Н. Иванова & В. Никитин: Кол Гали


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Кол Гали

(Аслă Пăлхар сăвăçи)

Атăл тăрăхĕнчи халăхсем ырăпа асăнса пурăнакан авалхи сăвăçсем хушшинче Аслă Пăлхар хулинче çуралса ÿснĕ Кол Гали ячĕ пур. Вăл XIII ĕмĕрти чаплă пĕлÿçĕ, тĕпчевçĕ, кĕрешÿçĕ пулнă. Кол Гали поэмине «Уçăппа Сĕлихха» е «Уçăп çинчен калани» теççĕ, ăна тутарла, пушкăртла, вырăсла, казахла, узбекла, туркменла тата ытти халăхсен чĕлхисене куçарнă.

Уçăп çинчен каланине 1212 çулта çырса пĕтернĕ [Кол Гали хăçан çуралса ÿсни пирки тĕрлĕ информаци çÿрет, хăшне кура вăл 14-мĕш ĕмĕрте пурăннă – VulaCv], унтан тепĕр çирĕм пĕр çул якатса пынă. Поэмăна халăх юратса йышăннă, алăран алла куçарса илнĕ. Çавăнпа вăл упранса юлма пултарнă. Сăвăç Пÿлер хулине Пăтти хан эшкерĕсенчен хÿтĕленĕ чухне паттăррăн çапăçса вилнĕ.

Чăваш çыннисем ку поэмăна ĕлĕк, хăйсем ялĕ-ялĕпе мăсăльмана тухса пынă чухне, ыттисемпе танах вуланă. Анчах пирĕн несĕлсем мăсăльман тĕнĕнчен аяккалла пăрăннă, çавăнпа унти ĕçсене хăйсене майлă улăштарнă. «Уçăп çинчен калани» поэма— Атăлçи Пăлхар ÿнерĕн паха тĕслĕхĕ, пирĕн авалхи еткер пуянлăхĕ.

Чăваш халăх сăмахлăхĕнче Уçăппа Сĕлихха çинчен каланисем упранса юлнă. Уçăп çинчен чăваш кил-йышĕнче ÿснĕ тутар хĕрĕ Энÿçе Мударисова каласа панă, ăна Ирина Юманова студентка çырса илнĕ.

Мĕн çинчен каланă-ха ку поэмăра? Поэмăн тĕп геройĕсем — Уçăппа Сĕлихха. Уçăп 11 çулта чухне тĕлĕнмелле тĕлĕк курать. Вăл патша пулмалла иккен. Çакăншăн тăванĕсем Уçăпа тарăн çăла сиктереççĕ. Витререн çакланса Уçăп çиеле тухать. Лешсем ăна пур пĕрех тарçă пулма сутса яраççĕ. Анчах Уçăп пĕтме шутламасть-ха. Вăл чăнлăхшăн, тÿрĕлĕхшĕн кĕрешнĕ, çынна тĕрĕс хаклама пĕлнĕ. Уçăпа Раян патша арăмĕ Сĕлихха юратнă. Анчах Уçăп хăйне пăхса ÿстернĕ патшана хирĕç каймасть. Унăн арăмне юратса вăл Раян патша ятне ярасшăн мар. Уçăп ыттисене кÿрентермесĕрех чап тупнă.

Çапла ĕнтĕ ку поэмăра Кол Гали хура халăхран тухнă çын та патшалăхри паллă çын пулма пултарнине кăтартса парать. Шăпи мĕнлерех йывăр пулсан та ырă та тÿрĕ, ыттисене пĕтĕм чунтан юратакан, пулăшу пама тăрăшакан, хăрушă та йывăр самантсенче хăйĕн вăйне çухатман çынна хаклать поэт. Ырă кăмăллă пулмалла, çынна юратмалла, вара эсĕ лайăх пурăнăн. Çавăн пек çынна пуянлăх та, ылтăн та, нимĕнле хаклă япала та кирлĕ мар. XIII ĕмĕрте çырнă поэма хăйĕн хăватне халĕ те çухатман. Кол Гали çавăн чухнех телейлĕ те туслă пурнăçшăн, çутă пуласлăхшăн кĕрешнĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Sijen1: No references mentioned. Unverifiable.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.