Тăваньялсем Сергей: Çитесси

Тăваньялсем Сергей – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте учительте ĕçленĕ, тĕнче вăрçине хутшăннă. Ытларах сăвăсем çырнă, хăш-пĕри «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. «Хайхи» ятпа алпа çырнă революцие майлă журнал кăларса тăнă… Тĕплĕнрех →


Çитесси

Çиллен тавлă çулăмĕ
Тĕп-йĕрĕпех сÿнĕ халь.
Юнлă çапăçун куççулĕ
Ĕмĕрлĕхех пĕтĕ халь.
Çак тĕнчери этемсем
Урăх чаппа мухтанĕç.
Вăл чап – аслă ăс чапĕ,
Вăл чап – ыр ĕçсен ĕçĕ.
Халĕ хĕç-пăшал янтрать, –
Этем юнне вăл тăкать…
Юнпа йĕпенен çĕрĕсем
Вăйлă, тутă тырă парĕç.
Тыррисене пуçтарма
Ирĕклĕ çынсем ÿстерĕç

1907