Ваççа Аниççи: Хура халăх


Ваççа Аниççи (Анисия Княгинина) Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн програми тăрăх экзамен тытса учитель ятне илнĕ. Революци вăхăтĕнче сăвăсемпе кĕске калавсем, Совет тапхăрĕнче – пьесăсем çырать, поэмисене кĕнекен пичетлесе кăларать… Тĕплĕнрех →


Хура халăх

Çуркунне. Çутă кăвак
Пĕлĕтрен хĕвел хĕртет;
Çуттипе шурă юра
Чуптуса ирĕлтерет.


Пур енчен те çырмасем
Шавласа-шăнкартатса,
Выляса-йăлтăртатса,
Хĕвеле хирĕç кулса,
Чупаççĕ сиккипеле
Аната, амăшĕ патне;
Амăшне – хулăн пăрçа
Çĕмĕрсе-таткаласа
Хĕллехи тыткăнлăхран
Хăтăлмашкăн пулăшма,
Амăшпе инçе çула
Шавласа та кĕрлесе
Харăс тапранса кайнă.
Васканă пек туйăнать.
Пур тĕрлĕ вĕçен кайăк
Çуркуннешĕн савăнать.
Çерçисем хĕвел питне
Пухăннă та пĕр-пĕрне,
Пĕрмаях чĕвĕлтетсе,
Хăйсенĕн савăнăçне
Каласа кăтартаççĕ.
Тăри те, хирте, çÿлтен
Тĕнчери çуркуннехи
Мĕнпур илеме курса,
Ытараймасăр, ăна
Мухтаса юрă юрлать.

Эс анчах, хура халăх,
Тĕнчери пур чĕрĕ чун
Савăннă çак вăхăтра
Тамăкри пек пурăнан!
Пăрахăç тăлăх ача.
Ачасем вылянă чух,
Пăрăнса аяккалла.
Хурланса йĕрсе тăрать;
Эс те çав ача пекех.
Икĕ куç сана тĕнчен
Илемне курма паман,
Куççулли тăкма панă;
Чĕрÿне савăнма мар,
Хуйхăрса çунма панă.
Савăнас шухăш сан çук,
Шухăшу сан пĕрмаях
Пĕр татăк çăкăр çинче.
Тăсăлса ÿкичченех
Ĕçлессе ху ĕçлетĕн,
Çапах та тирпейлĕрех
Кил-çурта та тăваймастăн,
Тутă та пулаймастăн!

Улăмпа витнĕ, путнă.
Ишĕлес пек туйăннă,
Хăш куçне кипке карнă
Виç пĕчĕк чÿречеччĕ
Аслаçу лартнă пÿртĕ
Утмăлта карчăк пекех.
Пÿртĕ алăкне уçса,
Çил-тăвăл, йыт-качăка
Кĕресрен анчах тунă
Хуш пек пăлтăрна курап.
Çуклă-пурлă япала,
Пукравччен тырă хума
Мунча пек кĕлечĕ пур.
Малалла тайлăк ампар
Витĕр курăнса ларать;
Ун айне пĕр кĕтессе
Кăрманлă çуна лартнă.
Кĕтессе, ампар çумне,
Вĕрлĕк хапхаллă çатан.
Пĕчĕккĕ, лутра карта
Аслăкла витсе тунă.
Карта хапхи патĕнче
Хĕртекен хĕвел çинче
Халь тÿнес пек лашупа
Хĕç пекех юлнă ĕнÿ
Улпутран сутăн илнĕ
Çинĕ улăм кăшлаççĕ.
Картине ытти енчен
Çил тайнă çатан пÿлнĕ.
Çатану урлă пăхать:
Пахчăвăн леш веçĕнче
Анкарти пушă вартать,
Пĕр йĕтем юпи анчах.
Тăлăх пек, тайлăк ларать.
Алăксенче пĕшкĕнсе,
Сан пÿртне курма кĕреп.
Сывлама та çук пăчă,
Хăш куçне кипке карнă
Виç çĕмрĕк чÿречерен
Пĕринчен хĕвел çутти
Урайне кĕрсе ÿкет;
Хĕвелĕн çав çуттинче
Явăнса тусан çÿрет.
Урайне пылчăк хытнă,
Хăмисен хушшисене.
Тĕлĕпе саплăк çапнă.
Кăмаки мăкăрăлнă.
Икĕ сак кĕтессинче
Пĕр ури хуçăк сĕтел,
Пĕчĕккĕ кивĕ тенкел.

