Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Ваççа Аниççи


Геннадий Юмарт & Л. Трофимов – “Чăваш литератури (XX ĕмĕр пуçламăшĕ)” ятлă хрестомати пухакан ăсчахсем. 2006 çулта кăларнă кĕнеке асăннă тапхăрăн литературине уççăн çутатса парать… Тĕплĕнрех →


Ваççа Аниççи

(1893-1976)

Ваççа Аниççи (Анисия Васильевна Княгинина) 1893 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче (кивĕ стильпе 1892 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче) Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ) Анатри Тимĕрçенте чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1901-1904 çулсенче ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Пĕр çулталăк Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсен, каллех ялти шкула таврăннă. 1908-1911 çулсенче вал Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕнчи Сумароковăра икĕ класлă шкулта вĕренет. 1916 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн програми тăрăх экзамен тытать те учитель ятне илет. Ун хыççăн Ульяновк облаçĕнчи ялсенче учительте ĕçлет. 1947 çулта пенсие тухать те Димитровград хулине пурăнма куçать. Çыравçă 1976 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче вилнĕ.

Литература ĕçне Ваççа Аниççи 1905-1907 çулсенчи революци вăхăтĕнче хастарлă хутшăнать: сăвăсемпе кĕске калавсем çырать, вырăс юррисене чăвашла куçарать. 1907 çулта «Хыпар» хаçатра унăн хăйĕн «Ялта» сăвви, «Хура халăх» поэмипе Г.Гейнерен куçарнă «Камран пулăшу ыйтас?» сăвă пичетленсе гухнă. Çав çулхине вăл Тăнаньялсем Сергее «Хайхи» ятлă журнала çырса кăларма пулăшать.

Ваççа Аниççи совет тапхăрĕнче те литература ĕçне пăрахмасть, Шкулта ĕçленĕ вăхăтра халăх юмахĕсене пьесăсем туса çырать. Н. Гоголĕн «Ревизорне», А. Чеховăн «Упине» куçарать. 1960-1970 çулсенче каллех вăл поэзире хĕрсе ĕçлет: сăвăсемпе пĕрлех «Атăл каччи» поэма, «Иртсе каннă кунçулăм» асаилÿ çырать, хăй çырнисене икĕ кĕнекен пичетлесе кăларать («Çутă çăлтăр хăпарчĕ», 1966; «Ĕмĕт çитрĕ», 1972).

Ваççа Аниççи (Анисия Княгинина) Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн програми тăрăх экзамен тытса учитель ятне илнĕ. Революци вăхăтĕнче сăвăсемпе кĕске калавсем, Совет тапхăрĕнче – пьесăсем çырать, поэмисене кĕнекен пичетлесе кăларать… Тĕплĕнрех →

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.