Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Тăваньялсем Сергей


Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


Тăваньялсем Сергей

(1886-1956)

Сергей Семенович Сорокин (Тăваньялсем Сергей) 1886 çулхи çурлан 27-мĕшĕнче Ульяновск кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Ульяновск облаçĕн Чăнлă районĕ) Кив Таванъелĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан, 1898 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайса кĕлĕ. 1905 çултанпа тĕрлĕ çĕрте учительте ĕçленĕ, тĕнче вăрçине хутшăннă, пĕр вăхăт районти шкул инспекторĕнче, профсоюз ĕçĕнче те тăнă. 1956 çулта вилнĕ.

Литература Ĕçне 1906-1907 çулсенче пуçăннă, ытларах сăвăсем çырнă, вĕсенчен хăш-пĕри «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. Унта «Эрех ĕçĕр!» памфлетпа «Пирĕн чĕлхе» статйи те тухнă. Çав çулсенчех вăл Анатри Тимĕрçĕнче (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ) «Хайхи» ятпа алпа çырнă журнал кăларса тăнă, унта тĕрлĕ авторăн хайлавĕсене, революци юррисемпе Л.Кольцов, Т.Шевченко, Г.Тукай сăввисен куçарăвĕсене кĕртнĕ. Поэт совет тапхăрĕнче те чылай çырнă.

Тăваньялсем Сергей – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте учительте ĕçленĕ, тĕнче вăрçине хутшăннă. Ытларах сăвăсем çырнă, хăш-пĕри «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. «Хайхи» ятпа алпа çырнă революцие майлă журнал кăларса тăнă… Тĕплĕнрех →

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.