулла хупăллать.

Унăн ури умĕнче
Пăчăраллă вут тумтир
Йăлтăр-ялтăр курăнса
Выртать сĕрĕм кăларса.

Старик утма тытăнать,
Тумтир тавра çаврăнать;
Хăй тутипе мĕрлетет,
Тимлес ĕçе тирпейлет.

— «Пилеш, пилле ман ĕçе,
Хуппи, хупла çĕлене.
Карта, картла ун çулне», —
Тет Ăраман чĕлхипе.

«Атăл шывĕ типсессĕн,
Пилеш хуппи тин типтĕр;
Тамăк çтани ÿксессĕн,
Çак карта тин çухалтăр», —

Тет вăл татах малалла.
Унтан пилеш хуппипе
Вут тумтире тавраран
Карта туса çавăрчĕ.

♦♦♦

Лапсар вăрăм урампе
Тул çутăлас патнелле
Тухать сарă яш ача,
Утать йĕтем еннелле.

Йĕтем çине çитет те
Курах каять старике;
Ăна хыттăн пăхать те
Кĕрет йĕтем варрине.

Старик вăйлă сăмахпа
Тата пилеш хуппипе
Кăварлă тумтир патне
Хай пыракан ачана
Картапа çул картланă.

Çÿрет ача, кускалать.
Çав карта йĕри-тавра;
Авăнать те, кукăрлать.
Вуник хуçăк хуçăлать.

Пăхать: пăхма инçе мар
Вутлă тумтир йăлкăшать,
Илес: илме хăват çук —
Пилеш хуппи шалт хуплать.

— «Ха-ха, лах, лах! лекрĕн-и?
Мĕскер шăршлан, çĕр çăтман?»
Терĕ тăракан старик —
Пĕтем вартан ахăрса.

Ача çаврăнса пăхрĕ,
Куçпа çиçĕм çиçтерчĕ.
Каллех утма тытăнчĕ,
Кускалама тапратрĕ.

Çавăрăнать, хускалать,
Ăсран каять, аптăрать,
Сăмсипе нăш-нăш тăвать,
Аллисене тăскалать.

Кускаласан, пăтрансан
Старик патне пычĕ те
Хуллентерех сасăпа
Йăлăннă пек каларĕ:

— «Ярсам ĕнтĕ, уç ĕнтĕ,
Тумтир патне çул парсам.
Мăшкăллама çитĕ-çке,
Картланине сÿт ĕнтĕ.

Кун пек мăшкăл намăса
Мĕнпур вăрăм пурнăçра
Курасса мар, илтме те
Нихăçан та илтменччĕ», —
Тесе ача пĕтерчĕ.

— «Апла эппин, эпĕ те
Икĕ çĕр çул хушшинче
Сан пек кайăк тытманччĕ», —
Терĕ старик ахăрса. —

«Ахаль мар çав вунă çул
Сывлăш чĕлхи вĕрентĕм.
Çитмĕл çичĕ çын патне
Эп вĕренме çÿрерĕм.
Анчах пĕри те пĕлмерĕ.

Лăпăр карчăк тĕлĕкре
Курса вара вĕрентрĕ.
Чи çивĕчĕ кайăка
Çав чĕлхепе тин тытрăм.

Ярассине ярăп та,
Эсĕ унччен йĕркипе
Ху мĕскертен пулнине,
Мĕскер туса пурăннине
Йăлт каласа кăтарт-ха», —

Старик çапла каласан,
Ача çине тинкерсе
Пăхрĕ чалăш куçĕпе.
Ачи чĕнмесĕр пăртак
Усса тăчĕ сар пуçне.

Унтан каллех çĕклерĕ,
Куç харшисĕр çамкине
Тухатмăша кăтартрĕ.
Хăйĕн вутлă çăварне
Сăмахлама пуçларĕ:

— «Мĕншĕн капла ман пурнăç
Сана пит кирлĕ пулчĕ?
Пĕлессÿ килет пулсан,
Хамăн тута-çăвара
Пит хĕрхенсе тăмастăп.

Эпир çиччĕн пĕр тăван,
Çичсĕмĕр те вĕри çĕлен
Хурлăх, асап кăтартма
Эпир ĕлĕкренпелех
Каç пулсассăн тухатпăр.

Хитре таса хĕрсене
Вăрăм сарă яш пулса
Курăнатпăр тĕлĕкре.
Унтан вара пăртакран
Куç кĕретех курнатпăр.

Пĕр-ик виç çул иртсессĕн,
Вĕсем йывăр асаппа
Хĕн-хур курса вилеççĕ,
Вĕсем асап, хĕн курни
Пирĕн ăша кантарать.

Хамăр вăя систерсе
Тепĕр çылăх тутарать.
Эпир ĕлĕк сан пекех
Çак çĕр çинчи этемччĕ;

Усалпа ултав хушшинче
Тĕрĕс çула шыраса
Çич йĕкĕреш пурăнтăмăр,
Çирĕм çула çитиччен.

Анчах çынсем хушшинче
Усал ĕçĕн вĕçĕ çук.
Тÿрĕ ĕçĕн шăрши çук,
Ултав, суя пурăнать.

