Николай Шупуççынни: Пуçпа ĕçлекен


Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →


Пуçпа ĕçлекен

[…] уйласа ларассăм туйăнмасть, мĕншĕн тесен малтан тăрăшас пулать, ĕçне тăвас пулать атласа ларас вырăнне.

Семен Иванович: Вăл та – чăн, анчах эпир ĕçлеместпĕр-и-мĕн? Çĕр ĕçлекен сухапа, пуртăпа ĕçлет. Эпир пуçпа шухăшласа ăспа ĕçлетпĕр. Ĕç часрах эсĕ, ĕçер те, тухса каяр ку шăршлă пÿртрен.

Тимофей: Ну шăршлă маррине калатăн тата, вот у нас в гимназии другое дело, когда вакат кончится.

(Утан пĕрер курка ĕçсе тухаççĕ. Чаршав карăнать).

Тимофейсен пÿрчĕ.
Пÿрчĕ тулли хăнасем: ватăраххисем сĕтел йĕри-тавра, кĕрекере лараççĕ, çамрăкраххисем алăк патне ларса тухнă. Ашшĕ пукан çинче сĕтел умĕнче хăнисемне калаçса ларать, амăшĕ тĕпелте хĕрарăмсене ĕçтерсе çÿрет. Сергей кутник сакки çинче ларать. Сем. Ив. амăшĕн сасси пĕрмай тĕпелте янăрать.

Çемен амăшĕ: Пирĕн ялта ял ларнăранпа та пирĕн Çемен пекки килмен-ха. Çынĕсем те çанпах кураймаççĕ ачана: урама тухмалли те çук, сулăнса çÿрет, теççĕ. Ачи халь анчах килчĕ те курса çÿресси килмест-и-мĕн унăн? Хĕлĕ-хĕлĕпе килтен, ялтан-йышран уйăрăлса пурăнсан такамăн та курас килекен пулĕ. Хĕветĕр арăмне те урам варри тăвăр пулнă, Çемен тухсанах вара Микита арăмĕсене, Çтаппан арăмĕсене «авă Хусан йытти сулăнса çÿрет», тесе калать тет.

Пĕр арăмĕ: Сирен Çемен ĕнтĕ вăл вырăс пулнăскер, пирĕн ĕçе ĕçлес çук çав, ăна урама тăрăх ут…

. . .

…Эпĕ хам кăтартăп,

Сем. Ив.: Ну санăн чĕлхÿпе! Манăн тумтире курах мана ĕненĕç. Меншĕн тесен манăн тумтир тÿрех эпĕ мĕнле çыннине пĕлтерет; эсе… эсĕ… сана тÿрех темскерле мужик теççĕ. Сана пирĕн гимназия кÿртс те çук ку сăхманпа. Пирĕн пĕре гимназияра…

(Çак вăхăтра ашшĕ кĕрет)

Ашшĕ: Мĕскер çав эсĕ. Семен, пĕрмай тавлашатăн, манпала та çан пекех санăн тавлашса пĕтмест, мĕн эсе тÿре тетĕн-и-мĕн хуна ху?

Сем. Ив.: А, может быть, эпĕ тÿре те пулăп пурăнсан, эпĕ ахаль те тем те пĕр вĕренетĕп, тÿре пулсан сире те май килсен сут тăвăп, эсир чипертерех калаçкалăр манпала.

Ашшĕ: Ав карĕ ĕнтĕ, карĕ ав. Сана эпĕ ятласа каламастăп -çке.

Сем. Ив: Мĕн тата сана кирлĕ пулчĕ кунта, пире калаçма чарса çÿретĕн, эпир кунта ахаль ларатăр тетĕн-и- мĕн?

Ашшĕ: Халех тухатăп, пуртă шырама анчах кĕтĕм, çук иккен пÿртре те, эсĕ, Семен, курман-и?

Сем. Ив.: Ан чар, теççĕ сана, кам сан пуртуна хурал? Эпе санăн пуртуна ĕçлес çук-ха, тухса кайсам кунтан, пуçа пăтратса ятăн пурту япалупа; ĕçлеме чаратăн, теççĕ сана.

Ашшĕ: Юрĕ-çке, юрĕ, тухатăп, калаçăрах. (Унтан тухса каять).

Сем. Ив: (Тимофее) Çăпата-тăк, çăпата, ăçтан пирĕн чăваша ăс парас тетĕн-ха эсĕ, нимскер ăс-тăнĕ çук, вăл эсĕ ĕçленине ним вырăнне те хумасть, эсĕ чунтан шухăшласа ларатăн, вăл пур сана ахаль ларать тет.

Тимофей: Манăн шухăшпа аттейсене хăш-хăш ĕçре пулăшас та пулать.

Сем. Ив.: Пулăшас пулать, пулăшас пулать, пулăшăпăр-ха вăхăт çитсен, хăйсем пулăшчăр-ха халь. Атя, ĕç тата эсĕ, мĕн чăваш пек сĕнессе кĕтетĕн?

Тимофей: Ĕçсе тăрансан, епле ĕçес? Манăн хырăм ĕне хырăмĕ мар.

Сем. Ив: Чăваш-тăк чăваш эсĕ, çанпа ĕçейместĕн. Эпир Хусанта эх, яраттамăр кăна: эпе пĕччен çирĕм бутылка александровское пивона ĕçеттĕмччĕ, çапах ура çинчен ÿкмен. Меншĕн ĕçес мар? Эпир халиччен ĕçмелĕх ĕçлемен тесе тăрас-и? Малаллине пĕлес пулать. Эпĕ, эпе гимназияран военный корпуса кĕрес тетĕп, унтан тухсан вара пурăнăç каять: хам юлташсене ăçта кирлĕ офицере кÿртетĕп. Сана та, Петр Васильева та хамăн çывăхри тăватăп. Çапла-и, Тимофей?

(Утан ыталама тăрать, анчах Тимофей ыталаттармасть).

Тимофей: Ну, ну нăмайне хапсăнатăн, халех малалла мĕн пулассине каласа хума йывăр, ачам: малаллине пĕр турă пĕлет, тесе калаççĕ ваттисем.

Сем. Ив.: Ну, ну тетĕн, эсĕ ху ну-ну: мана ĕненмелле, шаншша мар ĕç пĕрре турăм-и эпĕ хăçан та пулсан. Эпĕ сапа пĕр ăслă çын сăмахне каласа парам-ха, ун чухне эсĕ мĕн тейĕн: «Шухăшла, пĕрмай шухăшла çавна тăватăп тесе, вара çав ĕç хăех пулса тăрать», – тенĕ çав ăслă çын. Ну мĕн…

Тимофей: Эсе мана темĕскерле çын сăмахне каласан та, анчах унăн хыççан кайса эпĕ пĕрмай… . . .

1910-1911

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.