
Анне вилсен
Улма йывăçĕ чĕрĕлмен
Тĕпне шăши кышланăран.
Манăн анне тăмарĕ
Чунне турă илнĕрен.
Ах, аннеçĕм, тăван анне,
Алли-ури çыхланнă.
Вилĕм каснă, чунĕ тухнă,
Пĕр чĕнмесĕр выртать-çке.
Улма йывăçĕ чĕрĕлмен
Тĕпне шăши кышланăран.
Манăн анне тăмарĕ
Чунне турă илнĕрен.
Ах, аннеçĕм, тăван анне,
Алли-ури çыхланнă.
Вилĕм каснă, чунĕ тухнă,
Пĕр чĕнмесĕр выртать-çке.
Çу уйăхин çирĕм тăваттăмĕш кунне,
Сап-сарă хĕвел хĕртсе пăхнă чух.
Хамăн кирлĕ çăмăлпа
Каймалла пулчĕ пĕр яла,
Калама çук пĕр пит пысăк яла.
Яла çитсе кĕнĕ чух
Курăнкалатчĕç хура пĕлĕтсем
Унта-кунта пĕр саплăк,
Çумăр пĕлĕчĕ те мар –
Ахаль хура, хыт пĕлĕт.