Пурте ăна пуç çапать,
Пурте ăна хисеплет.
Этем сана чĕлхипе
Йÿçĕтнĕ пыл хыптарать,

Хăйĕн вăйсăр аллипе
Чул муклашки тыттарать.
Элеклени çĕр çинче
Кĕрекене кĕрттерет.

Пĕрне-пĕри хурласа
Сăмах туса ваклани —
Сирĕн халăх хушшинче
Ăслă сăмах калаçни.

Пирĕн çичĕ тăванăн
Пурччĕ пулă тытасси:
Хамăр ĕçпе нихăçан
Чăрмантарман никама.

Анчах çынсен элекпе
Çын усалне тухрăмăр,
Мĕскĕн çынсен шухăшпе
Ялăн кулли пултăмăр.

Çавăнпа çичсĕмĕр те:
Ял мăшкăлĕ пуличчен,
Çын ылханĕ пулас та
Тĕнче тăрăх сарăлса, .

Çĕрле вĕçсе çÿресе,
Кулакана тавăрас,
Тесе шухăш тытрăмăр.
Кĕркуннехи каçпала

Хыр икелне хыпрăмăр,
Пыр шăтăкне ларнипе
Сывлаймасăр вилтĕмĕр.

Акă халĕ сан умра.
Яш ача пек тăратăп,
Анчах тумтир тăхăнсан,
Мĕн пуласса пулатăп…

Кама тĕнче ĕмĕртен
Ылханĕпе ăсатать?
Кама курсан инçетрен
Хĕрес хурса сăхсăхать?

Кама сиссен шикленсе,
Хÿтĕ çĕре пытанать?
Кама хăйĕн айĕнче
Пĕтермешкĕн май шырать?

Пирĕн çичĕ тăванăн
Пуç пĕтессе вăл кĕтет.
Пире, вери çĕлене,
Юратмасть те хисеплет.

Çичĕ сăмах каласан,
Çитмĕл тĕслĕ пулатпăр,
Çурçĕр енче курăнсан
Кăнтăр енне ÿкетпĕр.

Пирĕншĕн хÿме, стена çук,
Пирĕншен инçе, çывăх çук:
Пĕрре тĕнче хĕрринче,
Тепре тĕнче варринче
Вĕçсе кайса пулатпăр.

Пĕлтĕн ĕнтĕ, çĕр çынни,
Пирĕн вăйлă пурнăçа?
Хамăн вутлă тумтире
Вăхăт çитет тăхăнма», –
Терĕ ача пĕтерсе.

– «Ха-ха, лах-лах, апла-а!
Тумтирĕве пулĕ-ха,
Манăн ырă хĕрĕмĕн
Юнне калла тавăр-ха,
Вара вĕçен çулупа», –
Терĕ хирĕç тухатмăш,

– «Эх, мĕскĕн, вăйсăр этем!
Виçĕ пурнăç курасси
Килет пулсан, – кăтартăп:
Хăвна çамрăк хĕр тăвăп!» –
Терĕ ача çиленсе.

Унтан йĕтем сасартăк
Хьптăн чĕтресе кайрĕ.
Пĕлĕт çинче вĕри çĕлен
Ялкăшнийĕ курăнчĕ.

Тухатмăшăн умĕнче
Тĕпсĕр шăтăк курăнать,
Тухатмăшĕ хăраса
Хытса кайнă та тăрать.

Тĕттĕм çуллахи çĕрте
Вĕри çĕлен чашкăрать,
Хăйне куракан çынна
Турра аса илтерет.

Тупмалли
[ 1. Пилеш хуппи | 2. Тухатмăш | 3. Пике | 4. Тимкка мĕлки ]

2. Тухатмăш

Лапсар ялĕ пысăк ял,
Пысăк ял та аслă ял.
Сакăр ялăн хушшинче
Ялтăртатать тÿпере.

Пурăнăç тытма пĕлсе
Ырă курать халăхĕ.
Çăвĕпе çÿрет вăрманта
Унăн выльăх-чĕрлĕхĕ.

Хĕлле пулсан, йăлăмра
Халăх пÿртлĕх кăларать,
Мĕншĕн ĕнтĕ çав ялта
Хÿхĕм пÿртсем пулас мар?

Çавăнпа та пÿрчĕсем
Килкартине йĕри-таврах,
Çавăнпа та хапхисем
Йăлтах яка хăмаран.

Урам енчи стенасем
Виç-тăватă чÿрече,
Ик еннелли хупписем
Ула-чăла: шурă, кăвак.

Çулла пулсан çав çуртсем
Йăвăç ăшне путаççĕ,
Иртсе çÿрен çынсене
Вăрманта пек курнаççĕ.

Анчах ялăн тул енче
Ял илемне пăсмашкăн
Юри ларать пĕр-пĕччен
Чăлăш-чалăш хура пÿрт.

Виçĕ енчен виç чарак
Лартнă пÿрчĕ ÿкесрен,
Пĕр пуçĕнчен хыр каска
Пÿртне пусса кĕмешкĕн.

