Тăваньялсем Сергей: Шăпчăк юрри


Тăваньялсем Сергей – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте учительте ĕçленĕ, тĕнче вăрçине хутшăннă. Ытларах сăвăсем çырнă, хăш-пĕри «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. «Хайхи» ятпа алпа çырнă революцие майлă журнал кăларса тăнă… Тĕплĕнрех →


Шăпчăк юрри

(Г.Х. Андерсенран)

Ах, тĕрмере тĕттĕм-çке…
Сывлама та пит пăчă;
Çан-çурăм та шăнать-çке,
Пĕтĕм чуна хăрушă…

Çемçе тÿшек вырăнне
Йĕпе улăм сараççĕ;
Тутлă çимĕç вырăнне
Шывпа çăкăр параççĕ.
Эх, алăмсем, урамсем!
Эсир тимĕр аллинче.
Ах, чунăмçăм, айван чун.
Çунан тĕрмен вутĕнче.
Эп çакăнтах пĕтеп пуль,
Киле çитсе ÿкес çук;
Ак тĕрмере вăтăр çул…
Ачамсене курас çук…
Ыр ачамсем, пепкемсем,
Эп таврăнасса кĕтетри?
Ыр тванăмсем, тантăшсем.
Эп вилменне пĕлетри?..
Эп, пулăмсем, вилмен-ха.
Сывлăш пур-ха кăкăрта.
Анчах сире курмашкăн
Парĕ и-ха вăл мана…
Пирĕн тĕрме пит çÿллĕ;
Чÿречисем тимĕрлĕ;
Вĕçен кайăксем вĕçеççĕ,
Чÿрече панчен иртеççĕ.
«Ăмăрт кайăк, ăçта каян?
Чÿрече çине лар халĕ,
Ирĕкри çынсен пурнăçне
Юрă юрласа кăтарт халĕ!..»
«Чÿречÿ çине лармастăп,
Сан чÿречÿ пит кĕçĕн:
Юрă юрласа памастăп,
Çын пурнăçне пĕлместĕп».
«Акăш, акăш, ăçта вĕçен?
Чÿрече çине лар-халĕ;
Ирĕкри çынсен пурнăçне
Юрă юрласа пар-халĕ!..»
«Юрă юрласа памастăп,
Эпĕ шывра çÿретĕп;
Этемсенĕн пурнăçне
Çавăнпа пĕртте пĕлместĕп».
«Çерçи, çерçи, ăçта вĕçен?
Чÿрече çине лар-халĕ;
Ирĕкри çынсен пурнăçне
Юрă юрласа пар халĕ!»
«Чĕлĕк, чĕлĕк! Вăхăт çук!
Иван пичче арманта
Тăкса янă ырашне.
Çавна çиме каяп-ха!»
Сасартăках çавăн чух
Вĕçес пырать пĕр кайăк.
Пĕр чĕнмесĕр, тумасăр
Чÿрече çине лараять.
«Ах, чунăмçăм, шăпчăк!
Эсĕ аван пурнатни?
Этемсенĕн пурнăçне
Юр юрласа кăтартатни?»
«Эпĕ юрă юрлăп-ха,
Этемсенĕн пурнăçне.
Сана, ырă айвана,
Веç каласа парăп-ха…
Ĕнер ирех, шурăмпуçпе
Эп кайрăм сирĕн патра;
Лартăм шĕшкĕ йăвăç çине.
Тытăнтăм юрра юрлама.
Сирĕн пÿртре çывратчĕç,
Чÿречисене уçнăччĕ.
Санăн кĕçен ывăлу,
Хай ыйхинчен вăранчĕ те:
«Атте ăçта?» терĕ те
Йĕчĕ яче куççульпех»…
«Юрла, шăпчăк, юрла!
Юрла, чунăм, юрла!..
Сан сассуна итлем-ха:
Ачамсем çинчен пĕлем-ха;
Вĕсем маншăн йĕреççĕ пуль,
Эп те вĕсемшĕн йĕрсм-ха…
Юрла, шăпчăк, юрла!
Юрла, чунăм, юрла»…
– «Эпĕ татах юрлăп-ха,
Сана, ырă айвана.
Веç каласа парăп-ха…
Сана тăвансем кĕтеççĕ,
Саншăн пурте йĕреççĕ.
Пурте сана саваççĕ
Сана курасшăн çунаççĕ.
Анчах, тăванăм, эс ан йĕр.
Эсĕ пĕр те айăпсăрне
Турă хăй те курать вĕт.
Сана хупнă тĕрмерен
Каллах сана кăларĕç.
Çакă вилĕм-тимĕртен
Сана каллех хăтарĕç.
Эсĕ тухăн ирĕке,
Эсе тухăн çутта,
Эсĕ таса сывлăша
Тухăн каллах эс кунтан.
Сана кĕтекен ачусем
Сана курса хĕпĕртĕç.
Сана кĕтекен чунусем
Ыталаса чуптăвĕç…
Ăшă, лăпкă каç пулĕ
Çакăнта курнă асапа
Ачусене ху калăн:
Ÿссе çитсе, ар пулсан,
Пур çынна та юратăр,
Чунпа савса, ыр сунса
Ыр ĕç тума вĕренĕр!
Тесе эсĕ вĕрентĕн.
Санăн ăслă ачусем
Хăвна чунтан савнипе
Сан сăмахна хыт тăнлĕç.
Ÿссе çитсе, ар пулсан,
Вĕсем ăслă çын пулĕç.
Усал, ухмах, çуксене
Чунпа, мулпа пулăшĕç…
Ĕмĕрÿ санăн вăрăм пулĕ!
Çÿçĕ-пуçĕ шуралĕ,
Анчах санăн ыр чĕрÿ
Хуйха-суйха пĕр пĕлмĕ…
Эсĕ вилĕн канăçлă.
Сана пурте асăнĕç…
Санăн хаклă тупăкна
Йăтса кайĕç масара;
Кунĕ пулĕ пит лăпкă,
Хĕвелĕ пăхĕ пит хытă…
Санăн савнă тăпру çине
Лартса хурĕç чул хĕрес.
Çак çĕрми чул хĕрес çумне
Лартса хурĕç ыр йăвăç…
Çакă ыр йăвăç çинче
Эпĕ юрлăп хам юрра…»

1907

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.