Н. Иванова & В. Никитин: Паласахун Юсупĕ


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Паласахун Юсупĕ

Авалхи тĕрĕк халăхĕсен сăмахлăхне, каларăшĕсене, вĕрентĕвне пухса кĕнеке кăларнă Паласахун Юсупĕн (Юсуф Баласагунский) ятне эсир 9-мĕш класс кĕнекинче тĕл пулнăччĕ. Халĕ унпа тĕплĕнрех паллашăпăр.

Вăтам Азири паллă сăвăç, тĕпчевçĕ, шухăшлавçă Юсуп хасс-хуçа XI ĕмĕр пуçламăшĕнче, 1021 çулта, Паласахун хулинче çуралса ÿснĕ. Вăл нумай вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте çÿренĕ, çынсен ăсне, пĕлĕвне, ăслăлăх шыравĕсене мухтанă.

Паласахун Юсупĕ çырнă «Хăтлă пĕлÿ» («Кутадгу билиг») поэма тĕрĕк халăхĕсен авалхи паллă хайлавĕсенчен пĕри шутланать. Ăна сăвăç 1069 çулта хура хансен вăхăтĕнчи уйкур чĕлхипе çырнă.

Поэмăра политика, патшалăх, çар ĕçĕ çинчен нумай каланă. Çавăнпа кĕнекене политика трактачĕ теме пулать. Çав вăхăтрах вулакана вĕрентни, ăс парса хăварни нумай. Эппин, ăна вĕрентÿ (дидактика) кĕнеки теме май пур. Илемлĕ, сăнарлă чĕлхепе çырнăран «Хăтлă пĕлÿ» хайлава поэма теççĕ.

Поэмăра ытарлăхсем — тĕрĕслĕхе, телее, ăс-хакăла, ырлăх-пурлăха сăпатлантаракан сăнарсем пур. Çав сăнарсем патшапа патшалăх, çынсен шăпи, телейĕ, пĕлĕвĕ тата ытти енĕсем çинчен пĕр-пĕринпе хирĕçлетсе калаçаççĕ. Вĕсен калаçăвĕнче (Юсуп вĕрентĕвĕнче) тĕнчипе паллă Авиценна ăславçăпа Фирдоуси сăвăç шухăшĕсем уççăн палăраççĕ. Поэмăри Кун Тогды (Кун, хĕвел тухрĕ), Ай Толды (Уйăх тулчĕ) тата ытти сăнавсем чăваш аваллăхне ăнланма пулăшаççĕ.

«Хăтлă пĕлÿ» кĕнекене хĕвел тухăçĕнчи поэзире анлă сарăлнă месневи евĕрлĕ мутакариб мелĕпе çырнă. Поэмăра 6 пин пейĕт (икĕ йĕркелĕх), вăл туркменла, узбекла, казахла, кăркăсла, азербайджанла, вырăсла, тутарла тата ытти чĕлхесемпе пичетленнĕ. Поэмăн чăвашла Анатолий Смолин куçарнă Х сыпăкне вуласа пăхма сĕнетпĕр.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.