Катаранах пÿртĕнчен
Çурать шăршă сăмсана,
Илемсĕр пÿрт кĕлеткинчен
Пăрăнтарать сан пуçа.

Пÿрчĕ пулĕ çĕр çулта,
Хуçи, пĕлеп, икçĕрте:
Хайхи-майхи Ăраман,
Ялти усал тухатмăш.

Ĕлĕкренпе авалтан
Çавă пÿрте юсаман.
Йĕри-тавра килкарти
Ÿкнĕ, çĕрнĕ шăм-шакки.

«Пĕр çич-сакăр çул иртсен
Хура пÿрт те ишĕлĕ,
Унăн ирсĕр вырăнне
Вĕлтĕрен пусса илĕ», –

Тесе Лапсар çыннисем
Хăйсем тĕллĕп пуплеççĕ,
Мĕнле пулĕ малалла –
Ăна-кăна пĕлме çук.

Анчах хальхи вăхăтра
Икçĕр çулхи Ăраман
Чалăш пÿртне юсама
Шухăш пуçне те тытман.

* * *

Тухатмăша пĕлетпĕр:
Пурăнасшăн тăрăшмасть;
Хăйĕн пурри ыран çук,
Пурлă çынсен пур пултăр;

Пĕтĕм таврари яла
Унăн чапĕ сарăлтăр;
Вара хайхи пурăнать,
Пурнăç чулне сĕтĕрет.

Вăхăчĕпе çынсене
Тухатмăш та кирлĕ-çке.
Çитмĕл çухрăм таранран
Ăраман патне пыраççĕ,

Унăн çичĕ сăмахшĕн
Аркипе мул параççĕ.
Тухатмăша çав анчах
Кирлĕ кунне иртерме,

Унтан вара çÿлелле
Пăхса ларать маччана.
Мачча хăми хушшипе
Курать тĕнче çутине.
(Урăх пÿрте çутă кĕме
Вăл тĕнĕ те кастарман.)

♦♦♦

Каçпа пулнă ĕç çинчен
Хай тухатмăш шухăшлать,
Çĕр аллă çулхи ĕçсене
Паянхи кун асăнать.

 «Ăçтан майне тупрĕ-ши,
Çĕр çăтманна, вĕри çĕлен?
Меншĕн алран ятăм-ши
Пĕрре лекнĕ тăшмана?» –

Тесе ларать халĕ вăл.
«Çĕр аллă çул пурăнни
Ахалех ман пĕтĕ-ши?
Хĕрĕм вилсен пурăнни

Çÿп шăтăкнех кайĕ-ши?
Тăлăх юлтăм, халăхран
Эп хăраса тăмарăм;
Хама çапла тăвакана

Пĕтерме май шырарăм:
Çитмĕл тĕслĕ чĕлхе пур,
Пурне те эп вĕрентĕм;
Анчах вутлă тăшмана

Кăвар чĕлхи пĕлсе те
Кÿртеймсрĕм алăма.
Унтан вара тĕлĕкре
Ирсĕр вупăр карчăкран

Сывлăш чĕлхи вĕрентĕм,
Хай тăшмана тин тытрăм.
Тытрăм, тытрăм! Ăçта вăл?
Тытрăм – пушă параппан.

Чĕлхен кăпăк сăмаххи!
Ăçта кайнă халĕ вăл?
Ăраман, чаплă тухатмăш,
Ăçта пулчĕ сан чĕлхÿ?

Тăшман умра тăнă чух,
Ухмах, пилешĕн хуппи.
Пилеш хĕрес сан алра
Пурччĕ мар-и, ун чухне?

Мĕншĕн ĕнтĕ пурăнас?
Мĕскер ĕнтĕ хатĕрлес?
Тепре алла кĕрес çук,
Тăшман манăн пулас çук». –

Çапла улать Арăмăн;
Çÿçне-пуçне аллипе
Пай-пайепе кăларать,
Хăйĕн анлă кăкăрне
Чул чышкипе çĕмĕрет.

♦♦♦

Çапла пирĕн тĕнчере:
Тăвас тени пулмасан,
Пуç ыратать сĕрĕмре,
Чĕре çунать, ăш вĕркет,

Туса пĕтерес умĕн
Ванать каять япала,
Ĕмĕр авалхи тăшман
Пăтрантарать шухăша.

Ăраманăн вырăнче
Кам каçхишĕн хуйхăрмĕ?
Çав-тер вăйлă тăшмана
Вĕçертнĕшĕн кам йĕмĕ?

Çапла пулать тĕнчере:
Суя çулпа каякан
Ĕмĕр кайран кулянать,
Чĕри хытса кайнăран.

Ÿкĕнмест те, хурланать.
Ухмах пулнă Ăраман;
Хĕрне çĕлен вĕлерсен,
(Турăран та хăраман)

Чĕлхеçленме тытăннă.
Вĕри çĕленпе вăрçма
Çитмĕл чĕлхе вĕреннĕ,
Ăна вĕреннĕ чухне

Темиçе чун пĕтернĕ.
Анчах ĕмĕр пулман ĕç
Малалла та пулас çук:
Усал ĕçе усалпа
Нихăçан та пĕтерес çук.