Сак çине, пĕр кĕтессе,
Çĕтĕк-çурăксем çине
Пăрахнă икĕ çÿхе.
Хуралнă питлĕ минтер.
Пăтаран алăк патне
Таткаланнă пĕр кĕрĕк,
Ик сăхман, çурăк чаппан.
Кăларса ывăтмалли
Пĕр çĕлĕк çакса хунă.
Эй, асап курман çынсем!
Çакăн пек пÿртре эсир
Выльăхăра та усрăмăр
Халăха анчах эсир,
Выльăхран та кая хурса,
Витĕртен начар пÿртре
Питĕрсе, хупса лартрăр!..
Кăмака çинче карчăк
Çĕтĕк-çурăк айĕнче
Йăнăшса чирпе выртать,
Кил хуçийĕ тĕпелте
Çăпата туса ларать.
Улача кĕпе-йĕмпе,
Уринче çĕтĕк тăла.
Чĕркуççийĕ хушшине
Хĕстернĕ çăпатине;
Малалла пуçне чикнĕ.
Хĕрĕхе те хăй çитмен,
Çÿç-сухалĕ шуралать.
Питçăмартиссм путнă,
Сăмси çех тăрса юлнă.
Курпунĕ пысăк тухнă:
Шăммисем саланасран
Тирĕ анчах тытса тăрать.
Сывлăшне çавăраймасăр
Час-часах хăй ÿсĕрет.
Ÿсĕрсе çăра сурчăк
Урайне сурса таптать.
Кĕтесре, алăк панче,
Кил хуçийĕн арăмĕ
Шур пир тĕртсе ларать.
Пуçĕнче тĕссĕр явлăк
Çийĕнче çĕтĕк кĕпе;
Пĕркеленнĕ, шăмăллă,
Шурă [çурăмĕ çине]
Йывăр ĕç тарĕ тухнă.

Ун панче, хуп сăпкара,
Кипкесенĕн айĕнче
Кăкăрти ачи сывлать.
Турăшсен кĕтессинче,
Ашшĕнчен-амăшĕнчен
Аякка уйăрăлса,
Икĕ пÿрнине хыпса,
Пиллĕкри хĕр, çăкăршăн
Тин йĕме чарăннăскер,
Сарăрах çÿç хушшинчен
Типеймен куççуль витĕр
Икĕ хĕрлĕ пуçĕпеле
Хуйхăрса пăхса тăрать.
Питĕнче тумлам юн çук.
Тутисем кăвакарнă.
Мăйĕнче шăнăр паллă.
Хулă пек алли-ури;
Пĕчĕкçĕ талăппÿне
Çĕтĕлнĕ кĕпе çакнă.
Çил вĕрмен, хĕвел курман
Тин шăтнă сарă чечек
Сарăлма пуçличченех
Çав хĕр пек типме пуçлать!
Хĕр, выççа чăтаймасăр.
Кăшт тăрсан, «çăкăр» тесе
Хурланса йĕрсе ячĕ…
Хĕр енне пуçне пăрса,
Шаккаса шĕшлипеле,
Кăшкăрса ашшĕ ячĕ:
«Ан ула, выçă кашкăр!
Каланă пĕрре сана
«Кăнтăрла çийĕн» тесе!
Ак, илĕп те чăпăрккă.
Кастарăп кутна уçса!»
Хĕр йĕме чарăнаймасть,
Хĕр тата хытă йĕрет…
Калăплă çăпатине
Пăрахрĕ те хĕр ашшĕ
Урисем çине тăчĕ.
«Чарăнмастăн-и-ха эс?!» –
Терĕ те чăпăрккине
Пăтаран ярса илчĕ.
Чăпăркка аврипеле
Шаккаса, ача патне
Çывхарса тата хытă
Пуçларĕ кăшкăрма:
«Чарăн!.. Чарăн!.. Унсăрăн
Пайсăрхин пек кастарăп!..»
Кăмака çинчи карчăк
Çак шава чăтаймарĕ,
«Еррипе!.. Пуç çурăлать!..
Ах!., часрах вилесчĕ!..
Эй, асап!..» – терĕ. Хай хĕр
Ашшĕнчен хăранипе
Чарăнчĕ ирĕксĕрех,
Ик çинçе пÿрнисене
Çăварне татах хыпрĕ,
Тăлăх пек кĕтессине
Хытăрах хăй çыпçăнчĕ,
Тытăнчĕ кăнтăрлахи
Апата чунтан кĕтме!..
Хĕр ашшĕ чăпăрккине
Чĕнмесĕр çакса хучĕ,
Ахлатса çăпатине
Еррипе ярса илчĕ.
Пĕр сăмах та чĕнмесĕр
Тытăнчĕ каллех тирме…
Сасăпа кăкăр ачи
Вăранса йĕрсе ячĕ;
Амăшĕ сиксе тăчĕ,
Сăпкана ярса тытса,
Хăй хĕрне вăрçа-вăрçа
Сулламашкăн тытăнчĕ.
«Ня… ня… ня… Çывăракан
Ачана, мур, вăратрĕ!
Чирлесе вилсем часрах!
Пурĕпĕр выçă вилĕн!
Хă[в]на та канлĕ пулĕ.
Ытлашши пыр та чакĕ!..
Улттăшĕ çапла выçах
Кăшкăрса, йĕрсе вилчĕç!..»
Ку тĕлте хĕр амăшĕ
Ачине сулла-сулла
Тытăнчĕ пĕр аллипе
Ик куçне шăлкалама…

