Вĕри çĕлен – юрату, тухатмăш, суя авăрĕ


Шухăш:

Николай Шупуççыннин салхуллă юмахĕ “Вĕри çĕлен” – вилĕмрен чĕртнĕ хĕрĕн каçсерен чипер каччă евĕр килекен усал сывлăша юратса пурăннине сăнлать. Çак инттереслĕ поэмăри ĕç-пуçа хутшăнакан пурте Турă умĕнче çылăха путса тăраççĕ.

Ĕç-пуç пуян Лапсар ялĕнче пулса иртет. Икçĕр çул пурăннă Ăраман ятлă тухатмăш пĕр шухăшпа кăна пурăнать. Унăн хăйĕн пĕртен-пĕр хĕрне вилĕме илсе çитерекен усал сывлăша тытса пĕтерес килет. Анчах хайхи старик аллине лексен, старикпе килĕшÿ пекки туса вĕçерĕнсе тухса тарать…

Мăнкăмăллăх, çилĕ, ултавпа суя, анчах çав хушăрах çамрăклăхпа илĕртÿлĕх, тÿрĕлĕх тата юрату пăтратакан авăр сирĕншĕн илĕртÿллĕ пулсан, чăмса илес пулать.

Малаллине пĕлмешкĕн поэмăна вулăр… →”Вĕри çĕлен

“Усала хирĕç усал тума ан тăрăш” тенине уçса парать автор. Идея енчен питĕ ăнланмалла пулин те, ку юмах вĕçĕ телейлĕ пулсан, ырра шанмаллине вĕрентсен чăннипех тĕлĕнмелле тата асра юлмалла пулĕччĕ.

Сюжета тĕрлĕ еннелле аталантармашкăн кунта материал питĕ пуян. Николай Шупуççынни юмаха – вырăнсене тата пулăмсене вулакан куç умĕнче чĕртсе тăратасси енчен те, персонажсен сисĕм-туйăмне, пуçĕсенчи шухăшĕсене ăнлантарасси енчен пе – тем тĕрлĕ вĕтĕр-шакăрпа та илемлетет. Вĕри çĕлен çиччĕн пĕртăван пулни, этеме хирĕç тăвăлса пурăннине тÿрре кăларма пултарни, хĕрĕ амăшĕ пирки шухăшлани тата ытти детальсем, шел пулин те, сюжетран татăлса юлаççĕ. Çавăнпа юмах кĕтмен çĕрте вĕçленет, пăчланса ларать теме пулать. Усалсен тĕнчине ытлашши çыхланмалла мар тенĕ пек вĕçленет.

Чăнах та, Николай Шупуççынни çырнă тапхăрти чылай произведени реалистла (эппин, пурăнан пурнăçа тÿррĕн уçса панă) сюжетлă. Тĕслĕх шырамашкăн инçе каяс та çук. Акă Константин Ивановăн “Нарспи” поэминче те тĕп персонажсем пурте усал вилĕмпе пĕтеççĕ, “Шуйттан чури” ятлă сăввинче Усал сывлăш пиччĕшпе шăллĕне – иккĕшне те вĕлерсе тăкать. Турхан Яккăвĕн Варуççийĕпе (Варуççи), Трубина Мархвин Еликĕ (Елик) юриех шыва сиксе хăйсене вĕлереççĕ. Иван Юркинăн Урини (Урине) ку хайлаври вĕри çĕленĕн икĕ ураллă верссийĕ хăйĕнчен мăшкăлланă хыççăн чире ÿксе вилсе каять.

Вĕри çĕлен” юмах кичеммĕн вĕçленет пулсан та, мăнкăмăллăх, çилĕ, ултавпа суя, анчах çав хушăрах çамрăклăхпа илĕртÿлĕх, тÿрĕлĕх тата юрату пăтратакан авăр сирĕншĕн илĕртÿллĕ пулсан, чăмса илмелĕх тивĕçлĕ.

Николай Шупуççынни

Николй Шупуççынни хресчен çемйинче ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçланăскере ăна ытти ачасемпе пĕрле революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă. Çапах та учитель пулма вĕренсе пĕтерет. Революци хыççăн писательсен союзне ертет, тĕпчев институчĕн директорĕ пулса ĕçлет… Тĕплĕнрех →

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.