Аллăмĕш Кун Праçникĕ


Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Яковъ Обуховъ


Троица

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Савнă тăванăмсем! Пайан вуланă евангеліере акă çапла каланă: „Етем Ывăлĕ çухалнисене шыраса тупса çăлма килнĕ“, тенĕ (Мѳ. 18, 11). Çак лăплантаракан сăмахсене Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђух каласа хăварнă. Вăл епир йепле çăлăнмаллине те вĕрентсе хăварнă. Йулашкинђен апостолсене каланă: „ĕнтĕ кайса пур халăхсене те вĕрентĕр; вĕсене Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе тĕне кÿртĕр“, тенĕ (Мѳ. 28, 19). Халăхсене вĕрентме Вăл апостолсене Святой Сывлăшпа хăватлăлантарнă. Пирте те, тăвансем, Святой Сывлăш пур. Вăл Сывлăша епир тĕне кĕнĕ ђух илнĕ. Çавăнпа çăлăнас тесен Іисус Христос вĕрентсе хăварнă йăласене тĕрĕс тытса тăрас пулат̌. Вăл каланă: „кам шывран, Сывлăшран çуралмаст̌, Вăл Турă патшалăхне кĕреймĕ“, тенĕ (Іоан. 3, 5). Тата каланă: „есир Етем Ывăлийĕн ÿтне çимесен, Унăн йунне ĕçмесен, сирĕн ăшăрта ђĕрĕлĕх пулмĕ“, тенĕ (Іоан. 6, 53). Епир Іисус Христос ÿђĕпе йунне ăша илсен Турăпа пĕрлешетпĕр; пирĕн ăшра вара Турă пулат̌; Вăл пире усалтан сыхласа усрат̌. Çавăнпа, тăвансем, пирĕн Іисус Христос ÿђĕпе йунне ăша тивĕçлĕрен ђас-ђасах илме тăрăшас пулат̌. Іисус Христос каланă: „Ман ÿтĕме çийекен, Ман йунăма ĕçекен Ман ăшăмра тăрат̌. Епĕ те ун ăшĕнђе тăратăп“, тенĕ (Іоан. 6, 56).

Çапла ĕнтĕ, тăвансем, тĕне кĕнĕренпе пирте те Святой Сывлăш пур. Çав Сывлăшсăр епир Христос çыннисем пулма пултараймастпăр. Етем йепле сывлăшсăр пурăнма пултараймаст̌, çавăн пекех пирĕн ђун та Святой Сывлăш хăвачĕсĕр çăлăнма пултараймаст̌. Турă пире йуратса Хăйĕн пĕртен-пĕр Ывăлне çĕр çине йанă. Вăл Хăйĕн аçăрсемпе пирĕншĕн рай алăкне уçнă. Райа кĕме пулăшакан Святой Сывлăш хăватне парса тăрат̌. Святой Сывлăш хăвађĕ пире кирли акă ăçтан паллă. Святой апостол Павел каланă: „палăракан хастара кирек кама та Сывлăш усă кÿмешкĕн парат̌“, тенĕ- (1 Кор. 12, 7).

Сăнанă пулĕ, тăвансем! Акă хĕлле: сивĕ, тăман. Çанталăк пĕрре те кăмăллă мар. Унтан çур-кунне çитет: Хĕвел те çутăрах пăхат̌, ăшă, ђуна та кăмăллă. Пирĕн ђунпа та çавах. Святой Сывлăш пирĕн çире пулмасан, пирĕн ђуна та кăмăллă мар. Святой Сывлăш пирĕн çире пулсан, пирĕн ђун та Турă çуттипе çутăлса тăрат̌. Пире вара пурăнма та çăмăлтарах. Святой çынсен пурăнăçне аса илер-ха! Вĕсем Турра ĕненнипе тĕрлĕ майпа çăлăннă: хăшĕ пушă хирте, хăшĕ вăрманта пурăнса çăлăннă. Çав çула вĕсене Святой Сывлăш кăтартса панă, Вăл çутатса пынă – Святой Сывлăш, тăвансем, таса пурăнăçлă çынсене анђах мар, çылăхлă çынсене те çутатса тăрат̌. Вăл çылăхлă çынна та, хăй ђунтан ÿкĕнсен, тÿрĕ çул çине тăратат̌. Унăн ăсне тасатса, ырă ĕçсем йенне çавăрат̌.

