Марфа Трубина: Елик


Марфа Трубина – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, РСФСР шайĕнче Ленин орденне тивĕçнĕ учитель тата чăвашла çыракан малтанхи хĕрарăм писательницăсенчен пĕри. «Мучар», «Асăнмалăх, савăнмалăх», «Ача чухнехи» ятлă хайлавĕсем уйрăмах паллă… Тĕплĕнрех→

Елик

(Халăх халапĕ)

• Суицида ырă тĕслĕх вырăнне хуни

«Атте, ытлашши пултăм-и-мĕн?
Мĕншĕн ирĕксĕрех паратăн?
Мĕншĕн Атăл урлă каçарса.
Юратман çармăса парса
Мана телейсĕр тăватăн?
Пуяна пăхрăн-и-мĕн?
Ан тив, мана пуян кирлĕ мар,
Уншăн пулсан, ан та пар.
Е каччă тупаймăн терĕн-и?
Тупăп: манăн суйлани пурччĕ,
Ырă, хамăр чăваш пурччĕ.
Эсĕ çавна тахçанах пĕлмен-и?..

Пĕлнĕ: мăнкăмăлна пăрахаймастăн.
Хуна ху та чараймастăн.
Эпе санăн ирĕкÿне тăватăп –
Юратман çыннах каятăп.
Манăн чунăм хуйхăрать,
Чĕре çунса кăмрăкланать.
Юратни – чăваш ачи,
Упăшка пуласси – тĕттĕм çармăс ачи,
Вăрман ăшĕнче ÿснĕскер,
Упа пек тискерскер.
Юратакан чăвашран уйăрса,
Çав ют çармăса парса,
Пурăнăçа вута пăрахатăн.
Хуна манран ÿпке хăваратăн.
Атте, эсĕ мана нимĕн те мар-и?
Мана эсĕ хĕрхенместĕн те-и?»

Çавна илтсен, хăна-вĕрле хурланчĕ.
Пур чĕре те хĕршĕн хуйхăрса илчĕ,
Пĕр çын анчах çавна илтмен.
Пĕр çын чĕри анчах сикмен.
Çавăн пек чул чĕреллĕ çын кам-ши?
Çав тĕрлĕ хыт чĕре камăн-ши?
Ашшĕ пулмасăр – кам пулас.
Кам хĕр сăмахне илтмĕш пулас?
Ашшĕ кĕрекере танлăн пăхса ларать.
Хăнисене хуйхăллине курсан.
Пурлăхĕпе мухтанма тытăнать.
Пурлăхĕ те çав мухтанмаллăх пур.
Ак херĕ ун патне парнепе пырсан.
Вăл ăна: «Хĕрĕм сана мĕн халаллам? –
Икĕ пысăк кĕтĕвĕм ĕне, лаша пур –
Пĕр пысăк кĕтÿпе сана халаллам».

Хĕрĕ:
«Выльăху-чĕрлĕхуна кашкăр ваттăр,
Мана кирле мар, мана ан парăр».
Старик хĕрĕ каланине илтмест,
Хĕрĕ хиреç калассине шухăшламасть.
Хăй татах: «Хĕрĕм, сана мĕн халаллам?
Çирĕм пинлĕх ылтăнăм пур,
Вун пинлĕхне сана халаллам».

Хĕрĕ:
«Укçу- пухчуна вăрă вăрлатăр –
Кирлĕ мар, мана пай ан кăларăр».
«Икĕ ушкăн хур-кăвакал пур –
Пĕр ушкăнне сана халаллам».

Хĕрĕ:
«Кайăк-кешĕкна караппул тыттăр,
Мана кирлĕ мар, мана ан парăр».
Старик татах хирĕççине сисмест,
Хăй сиснĕ пуль те-ха,
Сисмен пек кутăна перет,
Вĕçĕ хĕррисĕр мухтанать-ха.
Анчах хĕрĕ ашшĕне итлемест.
Вăл хурланса çилленес çитрĕ пуль.
Мĕскĕн чăтаймасăр: «Çитет, атте.
Мана пĕтĕм пурлăхна параймăн,
Парсан та мана кирлĕ мар ĕнтĕ.
Тунă ĕçе каялла тавăраймăн.
Кайран ÿпке сирте пултăр,
Мана часрах ăсатса ярăр».

Хĕре Çармăсалла ăсатма тытăнчĕç.
Пурте Атăл хĕррипе пычĕç,
Кимĕсем çине ларса ăсатаççĕ,
Çармăссем хĕре илсе каçаççĕ.
Аслă Атăл сарăлса юхать,
Ун урлă туй çĕмĕрĕлсе каçать.
Вун икĕ кимĕ вĕçрен пыраççĕ.
Чăн малтинчс хĕрпе каччă лараççĕ.
Каччи кимĕ хÿри тытса пырать.
Пуçне чиксе хĕр ларать,
Унăн ăш-чикки çил-тăвăл пек
Пăтранать. Халиччен чĕлхесĕр пек
Калаçманскер, сасартăк пуçне çĕклерĕ.
Каччи çине тÿрĕ пăхса юрла пуçларĕ:
«Атте мана юратнă çынтан уйăрчĕ.
Сана, çармăс, ирĕксĕр тытса пачĕ.
Эсе илтĕн, манăн пуçа эсĕ çирĕн.
Мăн Атăл! чăваш хĕрĕсем паман
Сана парне, ырăлăх кăтартман
Вĕсем сана – мантăн парне илĕн,
Хампа хам сана парнене кÿрем,
Манран кайран чăваш хĕрĕсем
Тек çармăса ан кайччăр,
Эпĕ мĕн тунине ан манччăр.
Эпĕ никама та ан пулам.
Çак Атăл варрине путам!»

Çапла каларĕ те шыва сикрĕ.
Çармăс ним тума пĕлмерĕ,
Хытсах кайрĕ… тăна кĕрсен пăхать –
Ун таврашĕнче нимĕн те çук,
Атăл хумĕ анчах юхать.
Ĕнтĕ Еликăн хуйхă çук:
Вăл шыв тĕпĕнче выртать,
Хумсем айĕнче пурăнать.
Вăл хăйне Атăла парнене панă,
Çапла хăйпе чăваш хĕрĕсене çăлнă.
Çав ĕçе чăвашсем манман,
Ирĕксĕр хĕрсене çармăса паман.
Елик çинчен шăпăрçăсем юрлаççĕ,
Чăваш хĕрĕсем ыррипе асăнаççĕ.

1906

Марфа Трубина: Елик” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.