Тупмалли
[ 1. Пилеш хуппи | 2. Тухатмăш | 3. Пике | 4. Тимкка мĕлки ]

3. Пике

Аслă яла Лалсара
Тăр çуллахи кунсенче
Çынсем шăрăх вăхатра
Ăçтан кирлĕ килеççĕ.

Килеççĕ те каяççĕ
Каллех хăйсен çулĕпе.
– «Кăлăхах мен çÿрени
Пулчĕ», – теççĕ хуйхипе.

– «Пĕтнĕ чаплă Ăраман,
Икçĕр çулхи тухатмăш,
Калле киле Лапсартан
Нимĕнсĕрех каймалла
Пулчĕ», –теççĕ чăвашсем.

– «Пĕчĕк лутра пÿртĕнче
Ларать хитре хÿхĕм хĕр,
Халĕ унăн выранче
Пике ятлă хÿхĕм хĕр.

Мене кирлĕ ун хитри?
Пире пултăрччĕ чĕлхи
Виттĕр касса татакан,
Шывран вут-хĕм кăларакан.

Ăраман хĕрĕ пулсан та –
Çук, ку хуман Ăрамана!
Ашшĕн пекех вăй-хăват
Ăçта кунăн сăмахра?
Чĕлхепе мул пуçтарма
Ăçтан ку хĕр пултарас?

Çук, кунăн сăн-пуçĕ çеç
Ăс вырăнне çутăлать!
Ку Арăмăн тавраш мар,
Ку темĕнле йăваш хĕр», –
Тесе халап ваклаççĕ.

♦♦♦

Чăнах, ялан хĕрринче
Тĕттĕм пÿртре хĕр ларать,
Хĕр ларать те ĕç тăвать,
Пурçăнпала тĕр тĕрлет.

Тĕтĕм шăрши пÿртĕнче
Ĕлĕкхи пекех тапать,
Елĕкхи пекех çутă
Маччаран анчах анать.

Пуçĕ татах хăй ĕçлет:
Кунĕпеле шухăшлать.
Çынсем ун патне килсе
Чăрмантарса каяççĕ,
Ăраман çинчен ыйтса
Тем шухăша яраççĕ.

– «Ăраман хĕрĕ эпĕ хам,
Нумай пулмасть вилчĕ вăл.
Мĕншĕн сире кирлĕ вăл?»
Тет сарă хĕр пурне те. –
Тухатмăш патне ырă çын
Çÿрес çук çав ĕçĕпе.
Унăн патне усал çын
Çÿрет хаяр çиллипе.

Хăй кÿрĕшне пĕтерме
Май шыракан çÿрет çав,
Усал сывлăш ертнипе
Улталанса çÿрет шав.

Анчах халĕ Лапсарта
Тухатмăша тупас çук.
Унăн шăршлă пÿртĕнче
Вăйлă чĕлхе янрас çук.

Хутран-ситрен юрласа
Унта Пике ĕç тăвать:
Чĕлхеç пăхăр укçипе
Илнĕ çиппе тĕр тăвать.

Çутă çамки айĕнче
Пĕрмай шухăш пăтранать,
Унăн çамрăк чĕринче
Вĕри юнĕ хускалать.

«Меншĕн ара аннене
Астумастăп нимĕн те?
Меншĕн эпĕ аттерен
Ыйтса юлман ун çинчен?

Атте мĕнле вилĕмпе
Вилнине те эпĕ халь
Астумастăп лайăххăн:
Ăçта-ши ăс ман пуçăн?

Пытарма кайнă çертен
Таврăннине астăвап,
Урăх манăн пуçăмра
Юлайман çав нимĕн те.

Атте сухаллине те
Тĕлĕкри пек анчах çав
Ас тăватăп эпĕ халь», –
Тесе сар хĕр шухăшлать.
Çутă хурçă йĕппипе
Вăш чикет те, вăш туртать:
Шур пир çине тĕр тăвать.

Ăраман кам пулнине
Вăл катари çынсенчен
Илтнипе анчах пĕлет.
Тата пÿртĕнчен сисет.

– «Пĕр çĕр аллă çул ĕлĕк
Ăраманăн хĕр вилнĕ,
Унтан кайран арăмран
Урăх хĕр ун çуралман:
Ăçтан пулас ку хĕрĕн
Шуйттан туса памасан?» –
Тесе ялта пуплени
Хитре хĕре ирĕксĕр
Ярать тарăн шухăша.

«Атте, вăйлă пулнăскер,
Хăй вилнипеле мана
Пурăнмашкăн чĕртмен-ши?» –
Тесе ларать сарă хĕр.

«Пытарасса пытарчĕç,
Ăна шăтăках чикрĕç, –
Анчах ăçта вырăнĕ?
Хăш тĕлте ун шăтăкĕ?» –
Иккĕленет вăл каллех.

Темле чипер пулсан та,
Çынсем ăна тиркеççĕ.
Ăна каçпа выляма
Пĕртте хĕрсем чĕнмеççĕ.

