Тимофей Терентьев: Çавраçил


Тимофей Терентьев — Хусанти семинарирен вĕренсе тухнă учитель, çутĕç тата ĕçтăвком ертÿçи. Ытларах революци тапхăрĕнче вĕренмешкĕн ÿкĕтлесе çырнă… Тĕплĕнрех


Çавраçил

Çу уйăхин çирĕм тăваттăмĕш кунне,
Сап-сарă хĕвел хĕртсе пăхнă чух.
Хамăн кирлĕ çăмăлпа
Каймалла пулчĕ пĕр яла,
Калама çук пĕр пит пысăк яла.
Яла çитсе кĕнĕ чух
Курăнкалатчĕç хура пĕлĕтсем
Унта-кунта пĕр саплăк,
Çумăр пĕлĕчĕ те мар –
Ахаль хура, хыт пĕлĕт.

Лăпкă, ăшă, уяр çил
Хумхататчĕ майĕпе
Шурă хурăн тăррине.
Унта çунатлă çил арманĕ
Авăратчĕ савăнса
Пĕри тĕшле хура тулă.
Эпĕ хамăн çăмăлпа
Çитес çĕре çиткелесе
Часах тухма пулмарĕ.
Эпе ялтан тухнă чух
Паçăрхи саплăк пĕлĕтсем,
Пурте хуп-хура хуралса,
Паçăрхи хĕртсе пăхакан хĕвеле,
Çутатса тăракан çутă пĕлĕте
Хăй айне хупланă,
Пĕтĕм тĕнчене сарăлса.
Майĕпе хумханакан шурă хурăнсем
Авăнаççĕ уласа,
Пуçпе çĕре тивертес пек.
Ял çывăхĕнчи çил арманĕ,
Çавăрнать ултă çуначĕ,
Армана çавăрса ярас пек,
Петем тĕнчери юрра юрласа.
Чĕтрет арман кăшкарĕ Ултă çуначĕ çуннипе.
Кĕрлет арманĕ ăшĕнче
Хăрушă аслати алтнă пек.
Сĕлĕ çăнăхне вĕçтерсе,
Тухса тарас пек çавăрнать
Шап-шурă пысăк чул.
Хуçи тухрĕ тулалла,
Ватă пуçĕпе васкаса,
Такăнса ÿкес пек хыпаланса;
Пуçне çÿлелле каçăртса,
Унта-кунта чупкалать.
Пĕр пысăк кашта илчĕ те,
Пуçне вĕрен çыхрĕ те,
Лашапа çитес çук,
Арманĕ йĕри-тавра чупкалать.
Унччен те пулмарĕ –
Килчĕ хуп-хура хуралса
Çил те мар – темĕскер,
Пуçларĕ çĕмĕрме,
Арман çунатне сирпĕтме
Пĕр çунат та хăвармиччен.
Хуçа хăранă вилес пек,
Тарса кĕчĕ армана,
Хурчăка хăваланă кайăк пек;
Пĕр чĕнмесĕр тăрать-çке,
Чĕлхесĕрпе пĕрех пек.
Тăвăл иртсе кайсассăн,
Ялтан çынсем пычĕç те
«Аллах» та «аллах» тиеççĕ.
Эпĕ унтан тухса килнĕ чух
Пуçтарăнчĕç пулĕ тутарсем,
Çĕртен нумаях та кая мар.

1912

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.