Иисус йĕнĕ

Вилнĕ Лазаре Ђĕртнĕ Шăмат Кун Вĕрентсе Калани


Священникъ Н. Кузьминъ


Пайан Христос Туррăмăр вилнĕ Лазаре вилĕмрен тĕртнине асăнаççĕ. Çавăнпа евангеліе те Христос Туррăмăр Лазаре йепле ђĕртни çинђен вуларăмăр.

Іерусалимрен инçех те мар, пĕр Виѳанія йатлă йалта Лазар йатлă çын пурăннă. Унăн икĕ йăмăкĕ пулнă: пĕри Марѳа, тепĕри Марія йатлă пулнă. Іисус Христос халăха вĕрентсе çÿрене ђухнĕ ђас-ђасах вĕсем патне канма кĕнĕ. Вăл Лазарĕн çемйине йуратнă.

Пĕрре çав Лазар пит хытă ђирленĕ. Пиђђĕшĕ ђирлесенех йăмăкĕсем Христос патне калама йанă. Вĕсем: Христос ђирлĕ çынсене ђирĕсенђен сыватнине пĕлнĕ. Çавăнпа пирĕн Лазаре те килсе ђирĕнђен сыватĕ-ха тесе ĕмĕтленсе тăнă.

Іисус Христос Лазар ђирлĕ тенине илтсен, çавăнтах тăрса, васкаса, ун патне кайас вырăнне, çав тĕлте тата икĕ кун пурăннă. Вĕренекенĕсем мĕншĕн Лазар патне васкаса кайманнине пĕлђђĕр тесе, Вăл вĕсене каланă: Лазар ђирĕ вилмелли ђир мар, унăн ђирĕ Турра мухтава кăларас ђир, унăн ђирĕ тăрăх Турă Ывăлĕ ђаплăланмалла, тенĕ.

Іисус Христос Лазар вилессине пĕлнĕ. Анђах ăна Вăл вилĕмĕнђен ђĕртсе тăратасшăн пулнă. Ăна вилĕмрен ђĕртсе тăратса Турра мухтава кăларасшăн пулнă. Вара çав тунă хăват Турă Ывăлне Хăйне те ђапа кăларассине пĕлсе тăнă.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Икĕ кун иртсен, Христос Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: ат̌ăр, каллах Іудеяна кайăр, тенĕ. Вĕренекенĕсем Ăна каланă; Вĕрентекен, іудейсем Сана ђулпа персе вĕлерес тени нумай та пулмаст̌, Есĕ татах унта кайасшăн, тенĕ. Вара Іисус Христос Хăй мĕншĕн Іудеяна кайасшăн пулнине каласа кăтартнă. Вăл каланă: пирĕн Лазар тусăмăр çывăрнă, Епĕ ăна вăратма кайатăп, тенĕ. Вĕренекенĕсем Ăна хĕрхенсе, іудейсем Христоса вĕлерме шыранине пĕлсе, Ăна унта йарасшăн мар пулса каланă: Вĕрентекен, çывăрнă пулсан сывалĕ еппин, тенĕ. Вĕсем Христос мĕн каланине пĕлмен. Вĕсем Лазар çинђен ђăнахах çывăрат̌ пулĕ, тесе шухăшланă. Анђах пурне те пултаракан Турăшăн вилĕм те ăйхă пек анђах. Çывăракан çын патне тепĕри пырса тăратат̌. Çывăракан çын вара: тăр тесенех тăрат̌. Турăшăн вилнĕ çынна ђĕртесси те çавăн пек анђах. Вăл çынна тăр, тет те, çын ђĕрĕлсе тăрат̌. Вилĕме тата леш тĕнђери пурăнăçпа танаштарсан, хамăр вилсен, тепĕр хут ђĕрĕлсе тăмаллине аса илсен, пирĕн вилĕм ăйхă пек анђах. Турă çынна: тăр, тесенех тĕнђери çынсем пур те ђĕрĕлсе тăрĕç. Христосăн вĕренекенĕсем, Вăл вĕсене вилĕме ăйхăпа пĕр туса, каланине ăнланайман. Çавăнпа Вăл вĕренекенĕсене каланă: Лазар вилнĕ, ат̌ăр ĕнтĕ ун патне, тенĕ. Вара вĕренекенĕсем пур те Ун хыççăн кайнă.