Çавăнпа та сарă хĕр
Хĕрсемпеле хутшăнмасть,
Çавăнпа та пурнăçра
Нумайăшне ăнланмасть,
Çавăнпа та шухăшпа
Анчах кунне ирттерет.

Ашшĕ çинчен анчах мар
Вăл кунĕпе шухăшлать;
Ашшĕнчен те ытларах
Пĕр ачана асăнать:

«Мĕншĕн-ши вăл кăнтăрла
Килсе пăхмасть пĕрре те?
Инçех мар-çке пурăнать
Юнашарти пускилте.

Пÿрт пит начар, çавăнпа
Вăл ун сăнне курас мар
Тесе килмест кăнтăрла.
«Илеп, илеп», – теет те, –
Илмесен мĕн тăвас пур
Ман тăлăхăн унпала?» –
Тесе пирĕн хÿхĕм хĕр
Шухăшласа шуралать. –
«Илессине илĕ те,
Тимкка сăмах тытĕ-ха;
Ăçтан тупас парнелĕх
Вĕсен ăрăвĕ валли?» –
Тет хĕр хайĕн ăшĕнче.

Тимкка лайăх, маттурскср,
Пуян çыннăн ывăлĕ,
Анчах вăл Пике çинчен
Тĕлĕкре те тĕлленмест –
Вери çĕлен каçсерен
Вĕçсе килет хĕр патне,
Тимкка тĕслĕ тумланса.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Тупмалли
[ 1. Пилеш хуппи | 2. Тухатмăш | 3. Пике | 4. Тимкка мĕлки ]

4. Тимкка мĕлки

Ылттăн хĕвел тÿперен
Сăрт хыçне анса ларсан,
Тĕнче хăйне кичемрен
Тĕтрине карса ярсан,

Сывлăш, çынсем майĕпе,
Тÿлекленсе лăплансан,
Вăрман çемçе çулçипе
Шавламашкăн чарăнсан,

Ырлăх çинчен юрлакан
Кайăк йăвине кĕрсен,
Хĕвел хыççăн кусакан
Уйăх самай çĕкленсен,

Тухать вĕçме вĕри çĕлен –
Этем йăхĕн тăшманĕ,
Авалтанпа ĕмĕртен
Çутă тĕнчен ылханĕ.

Этем ĕмĕтне татса
Куççулĕпе йĕртсксн,
Типшĕмлемлетсе шуратса
Чĕре çуне ĕмекен.

Пĕрре тытнă çулĕнчен
Акăш-макăш пăрмасăр,
Тĕнче тăрăх вĕри çĕлен
Вĕçет, юхать çунатсăр,

Хăй çыпăçнă çимĕçĕн
Чунĕ çинчен шухăшлать;
Хăйĕн чарусăр çилли
Сăнĕ çинче палăрать:

Çăварĕпе хĕм тăкать.
Куçĕпе çиçĕм çиçтерет,
Картлăн-картлăн карăнать,
Çунатсăрах вĕçтерет.

Пĕрре тытнă шухăшне
Пĕрмай пуçĕнче усрать;
Хăйне мăшкăл гуиине
Тамăк хуранне сунать.

Лăкăр-лăкăр пăтранса
Вĕрет тамăк хуранĕ;
Хăй вăйĕпе мухтанса
Вĕçет тамăк тăванĕ.

Пĕр çÿреме тытăннă
Çимĕç патне вĕçтерет.
Катаранах хавшаннă
Çимĕçĕшĕн хĕпĕртет.

Вĕçет, каçать шыв урлă
Хĕрлĕ хĕмпе ÿкерсе –
Шыв пин те пĕр ункăллă
Пулать, каять вĕресе.

Вăрман çийĕн вĕçтерет
Çăварĕпе хĕм тăкса –
Симĕç вăрман типшĕрет
Унăн хĕмĕпе хăрса.

Вĕçсе иртет сăрт çийĕн
Вутăн-хсмсн явăнса –
Ванать, шăнать чул тăпри
Шăрт та шăртах çурăлса.

Улăх тăрăх чашкăрать
Кăварлă çил кăларса –
Ешĕл курăк хупăрлать
Вăл хăртнипе хуралса.

Ялсем çинчен ярăнать
Усал тĕлĕк тĕпленсе –
Сасартăк çын вăранать
Хăй ыйхинче шикленсе.

♦♦♦

Çав вăхăтра Лапсарта
Ларать Пике пÿртĕнче,
Кĕтет ялти Тимккапа
Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче.

Сарă вăрăм çивĕтне
Ик еннелле салатнă.
Çÿçĕн кăтра хĕррине
Хăлха çийĕн устарнă.

Мачча çурăкĕ тĕлне
Тÿшек çине хăй ларнă,
Пĕчĕк çинçе урине
Минтер çине пустарнă.

Уйăх çутти хушăкран
Алли çийĕнче вылять:
Тутлă сехет çывăхран
Хăйĕн тутийĕ кулать.

Тĕнче çинчен пĕлмесĕр
Пĕр шухăшпа пурăнать;
Кун ырлăхне сисмесĕр
Каçа ытларах савать.

