Марфа Трубина: Вилĕм

Марфа Трубина – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, РСФСР шайĕнче Ленин орденне тивĕçнĕ учитель тата чăвашла çыракан малтанхи хĕрарăм писательницăсенчен пĕри. «Мучар», «Асăнмалăх, савăнмалăх», «Ача чухнехи» ятлă хайлавĕсем уйрăмах паллă… Тĕплĕнрех→


Вилĕм

Хăма хапха кичемлĕн уçăлса выртать,
Унăн юпи çумĕнче тупăк çийĕ тăрать.
Чĕрене çурса каякан йĕнĕ сасă илтĕнет,
Курăнать вилнĕ çынна ăсатма вăхăт çитет:
Акă тупăка пÿртрен çĕклесе тухрĕç;
Ял-йышсем, тăванĕсем ăсатма кайрĕç.
Авалхи йăлана тумасăр ан хăварам:
Эпĕ те ĕмĕрлĕх пурнăçа ăсатса ярам
Çак çынна… Акă тарăн шăтăк. Хуллен ярса
Тупăка шăтăка антарчĕç; тăпра витрĕ Ăна…

Малаллине вулас