Тимофей Терентьев: Хăта пахчи


Тимофей Терентьев — Хусанти семинарирен вĕренсе тухнă учитель, çутĕç тата ĕçтăвком ертÿçи. Ытларах революци тапхăрĕнче вĕренмешкĕн ÿкĕтлесе çырнă… Тĕплĕнрех


Хăта пахчи

… Хата пÿрчĕ – шурă çăка пÿрт.
Аслă урам варринче,
Йывăç пахчи ăшĕнче,
Ларать хĕвеле хирĕç,
Кăнтăрланалла пăхса çутăлса
Хĕвел хĕрте пăхнипе.

Пÿрт пуçĕнчи пахчана
Хĕвел çути ÿкнипе
Чие йывăççисем ăшĕнче
Тĕрлĕрен темĕн чухлĕ вĕт кайăк
Çинçе илемлĕ сассисемпе
Ханĕсем çитнĕ таранччен
Çав тери кĕвĕллĕ
Чисти мусыккан сасси пек,
Хăйсене пултаракана мухтаса,
Пахча хуçине тав туса,
Иртен-çÿрене илĕртсе,
Шăрантараççĕ илемлĕ юррисемпе,
Пахча хуçине савăнтарса,
Манăн чуна та илĕртсе.
Кайăк сассине илтнипе
Манăн чун та тÿсеймерĕ
Унта тухса курмасăр.
Тухрăм пÿртрен савăнса
Пахча енчи алăкран.
Унта тухсан курăнать
Йĕри-тавра пысăк пахча.
Пахчинче темпулĕ –
Чĕлхепе те каласа пĕтерес çук,
Курса та çитес çук,
Ăнласа та илес çук,
Хут çине çырма та пĕлес çук —
Тĕслĕрен курăксем те йывăçсем.
Алăкран тухсанах,
Хуп-хура сукмак хĕррипе
Сайрарах та унта-кунта лараççĕ
Темĕн чухлĕ вĕллесем
Сарă та хĕп-хĕрлĕ,
Пурте хăмаран çапса тунăскер.
Вăл вĕллесем хушшинче
Хуртли те пур,
Пушши те пур.
Пăртак малалла утсассăн.
Алăкран вун пилĕк хăлаç пулмалла,
Ултă кĕтеслĕ пуранă,
Çине хăма витсе сăрланă,
Умне çенĕхлĕ пуранă,
Пысăк та илемлĕ,
Кăнтăрлапа хĕвелтухăç хушшине,
Пăхса ларать чăрăш мунча.
Çавă мунча çуммипе,
Пĕр аршăн сарлакăш,
Мунчан сылтăм айккинчен
Шăнкăртатса юхать
Тăп-тăрă сулхăн шыв.
Шывăн сулахай енчи айккипе
Чăштах ÿссе витĕннĕ
Палам та хурлăхан йывăççи,
Сайра-хутра çĕмĕртпе чие те пур.
Çав йывăçсен çийĕнче,
Пăхсан куç вăйне илес пек.
Хуп-хура та хĕп-хĕрлĕ
Шап-шурă та сип-симĕс
Йывăççисене таяйса,
Çакăнса тăраççĕ çимĕçĕсем.
Çав шывăн сылтăм енчи хĕррине
Хуп-хура та тап-такăр
Сарлака мар пĕчĕк çул
Пырать пулă кÿлли хĕррине:
Утрăм эпĕ те
Çав ансăр çулпа майĕпе,
Пулă кÿлли хĕрнелле.
Кÿлли хай çап-çаврака та чашăк пек
Тăрăрах та сулхăнрах,
Сыпса тăрать шывпалан.
Кÿллинче хумханаççĕ пулăсем,
Хĕп-хĕрлĕ çунатне çапса-выляса.
Çав кÿлĕ хĕррипе
Çынтан та çÿлĕрех,
Шутласа та кăларас çук.
Кантăр пек,
Шăтса ÿснĕ шур хумăш.
Çав кÿлĕ хĕрринче
Йĕри-тавра çеремлĕх.
Шыв хĕрĕнчи çеремрен
Шăтса ÿснĕ курăксем,
Шыв çинелле витĕнсе.
Кÿлĕ хĕрне пĕр хăлаç хăварса,
Çавăрăнать кÿлĕ тавра
Паçăрхи хура сукмаках.
Çав сукмак хĕррине
Шыв енче хумăшлăх,
Тепĕр енче йывăçлăх.
Йывăççи çав тери чăтлăх,
Çĕлен те шуса тухас çук –
Кĕрлесе кăна ларайрать.
Кÿлĕ хĕрринчен пăрăнсан,
Кил карти еннелле
Халĕ çамрăкрах,
Шутласа та кăларас çук,
Чăштах улма йывăççи.
Улмисем те пулнă çав
Хĕп-хĕрлĕ те шап-шурă,
Тытмасăрах çиес пек,
Чăмламасăрах анас пек.

1912

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.