Тĕлĕкпеле пурнăçа
Уйăрма пĕлмен пирки.
Çур ĕмĕрне уйласа
Ирттересшĕн ун чĕри.

Тимккапа качча кайсан.
Епле пурăнассине
Пĕтĕм чĕререн-вартан
Шухăшлать вăл каçхине.

♦♦♦

Систермесĕр ак Тимкка
Кĕче-тăчĕ ун умне,
Тартрĕ инçе, аякка
Малаллахи кунсене:

Пĕрре куçĕнчен пăхса
Ăна мухтаса илчĕ,
Унтан аллинчен тытса
Пĕрле сак çине ларчĕ.

Ăшă, пăчăх тĕттĕмре
Ялтăртатать ун куçĕ;
Ун çумĕнчи вĕрире
Çунать Пикен сăн-пуçĕ.

Пĕрле пулсан пурăнмалли,
Ашшĕ-амăш çииче мар,
Тăрăшмашкăн тумалли
Йывăр ĕç çинчен те мар,

Пĕрне-пĕри юратнă
Ырăлăхлă каç çинчен
Вĕсем халап шăратнă
Çапла пĕрле каçсерен.

Кĕçĕр Тимкка Пикене
Ăшă кĕмеллех пăхать,
Унăн çемçе аллине
Ăсран ярсах чăмăртать.

Йăваш чунне тивретсе
Вăл Пикепе калаçать,
Акă çак сăмахсене
Çăварĕнчен кăларать:

– «Савни, итле савнине!
Эсĕ мана ман пекех
Хăвăн çамрăк чĕрÿпе
Юрататăн-и, Пике?»

Пике:
– Тимкка, эсе ухмах-тăр:
Кĕçĕр капла сăмахлан.
Манăн пуçăм çухалтăр
Эпĕ сана суйсассăн.

Кунĕпеле сан çинчен
Шухăш каймасть пуçăмра.
Ĕнер чуптуни çинчен
Астумастăн-им эсĕ вара?

Тимкка:
– Эх. Пике, чуптуни вăл
Мĕне питех пĕлтерет?
Манăн вĕçĕмсĕр кăмăл
Ăçтан унпах çемçелет?

Мана чăн чунтан-вартан
Эсĕ юратан пулсан.
Хăвăн иртнĕ кунсемпе,
Тĕттĕм çĕрĕн ырлăхпе,

Пуринчен те ытларах
Тÿшек таса çиттипе
Тупа ту-ха ман умра
Çемçе чĕлхÿ вĕçĕпе.

Пике (тупа тусан):
– Турăм. Мĕншĕн-ха капла?

Тимкка:
– Хăвăн ĕмĕрÿшĕн çапла!
Турăн: çитет ман чуна.
Кĕçĕр эпир санпала
Епле иккĕн ларатпăр,

Ĕмĕр çапла пурăнмалла
Сăмах татса хуратпăр. –
Тимкка çапла каласан,
Хăйĕн вĕри тутипе
Çÿхе хĕрлĕ тутаран
Чуптурĕ-илчĕ Пикене,
Пике ăшĕ вĕркесе
Юнĕ вĕрет чĕринче,
Юратнине итлесе
Тăнĕ çĕтст пуçĕнче…

♦♦♦

Ир пулать те каç пулать,
Кунсем çаплах иртеççĕ.
Вуник уйăх çул тăвать:
Аликĕ эрне иртет.

Иртрĕç хĕлпе çуркунне,
Килчĕ каллех ăшă çу;
Каллех сăртсен питĕнче
Пиçет çырла: пыл та çу.

Анчах Лапсар ялĕнче
Сăнран ÿкет Пике хĕр,
Хура тĕтĕм ăшĕнче
Тĕксĕмленет чипер хĕр.

Пике шухăш хăртнине,
Юнлă куççуль тутлăхне
Пĕр çулталăк хушшинче
Пĕлсе çитрĕ ăшĕнче.

Анчах Тимкка мĕлкине
Халь те пулин пĕлеймен.
Ак кĕçĕр те ун патне
Вĕçсе килчĕ вăл çĕлен.

Пике суя Тимккаран
Пĕлесшĕн туй вăхăтне,
Çавăнпала пăртакран
Калать хăйĕн шухăшне.

Пике:
– Тимкка. Тимкка, итле-ха:
Хăçан пулать пирĕн туй?
Пĕлтĕрхи пекех акă
Иртсе кайĕ пирĕн çу,
Хăçан эпир иксĕмĕр
Пурăнăпăр пĕр пÿртре?
Хăçанччен ку яш ĕмĕр
Тăсăлĕ-ши венчетсĕр?

Тимкка:
– Итле эппин: кĕçĕрччен!
Кĕçĕр пирĕн туй пулать.
Кĕçĕр сана вĕри çĕлен
Чăнне уçма шухăшлать.
Итле, итле, Пикеçĕм,
Ăнсăр пулса ан хăрат.
Пăх, тухатмăш, чĕлхĕçĕм,
Анчах хама ан тухат! –

Тимкка çапла каласан.
Тăсрĕ кăларчĕ чĕлхине.
Çавна курсан, хăраса
Пике ÿкрĕ урайне.

