Марія Магдалинăна Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕн Кунĕнђе Вĕрентсе Калани


Михаилъ Даниловъ


Утă 22-мĕшĕ

Хальхи Патша Амăшĕ Императрица Марія Ѳеодоровна Святойне Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕнђе Вĕрентсе Калани. (22 Іюля).

Пайан пĕтĕм Россія патшалăхĕ пирĕн Патшамăрăн амăшĕ Императрица Марія Ѳеодоровна Святойне хисеплесе праçник тăват̌. Амăшĕ хăй ађи-пăђине йепле ырра вĕрентесшĕн тăрăшат̌, çавăн пекех Марія Ѳеодоровна та пĕтĕм Россіяра анне вырăнĕнђе пулса халăха ђăн тĕне вĕрентсе çăлăнмалла туса телей кăтартасшăн тăрăшат̌. Патшалăхра ђăн тĕне сарасшăн тăрăшакан Православное Миссіонерское Общество пур. Суйа тĕнпе пурăнакан ђăвашсене, тутарсене, çармăссене, ытти тĕрлĕ халăхсене ђăн тĕне вĕрентме Хусанти Братство святителя Гурія пур. Вăл Братство кĕнекесем кăларат̌, ђиркÿсем лартат̌, вĕрентекен çынсем хатĕрлет. Ун пек Братствосем ытти хуласенђе те пур. Çавсене пурне те Императрица пăхса пулăшса тăрат̌. Çавăнпа вăл пирĕншĕн, ђăвашсемшĕн те, аннемĕрпе пĕрех. Хамăр аннемĕр святойин кунĕнђе йепле пирĕн хавасланас мар, йепле уншăн Турра тав-туса кĕл-тăвас мар? Епир тĕттĕмре пурăнаттăмăр, вăл пире ытти йуратса тăрăшакан çынсемпе пĕрле куçа уçма хут вĕрентсе алла хамăр ђĕлхепе кĕнекесем çаптарса партарат̌. Тĕн çинђен халăха вĕрентме священниксем, учительсем хатĕрлеме тĕрлĕ шкулсем пăхса пулăшса тăрат̌. Çапла епир çĕнĕрен çуралнă пек ырă пурăнăç йенелле улăшăнса çавăрăнма пултаратпăр.

Çак праçник майĕпех епир тата хамăра çуратса ÿстерекен аннемĕр çинђен те тĕплĕрех шухăшласа пĕр-икĕ сăмах калаçса пăхар. Хĕр-арăма йĕркене ађа-пăђаллă пулса ама пулма Турă Хăй çапла хушнă. Çавна епир пур те пĕлетпĕр. Нумайĕшĕ ађа çуратса амăшĕ пулаççĕ. Анђах ĕç пĕр амăшĕ пулса тăнипех пĕтсе каймаст̌. Ађа-пăђана тата шараçланса пăхса ÿстермелли пур. Нумайĕшĕ амăшĕсем хăйсен кăмăлне йепле аван пек туйăннă, çаплипех пĕртте тĕплĕрех шухăшламасăрах пăхса ÿстереççĕ. Христос йепле вĕрентнине, çăлăнас тесен мĕн тумаллине пĕртте шухăшламаççĕ. Тепĕр йенђен ађи-пăђишĕн амăшĕ ăшĕ-ђикки йепле çуннине, вĕсемшĕн вăл йепле тăрăшса ĕçленине лайăхрах шухăшласа пăхатпăр-ши епир? Вĕсем тăрăшни пĕтĕм патшалăхшăн, халăхшăн темĕн ђухлĕ усăллă, анђах епир ăна ђас-ђасах нимĕн вырăнне те хумастпăр. Амăшĕ ађисемшĕн мĕн ђухлĕ куç хупмасăр çĕрĕпе хуйхăрса йĕмест-ши? Мĕн ђухлĕ хăй çăварне кĕрес çăкăра хăварса ађисене тăратасшăн выçă лармаст̌-ши? хăй тумланассине хăварса ађи-пăђи çĕтĕкне сапламаст̌-ши? Епир пур, „амăшин ĕçĕ çав ĕнтĕ“ тетпĕр те, куллен курса пурăнакан пысăк ĕçсенех хăнăхса хытса çитсе ним хака та шутламастпăр. Акă пурăнăçра ађишĕн амăшĕ хуйхăрса йĕрсе ларат̌. Нумайĕшĕ ђунне пусарма хĕрхенсе пĕр ăшă сăмах та пулин каламасăрах сивĕ ђунпа хытă ђĕренех иртсе кайаççĕ. Хăшĕ харкам хăй амăшне кÿрентерсе пăшăрхантаракансем пур. Ей айван çынсем! Вĕсем хăйсемшĕн амăшĕ йывăр пулса çÿренине, пысăк асаппа çуратнине, пĕђĕк ђухне хуйхăрса çунса ÿстернине пĕтĕмпех маннă пулат̌! Çитменне амăшĕ хуйхи ађисем ÿссе çитсен те пĕтмест-ха! Амăшĕ ђĕрине Турă Хăй çапла тунă. Туррăн таса Амăшне те Хăйĕн йуратнă Ывăлĕ хĕрес çинђе асапланнă ђухне ђĕрине хĕç касса çурнă пек туйăннă.

