
Çамрăклăх
Çамрăк ĕмĕр иртет-çке,
Ирхи сывлăм типнĕ пек,
Хуйхăпа шухăш хушшинче.
Итлĕр-ха мана, ачасем,
Эпĕ каланă ÿкĕте
Ан ÿркенĕр итлеме.
Çамрăк, айван вăхăтра
Атте-анне хушнине
Ан ÿркенĕр итлеме.
Хут вĕренме вăхăт çитсессĕн,
Вĕренессинчен хăраса,
Ÿркенсе выртса ан юлăр.
Çамрăк пĕлмен вăхăтра
Пире ним те кирлĕ мар.
Ÿссе ăс кĕрсессĕн.
Пурте кирлĕ пулĕ çав.
Шкула çÿреме пуçласан,
Пĕр юлмасăр çÿресчĕ,
Хавасланса каясчĕ
Вĕрентекене итлеме.
Çамрăкла хута вĕренни,
Ÿссе çын пулсассăн,
Хут уссине пĕлсессĕн.
Утан хакли пулмĕ те.
1912
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн
VulaCV.com
2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Раштав Уйăхин 26-мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Калани
- Христос Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