Іисус Христос Виѳаніяна çитерехпе Ăна Лазар вилни çинђен каласа кăтартнă. Вăл тупăкра тăватă кун выртнине те каласа пĕлтернĕ. Ăна хирĕç Лазарĕн йăмăкĕ Марѳа тухнă та каланă: ей Вĕрентекен! Есĕ кунта пулнă пулсан, манăн пиђђем вилмен пулĕ-ђђĕ. Анђах халĕ те пĕлетĕп, Есĕ Турăран кирек мĕн ыйтсан та, Турă Сана парĕ, тенĕ. Іисус ăна каланă: санăн пиђђÿ ђĕрĕлсе тăрĕ, тенĕ. Марѳа каланă: йулашки кун, вилнĕ çынсем ђĕрĕлсе тăнă ђухне ђĕрĕлсе тăрассине пĕлетĕп, тенĕ. Іисус каланă ăна: ђĕрĕлĕх те, пурăнăç та Епĕ; Мана ĕненекен вилсен те ђĕрĕлĕ, тенĕ. Марѳа каланă: Вĕрентекен, Есĕ Туррăн тĕнђене килекен Ывăлĕ Христос пулнине ĕненетĕп, тенĕ.

Пит пысăк ĕç пулас вăхăт çывăхарнă. Тĕнђе пулнăранпа пулман хăватăн пулас вăхăђĕ çитнĕ. Çав тĕлĕнмелле, хăватлă ĕçе туса Христос Хăйне ĕненмен çынсене Хăйне ĕнентересшĕн пулнă; хытă ђĕреллисен ђĕрисене çемçетсе Хăй Турă пулнине кăтартасшăн пулнă. Пайтах тĕлĕнмелле ĕçсем туса Хăй йенне çавăрăнман çынсене— Хăйне курайман тăшманĕсене— улăшăнђђăр, пĕлмесĕр ан йулђђăр тесе, çĕрсе кайса, шăршă кĕрекен çынна вилĕмĕнђен ђĕртсе вĕсене Хăйпе пĕрлештересшĕн пулнă. Ĕлĕк Вăл тĕлĕнмелле ĕçсене пĕђђен çĕрте тума йуратнă, ун çинђен çынсене пĕлтересшĕн пулман. Халĕ тăвас ĕçне, тĕлĕнмелле хăвата çын çук çĕрте тăвасшăн мар. Вăл Турăлăхĕпе: çак тăвас ĕç йулашки пулассине пĕлет, Хăйне іудейсем тытса парассине витĕр курса тăрат̌. Вăл йулашки хут Хăй Турă пулнине кăтартма çынсем ытларах пухăнасса кĕтет. Марѳана калат̌: кайса йăмăкна, Маріяна, ђĕнсе кил, тет. Марѳа ђупса кайса, йăмăкне вăрттăн систерет: Вĕрентекен кунта, Сана ђĕнет, тет. Марія çавна илтсенех, пÿртĕнђен тухса, Іисус патне ђупса васкаса пырат̌. Марія пÿртрен тухса кайнине курса, унта пухăннă çынсем: ку пиђђĕш тупăкĕ патне макăрма кайрĕ ĕнтĕ, тесе пÿртрен ун хыçĕнђен тухнă. Марія васкаса Христос патне çитнĕ. Ăна ÿксе пуççапса каланă: ей Вĕрентекен, Есĕ кунта пулнă пулсан, манăн пиђђем вилмен пулĕ-ђђĕ. Хăй ĕсĕкле-ĕсĕкле макăрнă, пиђђĕшĕ вилнĕ пирки ăшне пусарайман. Ăна курса унпа пынă іудейсем те макăрнă. Çав макăракан çынсене курсан, Іисус Христос та ђăтайман: Унăн куççулĕ тухнă.

