Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани


Кузьма Сидоровъ


Май 21-мĕшĕ

Тăвансем, пайан епир, апостостолсемпе пĕр тан пул­нă Константинпа Еленана асăнса праçник тăватпăр. Констан­тин Христос çуралсан кайран 4-мĕш ĕмĕрте Грек çĕрĕнђе патша пулса пурăннă. Малтан вăл суйа тĕнпе пурăннă. Çапах та Христос тĕнĕ çинђен хăй амăшĕ, Еленаран, тата ытти нумай Христоса ĕненекен çынсенђен те илтсе пĕлнĕ. Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсен ырă пурăнăçĕ, ун кă­мăлне кайнă. Константин хăй те Христос тĕнне кĕресшĕн пулнă, анђах вăхăт шав иртсе пынă. Вăл патшана кĕ­риђђен, Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене пурăнма пит кансĕр пулнă. Тĕслĕрен асаплантарса пĕтернĕ вĕсене. Кон­стантин патшана ларсан, вĕсен хутне кĕрсе пурăннă. Ун пирки ытти халăхсемпе вăрçăсем те нумай пулнă. Пĕрре çапла Константин патша хăй çаррипе тăшманĕсене хирĕç кайнă ђухне, кăнтăрлах пĕлĕт çинђе тата: „çакăнпа çĕн­тер“ тенĕ сăмахсем пулнă. Ку хăвата курсан Константин пит савăннă. Тăшманĕсене ђăнах та çĕнтернĕ. Унтан кайран хăй те Христос тĕнне кĕнĕ. Вара Христоса ĕненекенсене пурăнма аванах пулса кайнă. Вĕсене тек хĕсĕрлекен пулман. Патша вĕсен валли ђиркÿсем тăва-тăва панă, Унăн амăшĕ, Елена, ăна пит нумай пулăшса пу­рăннă, Çак ырă ĕçсемшĕн, Турă ђиркĕвĕ вĕсене апостол­семпе пĕр тан тесе хисеплет.

Халĕ ĕнтĕ епир, тăвансем, Турă Хăй йенне çавăрăнас тийекен çынсенĕн кăмăлĕсене йепле çавăрнине пĕлетпĕр. Ун пекки пирĕн хушшăмăрта та пит нумай, анђах епир, йе сисмесĕр вулатпăр, йе сиссен те, вăл хамăр вăй тă­рăх, хамăр пĕлнипе пулђĕ тесе шухăшлатпăр. Çук, тă­вансем, апла шухăшлани тĕрĕс мар. Епир хамăр вăйпа, хамăр ăспа, Турă пулăшмасан, нимĕн тума та пултарай­мастпăр. Іисус Христос пĕр вырăнта акă çапла калат̌: „есĕ ху тĕллĕн, хăвăн пĕр çÿç пĕрђине те йе шурă, йе хура тума пултараймастăн“, тет. Ђипертерех шухăшласа пăхар ха, çумăр çумаст̌ пулсан, тырă-пулă пулмасан, хамăр тĕл­лĕн мĕн тума пултаратпăр? Çук. Турă парсан савăнатпăр, памасан хурланатпăр. Константин патша та çавăн пекех, Христос тĕнĕ çинђен ĕлĕкех пĕлнĕ пулсан та, хĕрес палли хăватне куриђђен, Христос тĕнне кĕме иккĕленсе тăнă.

Хĕрес паллине курсан, вăл тек ĕненмесĕр йулман, ĕненнĕ. Кăђуне пирĕн ун пек хăватсем кĕтсе тăма вырăн та çук, мĕшĕн тесен, епир çамрăкранпах, Христоса ĕненекен çын­сем. Вăл пирĕншĕн хĕрес çумне пăталаннине, тамăка анса вилĕм хăватне пĕтернине, пирĕншĕн рай алăкне уçнине, ђĕрĕлсе тăнине, пĕлĕт çине çĕкленнине, пĕлсе тăрат­пăр, пирĕн иккĕленсе тăма вырăн та çук. Константин патша хĕрес паллине курса ĕненсе Христос тĕнне кĕнĕ пулсан, уншăн пирĕн пĕртте иккĕленмелле мар, мĕшĕн тесен вăл малтан кĕлеткесене пуççапса пурăнакан çын пулнă. Халĕ пирĕн, тăвансем, Турă ђиркĕвĕ мĕн каласа вĕрентнине, ђипер итлесе, вырăна хурса ĕненсе тăрас пу­лат̌. Турă ђиркĕвĕ нихăçан та пире усăсăр йапала çин­ђен вĕрентмĕ, Христос Туррăмăр мĕнле пурăнма вĕрентсе хăварнă, çавăн çинђен анђах каласа вĕрентĕ.

Малашне Турă пире хăй Евангеліери сăмахĕсене ит­лесе, вĕсене тĕрĕс тытса тăма патăр тесе Ăна та, Унăн апостолсемпе пĕр тан пулнă Константинпа Еленана та кĕл-тăвар. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.