Святой Сывлăш пире кирли тата акă ăçтан паллă. Илĕр икĕ çынна: пĕрин ăшĕнђе йаланах Святой Сывлăш, тепĕрин çинђе çук. Святой Сывлăшран писнĕ çын çине пăхсан хăрушă. Святой Сывлăш санран уйăрăлђĕ, пулсан, телейсĕр есĕ, тăванăм! Астуса илĕр-ха Іуда Искаріотскій çинђен. Вăл Святой Сывлăшран уйăрăлнă та, шуйттан аллине, ĕмĕрлĕх вута кĕме тивĕçлĕ пулнă. Халĕ каланинђен пĕлме йулат̌: мĕншĕн вăл çав асапа курма тивĕçлĕ пулнă?—Акă мĕншĕн. Вăл Святой Сывлăшран уйăрăлнă та, унăн ăсĕ тĕттĕмленсе ларнă. Вăл хăй мĕн тунине те пĕлмен. Вăл Турра маннă, хăй ирĕкĕпе пурăна пуçланă. Çавăн пек çынсенђен Святой Сывлăш писет те пулăшма пăрахат̌. Ун пек çыннăн ĕçĕ вара ăнса пымаст̌. Святой Сывлăш хăвађĕ пур çын Турă ирĕкĕпе пурăнат̌; Турă та йаланах ăна пулăшса тăрат̌. Вара вăл çыннăн кăмăлĕ Турă законĕ çинђе, вăл кунĕн-çĕрĕн Унăн законĕ çинђен шухăшлат̌ (Пс. 1, 2). Çапла ĕнтĕ, тăвансем, йепле пирĕн Турă ирĕкĕнђен тухас, йепле Ăна пăхăнса пурăнас мар пирĕн?!

Пирĕн хушшăмăрта йалан тавлашу, çапăçу, тата тĕрлĕ усал ĕç туни, тĕрлĕ ђир-ђĕр татăлмаст̌. Çавсене курсан çын шалт аптăрама пултарат̌. Кам çавăн пек ђухне пулăшат̌ пире, тăвансем? Турă Сывлăшĕ. Вăл пирĕн ђĕрене çемçетсе, пире лăплантарат̌. Сире пĕр-пĕр асап килсен, Турра ан манăр. Ăна ан ÿпкелĕр. Хăш ђухне Турă, пире тÿрĕ çул çине тăратас тесе, пире сăнас тесе, пирĕн çийе асапсем йарат̌. Кам çав асапсене пĕр ÿпкелемесĕр ђăтса ирттерет, вăл ĕмĕрлĕх çÿлти патшалăха кĕрĕ.

Çапла, тăванăм, Святой Сывлăш йаланах санпа пĕрле пултăр; çавăнпа ђунна тĕрлĕ усалтан сыхла. Çылăх çынна Турăран уйăрат̌ те, усал йенне çавăрат̌. Есĕ калăн: „çылăхсăр пурăнма хĕн“, тийĕн? Тĕрĕс, ĕненетĕп. Есĕ çылăха кĕтĕн пулсан, Сана Турă ÿкĕнÿ панă. Пĕтĕм ђунтан-вартан ÿкĕнсен, сана Турă каçарĕ. Давид патша Турă суйланă çын пулнă; вăл та çылăха кĕнĕ; унтан вăл ÿкĕннĕ те, Турă ăна каçарнă.

Çапла ĕнтĕ, тăвансем, йепле пирĕн хамăра тĕрлĕ усал ĕç тăвасран сыхлас мар; йепле таса пурăнма тăрăшас мар пирĕн? Малашне ĕнтĕ пирĕн çире йаланах Святой Сывлăш пултăр тесен, Турă ирĕкĕнђен тухар мар. Пурăнăçа таса пурăнса ирттерме тăрăшар. Хамăр çылăхсем пирки Турра кÿрентерсе, Святой Сывлăш пиртен писрĕ пулсан, Турра Давид пек ђунтан çапла каласа тархаслар: „манăн çылăхăмсем çинђен сăнна илсем, пур йĕркесĕрлĕхĕмсенђен те тасатсам мана. Ей Турă, ман ăшăма таса ђĕре туса хур, ăшăмри Сывлăша тĕрĕс туса çĕнет. Мана

Ху патăнтан уйăрса ан пăрахсам, Хăвăн Святой Сывлăшна туртса ан илсем манран. (Пс. 50, 11—13). Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.