Іисус Христосăн куççулĕ тухнине курсан, унта пынисенђен хăшĕ каланă: астăвăр-ха, Вăл йепле йуратнă ăна, тенĕ. Тата хăшĕ, Ăна курайманнисем каланă: Ку, суккăр çыннăн куçне уçнăскер, кăна та вилмелле мар тума пултармĕ-ђĕ-и-мĕн? тенĕ. Пултарнă пулсан, Лазаре вилĕмрен хăтарнă пулĕ-ђђĕ. Анђах Лазар вилђĕ. Ахăр, Вăл ăна ђирĕнђен сыватма пултарайман. Çавăнпа ĕнтĕ нимĕн тума аптăранипе макăрăр тенĕ.

Анђах вĕсем Іисусăн мĕншĕн куççулĕ тухнине пĕлме пултарайман. Іисус Христоса пĕр йенђен вилнĕ Лазарĕн йăмăкĕсем шел пулнă. Унтан тата Вăл Хăйĕн турăлăхĕпе малалла мĕн пулассине-курсах тăнă. Вилнĕ Лазаре ђĕртнĕ-шĕн іудейсем Ăна ĕненес вырăнне, Ăна йуратас вырăнне, вĕлерме канаш хурассине пĕлнĕ: пĕр виç-тăватă кунтан Хăйне хĕрес çумне çакса вĕлерессине пĕлсе тăнă. Çавăнпа Вăл ђăтаймасăр Хăйĕн етемлĕхĕпе куççулĕ кăларнă.

Вара Вăл каланă: ăçта хутăр ăна, Мана кăтартăр ăна, тенĕ. Лазарĕн йăмăкĕсем каланă: пырса пăх, тенĕ.

Іисус Христос хуйхăрса Лазаре пытарнă шăтăк патне пынă. Шăтăк умне пысăк ђул йăвантарса хунă. Іисус унта çитсен ђунне илсе пăрахма хушнă. Вилнĕ çынсене пытарнă шăтăк анине кирлĕ ђухне анђах уçма йуранă. Уçас пулсан та вилни, вăраха кайман пулсан анђах уçнă. Çĕре пуçланă ÿт пăхма та аван мар, унтан шăршă килнĕ пирки çывăха пыма та кăмăллă мар. Палестина ăшă çĕрте. Унта вилнĕ çынсем пит ђас çĕре пуçлаççĕ. Çавăнпа іудейсем вилнĕ çынна вилнĕ кунах пытарма тăрăшнă. Лазар вилни тăватă кун çитнĕ. Вăл çав хушăра хытах çĕре пуçланă. Унтан хытах шăршă кĕнĕ. Çавăнпа Марѳа Іисуса каланă: ей Вĕрентекен, унăн тупăк анине йепле уçас: унтан вилĕ шăрши кĕрет, тенĕ. Іисус каланă: ĕненсен, есĕ Туррăн аслăлăхне курăн, тесе каламарăм-и Епĕ сана? тенĕ.

Вара Лазарĕн йăмăкĕсем ђарса тăман. Тупăк умне

йăвантарса хунă ђуна илсе пăрахнă. Іудейсем нумайĕшĕ Іисус çинђен Вăл хăватсем усал сывлăш хăвађĕпе тăват̌, тенĕ. Вăл çавна пĕлсе вĕсене хăватсем кам вăйĕпе тунине кăтартасшăн пулнă. Вăл çÿлелле пăхса каланă: ей Аттем! Есĕ Мана итленĕшĕн Епĕ Сана тав-тăватăп, тенĕ. Унтан татах каланă: Епĕ Есĕ кирек хăçан та Мана итлессине пĕлеттĕм те, анђах çакна Епĕ кунта тăракан халăхшăн, вĕсем Мана Есĕ йанине ĕненђђĕр тесе, каларăм, тенĕ. Çакна каласан, хытă сасăпа каланă: Лазар! тух, тенĕ. Вара пĕтĕм çын куç умĕнђе, тупăкра тăватă кун выртнă Лазар, çĕрсе шăршă кĕрекен çын хăйне ђăрканă пирсемпех тупăкран тухнă. Іисус каланă: пирĕсене салтăр, вăл уттăр, тенĕ.