– Тăр, тăр, Пике! Тăр, Пике!
Тепĕр тĕслĕ – Ăраман!
Эпĕ çын мар, эп мĕлке,
Кĕçĕр çавна пĕл, ăнлан!

Пике тăрать, пăхкалать,
Пуçне тытса макăрать,
– Хах, хах, хах, хех, хех, хах, хах!
Мĕнле пуçне ывăтать,
Пулас арăм аташать.
Йĕтем çинче пулнă ĕç
Кĕçĕр асна килчи-мĕн?
Иртнĕ кунсем чĕрĕлмĕç,
Вĕçĕ çитет ĕмĕрÿн!
Хĕрлĕ çыран хĕрринче
Мĕнле пулчĕ асамат;
Таса хирĕн варринче
Мĕнле шăршлă хăямат;

Хĕрарăмсем хушшинче
Мĕнле сăмах çунатлă;
Çылăх тăвас тĕлшĕнче
Епле укçа хăватлă –
Манăн вăй та çавсем пек
Ĕмĕр вăйлă ирĕклĕ,
Эпĕ хамăн ÿтĕмре
Тамак вучĕ евĕрлĕ! –

Çапла Тимкканăн мĕлки
Сăмахсене каласан,
Тамăкри пек ахăрни
Кайрĕ çĕрле янратса.

Пĕгĕм Лапсăрти çынсем
Ыйхисснчсн вăранчĕç,
«Ку мĕн сасси-ши?» – тесе
Вырăнсем çинчен тăчĕç.

Анчах Пике хăрамасть,
Кĕлт те пулин тапранмасть.
Ун çилĕллĕ чĕринче
Вĕрет, сикет чĕрĕ юн.

– «Эпе елĕк вăйлăччĕ,
Анчах пĕтрĕ манăн кун
Асаматăн кĕперринчен
Хĕрлĕ çыран хĕрринче», –
Тесе тăрать халĕ вăл.

– «Юлашки хут тутупа
Калаçатăн манпала,
Юлашки хут тăнупа
Кĕçĕрхи каç шухăшлă!
Асамат мар – усал вăй,
Аскăн ĕçсен амăшĕ,
Йывăр çылăх пуçĕ хăй,
Тамăксенĕн таврашĕ,
Кунĕн-çĕрĕн çынсене
Хирĕçтерсе тăракан.

Вĕсен ăнсăр пуçсене
Выçă куçлă тăвакан,
Санпа халĕ пуплекен
Сана вăйсăр хĕр турĕ.

Сана çакă тĕнчене
Ырă тума çуратнă,
Анчах мана тĕттĕме
Мĕншĕн тата тунă тен?
Кĕтлĕх тăна кĕр каллех!»

Мăшкăл туса йĕлпĕрме
Вĕри çĕлен вăйĕпе
Юри пирĕн Пикене
Хăйĕн телейсĕр кунне
Кĕçĕр асне килтерчĕ,
Хăйпе хирĕç тавлашма
Ĕлĕкхи пек тăн пачĕ.

Анчах Пике тавлашмасть,
Çапла сăмахсем калать:
– «Ман пуçăма хуплакан,
Мĕн тăвас тен, ту часрах,
Ĕмĕтĕме татакан,
Çухал куçран хăвăртрах!»

Тимкка:
– Эпир çынсем ыйтнипе
Çухалмашкăн çуралман.
Кама йывăр, çавсемпе
Пĕрлешмешкĕн пĕлместĕп.

Çынсен вилĕмĕ пекки
Саншăн ытла сахал вăл,
Эсе епле пĕтесси
Ман ирĕкрен килет халь.

Сик те ташла ман умра!
Юрла, çухăр сассупа!
Унтан вара аташса
Кайса тирĕн çырмана! –

Пике хăй те сисмесĕр
Ташламашкăн тапратать,
Ниçта кайма пĕлмесĕр
Стена çине улăхать.

Пурçăн çÿçне салатса,
Тытăнчăксăр пĕлĕт пек.
Вĕçтерет вăл ташласа
Ăçта кирле унталла.

Качака пек макăрса
Çĕр варĕнче çухăрать:
«Пĕтеп, пĕтĕн пуçăмпа», –
Тесе пĕрмай кăшкăрать.

– «Ха-ха-ха та ха-ха-ха,
Епле таптать, пăхăр-ха!» –
Тесе шуйттан ахăрать.

Çав вăхăтра сарă хĕр
Тухрĕ шурĕ пÿртĕнчен,
Теттĕм пирки сисмесĕр,
Ÿкрĕ çыра сăрт çинчен.

♦♦♦

Халĕ ĕнтĕ Лапсарти
Ăрамана манаççĕ.
Анчах пÿрчĕ патĕнчен
Иртес кайма хăраççĕ.

Пÿрчĕ аннă ишĕлсе;
Пуçĕсене çĕклесе.
Тараса пек çакăнса,
Пĕренесем тăраççĕ.

