Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Илле Тăхти


Геннадий Юмарт & Л. Трофимов – “Чăваш литератури (XX ĕмĕр пуçламăшĕ)” ятлă хрестомати пухакан ăсчахсем. 2006 çулта кăларнă кĕнеке асăннă тапхăрăн литературине уççăн çутатса парать… Тĕплĕнрех →


Илле Тăхти

(1889-1938)

Илле Тăхти (Илья Ефимович Ефимов) 1889 çулхи авăнăн 16-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕнчи (халĕ ЧР Тăвай районĕ) Нÿшкассинче çуралнă. Малтан кÿршĕ ялти Элпусĕнчи прихут шкулне çÿрет, унтан ялĕнчи пуçламăш шкулта вĕренет, Сĕвери прихут шкулне куçать. 1903 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие вĕренме кĕрет. 1908-1914 çулсенче вăл – Тавăтри пуçламăш шкул (ЧР Элĕк районĕ) учителĕ. Ун хыççăн Вятка кĕпĕрнине куçса каять, çулталăкран ăна пĕрремĕш тĕнче вăрçине илеççĕ.

ХХ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Тăхти каллех халăха вĕрентес ĕçе кÿлĕнет: Шăхранти (халĕ Канаш) кăтартуллă шкулта, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕнче, Шупашкарти педтехникумра ĕçлет, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет.

Тăхти 1938 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Шупашкарта ÿпке чирĕпе вилнĕ.

Литература ĕçне Тăхти 1905 çулта тытăнать, малтан чăвашла тата вырăсла сăвăсем çырать. 1906-1907 çулсенче вал семинарире тухса тăнă «Шурăмпуç» ятлă алçыру журналне хутшăнать, уйрăмах йăла-йĕрке ÿкерчĕкĕсем çырать, фольклор пухать. 1908 çулта арифметика задачникĕ пичетлесе кăларать, «Вутăшпа чăваш» юмаха çырать. 1911 çулта унăн «Хураç» калавĕ Хусанта «Пуян пулас килсен, çак кĕнекене ил» ятпа уйрăм кĕнекен тухать. Çак çултах Тăхти «Тавăт, Мĕлĕш, Шуруç юррисем» кĕнеке кăларать. 1914-1915 çулсенче вăл Сарапулта вырăсла тухса тăнă «Кама» хаçатра фелье (енсем пичетлет. 1917 çулта «Хыпар» хаçатра унăн «Самана» сăвви тухнă.

Илле Тăхти – учитель, Çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ. Поэзийĕпе тата публицистикипе палăрать. Прихут шкулĕсемпе семинарире вĕреннĕ арçын чиркÿне сутса çĕнĕ саманан савăнăçлă юрăçи пулса тăрать… Тĕплĕнрех →

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.