Çав тĕлĕнмелле хăвата курсан, пур те тĕлĕнсе кайнă. Çавăнта тăракансенђен нумайĕшĕ Іисуса ĕненнĕ. Анђах çавăнтах усал ăшлă çынсем те пулнă. Вĕсем Іисус патне пырса, Ăна ÿксе пуççапса тав-тăвас вырăнне, ђасрах мĕн пулни çинђен синедріона кайса каланă.

Пулнă ĕç пирки Іисусăн тăшманĕсем пурте ура çине тăнă: пуп-пуçлăхсемпе фарисейсем тĕнђе пĕтмелли усал ĕç пулнă пек, васкаса синедріонри ђинсене пухнă. Унта вĕсем Христоса пĕтересси çинђен канаш тунă. Анђах тăвас ĕçне Іисуса çиленсе мар, халăха, іудейсене хĕрхенĕн пек туса, Ăна пĕтерме канашланă. Вĕсем шухăшланă: акă Вăл вилнĕ çынна ђĕртрĕ, халăх пур те Ун хыççăн кайĕç. Ăна патша теме тытăнĕç. Вара рим çыннисем килсе халăха пĕтерсе тухĕç, тенĕ. Вара пĕтĕм халăх пĕтиђђен пĕр çын пĕтни авантарах пулĕ тесе, Іисуса вĕлерме хунă. Çавăнтан кайран Ăна тытма май анђах шыра пуçланă.

Тăвансем! Çак ĕлĕк пулнă ĕçе каласа пĕтерсен мĕн калам-ши сире? Вăл йулнă ĕç çинђен шухăшлатăп та пĕтĕм кăмăл тулса килет, калас сăмаха калама ђĕлхе çавăрăнаймаст̌.

Астăвăр ĕнтĕ хăвăрах! Іисус вилнĕ çынна ђĕртнĕ. Іудейсем Ăна Хăйне вĕлересшĕн. Іисус, вилсе тăватă кун тупăкра выртнă çынна, тупăкран ђĕртсе кăларнă. Вĕсем Ăна Хăйне ĕмĕрлĕхе тупăка ђиксе хурасшăн. Іисус çĕре пуçланă çынна ђĕртнĕ. Вĕсем, ун вырăнне, Унăн Хăйĕн ÿтне çĕрсе çĕр пулма ђиксе хурасшăн. Іисус вилнĕ çыннăн тупăкĕ умĕнђи ђула йăвантарса пăрахнă. Вĕсем, ун вырăнне, Хăйне тупăка хурса Ун патне пысăк ђул йăвантарса хурасшăн. Іисус вĕсене ырă тунă. Вĕсем Ăна усал тума канаш хунă. Іисус çынна пурăнăç панă. Вĕсем Христоса вилĕм пама хатĕрленеççĕ. Йепле тĕлĕнес мар çав ĕçрен. Çав ĕçе тăвакан çынсене йепле: ăссăрсем, тесе калас мар.

Тăвансем! Іудейсем пек ăссăр, усал пулас мар тесен, пирĕн вĕсем пек пулас пулмаст̌. Хамăра ырă тăвакан Турра усал ĕçсем туса кÿрентерес пулмаст̌. Пире тырă-пулă, выљăх-ђĕрлĕх, пурăнăçра мĕн кирлине пурне те парса тăракан Турра ырă, лăпкă пурăнса, Ăна тав-туса пурăнас пулат̌. Турра анђах мар. хамăра ырă тăвакан çынсене те, хамăршăн тăрăшакан çынсене те хисеплес пулат̌. Çынна пулăшма, çынна хĕрхенме, çыншăн тăрăшма, Турă çыннăн ђĕрине Хăй çавăрат̌, ăна ырă ĕçсем тума Хăй пулăшат̌. Çавăнпа хамăра ырă тăвакан, хамăршăн тăрăшакан çынна хисеплеменни, ăна усал туни пулат̌, Туррăн ĕçне хирĕç пыни пулат̌. Туррăн ĕçне хирĕç пыни Турра Хăйне хирĕç, пынипе пĕрех. Çавăн пек çын, іудей çынни пек, пулат̌. Çавăнпа, іудейсем пек пуласран, сыхланса пурăнăр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.