Иван Козлов: Салтак ачине ăсатнă


Иван Козлов – тĕрлĕ вăхăтра тата тĕрлĕ хуласенче суту-илÿ сферинче тата хутпĕнменлĕхе пĕтерес ĕçре вăй хунă паллă учитель. Халăхăн авалхи йăли-йĕрки çинчен сăвăсемпе очерксем çырса хăварнă… Тĕплĕнрех →


Салтак ачине ăсатни

Салтак ачине ăсатса янă чухне
Пылчăклăрах çанталăк пулать кĕркунне.
Анчах ăна-кăна пăхмасăр,
Кайла-майлă шутламасăр,
Çамрăк салтак тус-йышсене прощеть тума тухать,
Юратнă юлташсем юлнăшăн чылай хытă кулянать.

Ун чухне килтен киле çÿремех
Виçĕ лашапа чупаççĕ – самай та пахисемпех.
Унта пĕрле çÿрекен юлташсем те сахал мар,
Анчах вĕсем ытла пĕлейми ĕсĕрех мар.
Салтак ачине ытамласа илсе çÿреççĕ вĕсем,
Каймалли те, кайса килни те пур ун тантăшсем.
Çапла прощеть туса çÿренĕ чухне
Пурте юрлаççĕ авалтан тухнă сăвви-юррине.
Прощетъ туса çÿресе пĕтерсен.
Çамрăк салтак хăй килне çавăрăнса килсен,
Тухса каяс срук та инçех юлимасть,
Анчах салтакки «часрах каясчĕ» тесе калимасть.
Салтак кайнă çĕре пускилсем сăра ăсса пыраççĕ.
Çапла вара кĕреке туллиях сăра витрисем лараççĕ.
Тухса каяччеи салтакки ашшĕсене ÿксе пуççапать,
Унтан вара виç курка сăрине те лайăххăнах ĕçимасть.
Кĕреке умне ура çине тăрсам,
Виç çавра салтак юррипе юрласан,
Ватăрах салтаксем ытакласа илсе тухса каяççĕ;
Ун чухне ял хапхине çитех ытакласа юрласа пыраççĕ…
Хапхана çитсен, каяллах
Юлакансемпе чуптумалли йĕрке пур авалах.
Çапла прощеть туса пĕтерсен,
Авалхи салтаксен йĕркисене туса çитерсен,
Кÿлнĕ лашисем çине лараççĕ те каяççĕ,
Ухутниикреххисем чылаях инçе ăсатаççĕ.

1910

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.