Унăн çийĕ айĕнче
Тăманисем пурнаççĕ,
Кĕркуннехи çĕрсенче
Пит тискеррĕн улаççĕ.

Хĕрлĕ çырта хĕлле те
Пĕр лакăмра шыв тăрать.
Тухатмăшăн куççульне
Çынна аса килтерет.

«Çулталăкра пĕрер хут
Пĕр хитре хĕр çав шывра
Шыва кĕрет каçпала», –
Тесе çÿрет пĕр халап.

Тупмалли
[ 1. Пилеш хуппи | 2. Тухатмăш | 3. Пике | 4. Тимкка мĕлки ]

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Kĕскен:

Николай Шупуççыннин ку салхуллă юмахĕ вилĕмрен чĕртнĕ хĕрĕн каçсерен чипер каччă евĕр килекен усал сывлăша юратса пурăннине сăнлать. Çак инттереслĕ поэмăри ĕç-пуçа хутшăнакан пурте Турă умĕнче çылăха путса тăраççĕ

Ĕç-пуç пуян Лапсар ялĕнче пулса иртет. Икçĕр çул пурăннă Ăраман ятлă тухатмăш пĕр шухăшпа кăна пурăнать. Унăн хăйĕн пĕртен-пĕр хĕрне вилĕме илсе çитерекен усал сывлăша тытса пĕтерес килет. Анчах хайхи старик аллине лексен, старикпе килĕшÿ пекки туса вĕçерĕнсе тухса тарать.

Ăраман вилет те, ун вырăнне Пике ятлă хĕрĕ вилĕмрен чĕрĕлсе тăрать. Ял-йыш хĕрпе ытлашши калаçмасть, мĕншĕн тесен вăл ăçтан килсе тухнине тĕлĕнет. Пике вара вĕçĕм шухăшра: кунĕпех кÿршĕри Тимкка ятлă каччă пирки ĕмĕтленсе пурăнать. Каçсерен вара Тимкка ун патне килсе çÿрет, авланасса шантарса хĕрпе хутшăнать.

Вăхăт иртнĕçемĕн хĕр туй пирки пĕлесшĕн аптраса ÿкет, вара тинех пĕр каçхине суя Тимкка хăйне уçса парать. Çавăн чухне ĕлĕкхи çилĕ çиеле тухать, усал сывлăш туйĕ чăнах та пулса иртет: Ăраман та, хĕрĕ те вĕри çĕленпе тавлашса ăна тавăраяс вырăнне тамăк тыткăнне лекеççĕ.

“Усала хирĕç усал тума ан тăрăш” тенине уçса парать автор. Идея енчен питĕ ăнланмалла пулин те, ку юмах вĕçĕн телейлĕ пулсан, ырра шанмаллине вĕрентсен чăннипех тĕлĕнмелле тата асра юлмалла пулĕччĕ.

Сюжета тĕрлĕ еннелле аталантармашкăн кунта материал питĕ пуян. Николай Шупуççынни юмаха тем тĕрлĕ вĕтĕр-шакăрпа та – вырăнсене тата пулăмсене куçĕ умĕнче чĕртсе тăратасси енчен те, персонажсен сисĕм-туйăмне, пуçĕсенчи шухăшĕсене ăнлантарасси енчен пе – илемлетет. Вĕри çĕлен çиччĕн пĕртăван пулни, вĕсен те этеме хирĕç тăвăлса пурăннине тÿрре кăларма пултарни, хĕрĕн амăшĕ пирки шухăшлани тата ытти детальсем, шел пулин те, сюжетран татăлса юлаççĕ. Çавăнпа юмах кĕтмен çĕрте вĕçленет, пăчланса ларать теме пулать. Усалсен тĕнчине ытлашши çыхланмалла мар тенĕ пек вĕçленет.

Чăнах та, Николай Шупуççынни çырнă тапхăрти чылай произведени реалистла (эппин, пурăнан пурнăçа тÿррĕн уçса панă) сюжетлă. Тĕслĕх шырамашкăн инçе каяс та çук. Акă Константин Ивановăн “Нарспи” поэминче те тĕп персонажсем пурте усал вилĕмпе пĕтеççĕ, “Шуйттан чури” ятлă сăввинче Усал сывлăш пиччĕшпе шăллĕне – иккĕшне те вĕлерсе тăкать. Турхан Яккăвĕн Варуççийĕпе (Варуççи), Трубина Мархвин Еликĕ (Елик) юриех шыва сиксе хăйсене вĕлереççĕ. Иван Юркинăн Урини (Урине) ку хайлаври вĕри çĕленĕн икĕ ураллă верссийĕ хăйĕнчен мăшкăлланă хыççăн чире ÿксе вилсе каять.

“Вĕри çĕлен” юмах кичеммĕн вĕçленет пулсан та, мăнкăмăллăх, çилĕ, ултавпа суя, анчах çав хушăрах çамрăклăхпа илĕртÿлĕх, тÿрĕлĕх тата юрату пăтратакан авăр сирĕншĕн илĕртÿллĕ пулсан, чăмса илмелĕх тивĕçлĕ.

Николай Шупуççынни: Вĕри Çĕлен” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.