Хыпар пĕлтерни. Джеймс Тиссо.

Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Кузьминъ


Пуш 25-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайан хам кĕлĕ йĕрки тăватăп, хамăн ăшра пĕр шухăш анђах. Вăл манран уйăрăла пĕл­мест. Акă Назарет хулинђе Таса Хĕр Марія пурăнат̌. Çи­ти-çитми пурăнăç Хĕре ахаљ лартмаст̌. Ĕçлет Мĕскĕн, алă ĕçне тума ÿркенмест. Хăй ђухăн пулсан та, çитменни пайтах пулсан та, ђунĕ çинђен манмаст̌. Алă ĕçне пăрахат̌ те Турă кĕнекине тытса ларат̌. Турă çыруне вулат̌.

Турă сăмахĕ ырă сăмах, вуланă ђух ырă шухăш кÿртет, шухăша пĕлĕт çине хăпартат̌. Таса Хĕр Марія Исаія про­рок çырнă кĕнекене вулат̌. Вулат̌, вулат̌ те, шухăшлат̌; вуланине лайăхрах ăнлама тăрăшат̌. Вуланă çĕртех çак сăмахсене тĕл-пулат̌: акă хĕр йывăр çын пулса ывăл ађа çуратĕ, Ăна Еммануил йатлă хурĕç, тенĕ сăмахсене вулат̌. Вуласа пĕтерсенех кĕнекине хурат̌, Хăй вуласа илнĕ сă­махсем çинђен шухăша кайат̌: йепле пулĕ-ши ку ĕç? Иса­ія калани хăçан вырăна килĕ-ши? Ах, йепле телейлĕ пу­лĕ çав хĕр? Мана нимĕн те кирлĕ мар-ђђĕ, çав хĕрĕн тар­çи пулсан темĕн пек савăнаттăм, темĕн пек Турра кĕлтă­вăттăм, тесе шухăшласа ларнă. Ун ăшĕнђе çĕр çинђи шу­хăш пĕртте пулман. Шухăшĕпе пĕлĕт çине куçса пулас йапалана пĕлме тăрăшнă. Вăл çапла шухăшласа ларнă, пĕлĕт çинђен Гавріил архангел вĕçсе аннă. Вăл Таса Хĕр патне пынă та: ей Таса Хĕр, савăн, санпала Турă, тенĕ. Вăл ăна Христоса çуратасси çинђен каласа хăварнă. Хри­стоса çуратакан хĕрĕн тарçи пулăттăм тесе ĕмĕтленекене Христос Турă Амăшĕ Хăй пуласси çинђен пĕлтерсе кайнă.

Тăванăмсем! Çак Турă Амăшĕ çинђен шухăшласан шухăш ирĕксĕр хамăр çине куçат̌. Вара, савăнса тăракан­скер, сасартăк салхуланса кайат̌. Çутăпа пынă çĕртен тĕт­тĕм çĕре кĕрсе тăнă пек туйăнат̌, таса çĕртен пырсан, пырсан таса мар, пĕтĕм ÿте варалакан вырăна кĕрсе тăнă пек туйăнат̌. Кам вара пиртен Турă кĕнекине йу­ратса ăна илни пур? Кам вара пиртен, ĕçлесен, ĕçлесен алла кĕнеке тытса ларни пур? Кам вара пиртен: халĕ пăртак ĕçлерĕм, ÿт кăмăлне турăм, ăна çиме хатĕрлерĕм, ĕнтĕ ђун çинђен шухăшлас, ун валли çимĕç тăвас тесе алла кĕнеке тытса Турă сăмахĕсене вулакан пур? Пĕл­менни, пĕлменнипе тÿрре тухат̌; пĕлекен: кĕнеке çук, тесе хăйне тÿрре кăларат̌. Ĕç хушшинђе, пирĕн кÿрше, пус­килпе кайса лараççĕ. Алла кĕнеке тытас вырăнне, çăвара ђĕлĕм хыпаççĕ. Турă сăмахĕсене вуласа ђуна тасатас вы­рăнне, çынна çиме тапратаççĕ. Пĕр пĕринђен тăрăхлаççĕ, кулаççĕ.

Авă, Таса Хĕр Марія, ђухăн пулин те Турă кĕнекисĕр пурăнман. Пирĕн камăнах вара Турă кĕнекисем пур? Ђухăннисен мар, пуйаннисен те çук. Турă кĕнекине илме пĕр, икĕ пусне те хĕрхенсе тăраççĕ; ђĕлĕм, тапак, ерехшĕн çулталăкра темĕн ђухлĕ пĕтереççĕ.

Çавăнпа та епир Турăран çителĕклĕ ырăлăх илейме­стпĕр. Çавăнпа та хăш ђух темиçе çул выçлăх пулат̌, йе тырă нађар пулат̌, йе халăх хушшинђе хайар ђир çÿрет, йе выљăх мурĕ пулат̌. Çавсем пур те пирĕн ăш таса мар пирки пулаççĕ. Çавсене пурне те Турă пирĕн çылăхсем пирки йарат̌.

Çынсем пушă вăхăтра ырă кĕнекесем вуласан, ырă сăмахсем илтĕђђĕç. Ырă сăмах илтсе хăйсем те ырăланĕђђĕç, аванланĕђђĕç.

Тăванăмсем! ђунтан сире тархаслатăп: Турă кĕнеки­сене вулама тăрăшăр. Турă кĕнекишĕн укçа ан хĕрхенĕр. Есир кĕнеке виçĕ пус парса илĕр. Унăн усси укçа çине хурса танлаштарма çук пысăк. Сирĕн пĕр-икĕ пус катăлĕ; ун вырăнне ђун мулĕ пухăнĕ. Çĕрекен, пĕтекен мултан виç-тăватă пус пĕтерĕн, ун вырăнне ĕмĕр пĕтми, ĕмĕр çĕрми мул хатĕрлесе пырăн.

Есир епĕ каланине итлесе кĕнеке илĕр. Анђах ăна алла тытсан, пăртак вуласанах, ăна пăрахас килет. Есир хăвăра ирĕксĕрлесе вулаттарăр. Сана шуйттан ырă кĕ­некене вулаттарасшăн мар. Сана шуйттан кÿрше илсе кайса, йе урăх çĕре кайса пули-пулми сăмахсем калаç­тарасшăн. Анђах ун пек ђухне шуйттан ăша кÿртнĕ шу­хăша итлес пулмаст̌, çине тăрсах вулас пулат̌. Вара пĕр кĕнеке вулăн, тепĕрине вуласа тухăн, тата вулан, пыра киле кĕнекесĕр тăрассу килмĕ; кÿрше, йе улаха, йе ху­рах пÿртне-мĕне кайассу аса та килмĕ. Есĕ хăна ху аванлатăн. Турă Сывлăшне пурăнма ђĕрÿне тасатса хурăн. Вилсен те ырă курмалла пулăн. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.