
Иван Козлов – тĕрлĕ вăхăтра тата тĕрлĕ хуласенче суту-илÿ сферинче тата хутпĕнменлĕхе пĕтерес ĕçре вăй хунă паллă учитель. Халăхăн авалхи йăли-йĕрки çинчен сăвăсемпе очерксем çырса хăварнă… Тĕплĕнрех →
Самана
…Çĕр çинче этем çитмен-пĕлмен ĕç хăвармарĕç,
Пур япалана та çĕнĕрен çĕнĕ кăларчĕç.
Чапланса сарăлса тухсах пырать;
Ĕлĕкхи-авалхи кив хатĕр хыçах юлать:
Ун çинчен çавăрăнса пăхаканах та çук-çке.
Парпа ĕçлемелли машинăсем тухрĕçĕ,
Чугунка чупмалли рельсăсем хучĕçĕ.
Парохода та парпах çÿрететпĕр,
Ăшне лампа çутса ĕçлеместпĕр,
Электричество кăлармалли хамăрнах пур-ĕçке.
Трамвайне те унпах турттаратпăр-çке.
Ун йышшисене этем чĕлхепе каласа пĕтерес çук,
Пултарас çук, тăваяс çук.
Туса пĕтернисем темĕн чул йăтăнса выртаççĕ.
Тухса пĕтменнисем чунтан кĕтсе васкаса тăраççĕ.
Кĕтсе выртакансем килсен пит аван пулĕччĕ,
Анчах вĕсенчен хăшĕ те пулсан хатĕрех тăтăрччĕ.
1910
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн
VulaCV.com
2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Сайт статистики: 2020 çул.
- Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Раштав Уйăхин 26-мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