Н. Иванова & В. Никитин: Ахмед Ибн Фадлан


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Ахмед Ибн Фадлан

Аслă Атăл шывĕнчен сулахаялла пĕр фарсах (6 çухрăм) кайсан Теччĕ хулипе тĕлме-тĕл, Нухрат Атăл вăрринчен 30 çухрăм анатарах, Пăлхар хулашĕ сарăлса выртать. Ку вăл — пирĕн несĕлсен тăван çĕр-шывĕн, Аслă Пăлхар патшалăхĕн, тĕп хулин вырăнĕ. Кунта Хура палата, Çурçĕр тата Тухăç масарĕсем (усыпальницисем), шĕвĕр тăрăллă Кĕçĕн минаретпа вырăс чиркĕвĕ аякранах курăнаççĕ. Вĕсене çĕнетсе юсанă. Тата нумай тĕлĕнтермĕш çĕр айне пулнă: мунча, Хан керменĕ, Хĕрлĕ, Шурă палатăсем… Пăлхар хули Х ĕмĕр пуçламăшĕнче аталанма пуçланă, кунта суту-илÿ тума, курма-вĕренме аякри Византипе Иранран, Китайпа Тибетран, çывăхри Киев Руçĕнчен улшуçсем, ăсчахсем, çул çÿревçĕсем килсе тăнă. Пăлхарта Кол Гали сăвăç Уçăппа Сĕлихха çинчен поэма çырнă, Якоб ибн Нугман историк, Хамид аль Булгари философ хăйсен ĕçĕсемпе чапа тухнă.

Пăлхартан инçех мар чăвашсен тĕп хули шутланнă Сăвар хулашĕ упранать (унта курăнакан çурт-йĕр çук, вĕсен никĕсĕсене тăпрапа витсе — «консервласа»—хунă), тата çÿлерехри Пÿлер хули пире ĕмĕрхи аваллăха аса илтерет. Аслă Пăлхар патшалăхĕнчи тĕрлĕ халăхсен-йăхсен пурнăçĕ çинчен ун чухнехи ăсчахсемех лайăх çырса хăварнă. Çавăн пек тĕплĕ çырнă тата пирĕн вăхăтченех упранса юлнă хутсенчен пĕри — Ахмед ибн Фадлан (Фадлан Ахмечĕ) çул çÿревçĕн кунчăкĕ (дневникĕ). Ахмед ибн Фадлан Аслă Пăлхара 922 çулта килнĕ. Вичкĕн куçпа сăнанă вăл Атăл хĕрринчи халăхсен пурнăçне. Пире «сăвазсем» тата вĕсен ертÿçи Вырăк çинчен каланă вырăн уйрăмах хытă кăсăклантарать. Фадлан Ахмечĕн ал çырăвĕпе тата ăна куçарса çырнă ытти хутсемпе тĕплĕ паллашнă Л. П. Ковалевский историк «чăваш» сăмах «сăвас» сăмахран пулса кайнă тесе вĕрентет. Çакăнпа килĕшмех тивет, мĕншĕн тесен чăвашсене çармăссемпе тутарсем те «суас», «суасла мари» тенĕ. Сăмахĕ хăй «су» тата «аз» тенисенчен тухнă. «Су» — шыв, «аз»— тухăç, хĕвел тухăç тенине пĕлтерет.

Фадлан Ахмечĕ çырнисенчен авалхи йăласемпе йĕркесене аванах пĕлме май килет. Çар вăййисем, апат-çимĕç, уявсем, чĕр чунсем, ÿсен-тăран, хутшăнусем — тимлĕ вуласан кунта авалхи чăваш тĕнчи янкăрах уçăлса каять. Тăван тĕне упраса хăварассишĕн хура халăх çине тăнă, анчах пуянсемпе тÿре-шара халăха укçа-тенкĕшĕн ислама сутса янă. Кайран та вăл çаплах пулнă.

Атăлçи Пăлхар сăмахлăхĕ араб, руна, савăл çырăвĕсемпе ÿкерĕнсе юлнă.

Сире Ахмед ибн Фадланăн «Атăлçи Пăлхар патшалăхне çитсе курни» хайлавĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.