Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Иван Козлов


Геннадий Юмарт & Л. Трофимов – “Чăваш литератури (XX ĕмĕр пуçламăшĕ)” ятлă хрестомати пухакан ăсчахсем. 2006 çулта кăларнă кĕнеке асăннă тапхăрăн литературине уççăн çутатса парать… Тĕплĕнрех →


Иван Козлов

(1887-1968)

Иван Федотович Козлов 1887 çулхи авăнăн 25-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи (халĕ ЧР Вăрнар районĕнчи) Мăн Явăшра çуралнă, 1901 çулта ялти пуçламăш, ун хыççăн Хапăсри икĕ класлă шкулсенче вĕренет. 1910 çуша Кемерово çывăхне куçса каять, ялти шкулта ĕçлет. 1912 çулта каллех тăван ялне таврăнать. Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, 1918-1929 çулсенче суту-илÿ кооперативĕнче, кредит обществинче ĕçленĕ. Томск облаçне куçса кайнă хыççăн хутпĕнменлĕхе пĕтерес ĕçре вăй хурать, учительсен пĕлĕвне ÿстерекен курсра, университетра вĕренет, пенсие тухичченех учительте ĕçлет.

Чăваш наука тĕпчев институчĕн архивĕнче Иван Козлов 1910 çулта çырса хăварнă чылай хулăн алçыру упранать. Унта пĕтĕмпе тăхăр сăвă, икĕ очерк тата «Ив. Овсинский вĕрентнĕ çĕнĕ йĕркепе ака-суха тăвасси çинчен» ятлă вырăсларан куçарнă брошюра тексчĕ. Хайĕн сăввисемпе очеркĕсенче автор ытларах халăхăн авалхи йăли-йĕрки çинчен çырать.

Иван Козлов – тĕрлĕ вăхăтра тата тĕрлĕ хуласенче суту-илÿ сферинче тата хутпĕнменлĕхе пĕтерес ĕçре вăй хунă паллă учитель. Халăхăн авалхи йăли-йĕрки çинчен сăвăсемпе очерксем çырса хăварнă… Тĕплĕнрех →

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.