
Сарă хĕр
Антун илчĕ Йăнтăрчран,
Эпир илес пулсассăн,
Хамăр ялтан тухас çук.
Пирĕн арăм пуласси, –
Тĕпĕ-йĕрĕпе каласан, –
Тăвăрлăкри урамра.
Унта пырас тесессĕн,
Кай енчен пырсассăн.
Шурă пÿрчĕ Урамра.
Ытах тĕлне пĕтмесен, –
Мал енчи урамра.
Шурă пÿртĕн пуçĕнче
Вĕтлĕх улма пахчи пур.
Шурă пÿрчĕ – çăкалăх,
Çавăнпа шурă курăнать.
Унăн хĕрĕ – хăналăх
Ашшĕ-амăшĕ умĕнче,
Çавăнпа çынна курăнать.
Хĕрне курма пырсассăн,
Çăка пÿртĕн ăшĕнче
Ярăнса кăна çÿрейрет, –
Пирĕн арăм пулас пек,
Ун çинчен асăнсан –
Йăлтăр кăна кулас пек.
Ун çине пăхсассăн –
Тумланнă иккен пĕлнĕ пек,
Малалла каласа çырнă пек:
Пирĕн арăм пулассин
Çутă майçыххи – мăйĕнче,
Пурçăн тутри – пуçĕнче,
Кĕмĕл çĕрри – пÿрнинче,
Ылтăн сулли – аллинче,
Мерчен шăрçи – умĕнче,
Ахах алка – хăлхинче,
Сăран пушмак – уринче,
Терлĕ тĕслĕ ярапа –
Çивĕт туни вĕçĕнче,
Çутă пиçихи – пилĕкре,
Пурçăн кĕпи – айĕнче,
Пустав халат – çийĕнче.
Вăл хăй сап-сар –
Улăх хĕринчи хăва пек.
Унăн пĕвĕ яштай –
Станран тухнă çурта пек,
Унăн куçĕ йăлтăрка –
Пĕлĕт çинчи çăлтăр пек.
Илĕртет-çке майĕпе.
Татса çиес çырла пек.
1912
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн
VulaCV.com
2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Раштав Уйăхин 26-мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Калани
- Христос Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