Выçă хĕр куç айĕнчен,
Кĕтесрен тапранмасăр,
Ик çинçе пÿрнисене
Çăвартан кăлармасăр.
Йĕрекен амăш çине
Тытăнчĕ пĕр май пăхма.
Кил хуçийĕ вăрăммăн
Сывласа ячĕ; пуçне
Çĕклемесĕр хăвăртрах
Шак-шак! тытăнчĕ тирме…
Кăкăрти ача йĕрет…
Амăшĕ куçĕсене
Чарăнчĕ шăлкалама,
«Ня… ня… ня… Çăкăр!.. çăкăр!..
Халĕ те кун каçиччен
Виç-тăватă хут çиен!
Ав, эпир аçупала
Ирпе каç анчах тутă!..
Ня… ня… ня… Халĕ те
Вырмалла пачăшкăран
Илнĕ вунă пăт тырра
Час çисе пĕтертĕмĕр!
Сĕтелти çур çăкăртан
Ытлашши пĕрчĕ те çук…
Ня… ня… ня… Ку мĕн тата
Сулласан та çывăрмасть?!
Ĕçлеме вăхăт памасть?
Çак пире пĕтерсессĕн.
Çын валли тĕртесшĕнччĕ…
Кил, эппин, кăшт çитерем!
Пĕр вăрансассăн вара
Çывăрттарасси асап!..
Ай-уй!.. мĕскĕнĕн епле
Çиесси хытă килнĕ!
Пĕчĕкçĕ аллисемпе
Чĕччĕме ярса тытрĕ,
Васкаса чĕтĕресе
Çăварне часрах хыпрĕ!..

Эх, ку çук пурнăçĕ!
Çак вăрăм кун хушшинче
Çирĕм хут ĕмет пулĕ,
Çапах та тăранаймасть!..
Хăр-типĕ çăкăр çисе,
Кăкăрăм типсе ларчĕ…
Парăттăм ĕмчĕк туса –
Çук укçа сахăр илме!..»
Арăмин сăмахĕсем
Кил хуçийĕн чĕрине
Çĕçĕ пек хырнă пулас,
Чăтаймасăр вăрăммăн
Сывласа та ярса,
Арăмне часрах пÿлчĕ:
«Мĕн тума пултарăпăр?!
Çĕр сахал; çук тырруна
Куланай пама сутан,
Нумайрах акас тесен,
Çĕр илме пĕр пус та çук…
Ĕçлесе укçа тăвас –
Ĕç ăçтан тупма çÿрен?
Кĕркунне, ав, хулана
Ĕçлеме кайрăмăр та,
Каялла таврăнтăмăр –
Вунă пус ахаль петрĕ…
Тырă турттарма пĕри
Тытасшăнччĕ те… лашу
Хă[й]не те чух сĕтĕрет.
Лашупа турттарма мар,
Тыррăна та акаймăн…
Пуяна, ак, çăпата
Ик мăшăр кунне тăвап.
Мăшăрне икĕ пуса –
Çакăн пек ĕç хăш чухне
Тупăнать… анчах унпа
Нушăна тÿрлетеймĕн…
Салтакран Петĕр килсен,
Сывлăш çавăрăпăр-и?..
Ах-ах-ах!.. чăтас пулать:
Çак асапсене курма
Турă çырнă-тăр пире!»

Эй, мĕскĕн хура халăх!
Çывăрмасăр, тар сапса
Ÿстернĕ тыррупала,
Шăммăна-шакка ватса
Кăшт тупнă укçупала
Ыттисем пурăнаççĕ,
Ху выçă ларнă чухне
Çурт тулли хăна пухса
Ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ,
Тĕттĕмрен кăлармаççĕ.
Эс вара: «Асап курма
Турă хушнă-тăр», – тетĕн.
Çынпала çынна турă
Нихăçан та уйăрман:
Пурне те тăмран тунă,
Пĕр пек чун вĕрсе кĕртнĕ:
Çак çĕре пултарсассăн,
Пур çын аллине панă:
Пур çынна та тарласа
Ĕçлесе çиме хушнă.
Халĕ те вăл çумăрне,
Çак хĕвелĕн çуттине
Пуянни-çукки çине.
Пĕр тиркемесĕр ярать.
Çук, мĕскĕн хура халăх,
Турă мар çынна тиркет,
Эс асаплă пурăнни
Çынсенченех вăл килет!

1907

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.