Çапла ĕнтĕ етемĕн амăшĕнђен çывăх урăх çын та çук. Çавăнпа çыннăн малашнехи пурăнăçĕнђе ырă кун-çул курасси, йепле усăллă пуласси амăшĕ йепле пăхса ÿстернинђен пит килет. Вырăссем: „çуратнипех анне мар, ăс кÿртсе-ÿстернипе тин анне“, теççĕ. Çавăнпа кирек хăш амăшĕ те хăйĕн ађине ђир-ђĕртен, сивĕрен-шăрăхран, тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхласа усранинђен пуçне тата ырра та вĕрентсе ÿстерме тăрăшат̌. Вăл ађи ђĕри варрине тĕрĕслĕх вăрлăхĕ акат̌, çынна йуратса хисеплесе пурăнма тÿрĕ ђунлă пулма вĕрентет. Ађин усал кăмăлне çемçетсе ĕçе хăнăхтарса кирлине пăхăнса тăмалла тăват̌. Турă çинђен вĕрентсе унăн ђĕрине аванлантарса ăсне çутăлтарат̌. Амăшĕ ађи мĕн пĕђĕкренпех акнă ырă вăрлăх шăтса ÿссе çимĕç кÿрес пулсан хаљхи етем пурăнăçĕ кĕретех çăмăлланса улăшăнса илемленсе кайĕђђĕ. Кĕнеке çинђе вуласа пăхăр-ха. Турра йурăхлă пулнă святой çынсем те тĕнђене усă кÿнĕ вĕреннĕ ăслă çынсем те пĕђĕкренпех амăшĕнђен ырра вĕренсе ÿснĕ. Хăйсене хĕрхенмесĕр çынна ырă кăтартасшăн ĕçлесе пурăннă çынсем те, сăвапа тухнă çынсем те, пуринђен ытла амăшĕсенђен ђаруллă пулма, ĕçлĕхлĕ, тÿрĕ ђунлă таса ђĕреллĕ пулма вĕреннĕ. Çапла святой Іоанн Златоуста амăшĕ Анѳуса, Василій Великійе—Эмилія, Августин блаженныйа—Моника вĕрентсе ÿстернĕ.

Ей ађа-пăђалă пулнă хĕр-арăмсем! Есир те вĕсем пек хаљхи саманара та тăрăшма пултаратăр. Сирĕн ађăрсем ырă курасси, телейлĕ пуласси хăвăр алăртах. Есир ăс парса ĕçлĕхе вĕрентсе тÿрĕ çын тума тăрăшсан—кайран ађăр-пăђăр ÿссен те ырă йатлă пулĕç, çын хушшинђе хисеплĕ пулĕç. Амăшĕсем ырă кăмăллă, йуратакан ђĕреллĕ лăпкă, тÿрĕ, ђаруллă çÿресен,—вĕсен ађисем те патшалăхшăн, халăхшăн усăллă çынсем пулĕç. Есир тăрăшни пĕтĕм етеме ырă йенелле çавăрма пултарат̌. Вĕллери хуртсем пек сирĕн те пĕр тумламăр пылăр пулĕ. Вара амăшин те пĕтĕм çемйинĕн те ђунĕ хавасланса телейĕ пысăкланĕ. Çавна астуса, амăшĕсем, ађăрсене пĕђĕкренпех ĕçе хăнăхтарса лăпкă, ђаруллă, çынпа килĕшÿллĕ, хăйĕнђен аслăраххисене хисеплесе мĕн кирлине итлесе пăхăнса тÿрĕ пурăнма вĕрентĕр. Пуринђен ытла Турăран хăрама вĕрентĕр. Амăшĕ йуратса ăшшăн йатлани ађине темĕнле сăмаха итлемен хытă ђĕреллĕ пулсан та кăмăлне çавăрса ÿкĕте кĕрекен итлекен тăват̌. Амăшĕ ађисене ăссăр йуратмалла мар. Пире Çăлакан Хăйех каланă: „кам Манăн аннем, кам Манăн тăванăм?…. Кам Турă ирĕкне туса пурăнат̌, çав Манăн пиђђем-шăллăм та, аппам-йăмăкăм та, аннем те пулат̌“, тенĕ. (Марк. III, 33, 35). Çавăнпа пĕр йађĕпе кăна мар, -ђăнласах амăшĕ пулас тесен ађисене ÿстернĕ ђухне Христос мĕн вĕрентсе панине астуса тăрас пулат̌.

Çапла ĕнтĕ амăшĕ ĕçĕ йепле пит аслă йапала иккенне пĕлсе тăрса кирек йепле хĕр-арăма та ађа амăшĕ тесе хисеплер. Ађи-пăђисем амăшĕсем вĕсемшĕн асапланса шараçланнине астуса вĕсене хисеплесе итлесе, йаланах пулăшса йуратса кÿрентермесĕр пурăнма тăрăшђăр. Нихăçан та ирсĕр сăмаха вырăсла йе ђăвашла амăш йатне хушса каласран Турă кăна сыхлатăр! Пĕђĕккисем пысăккисенђен курмалăх калаççĕ-тăваççĕ. Çавăнпа кирек йепле усал ĕç тăвасран, ирсĕр намăс сăмах калаçасран аслăраххисен пĕђĕкреххисем умĕнђе пит сыхланас пулат̌. Намăс сăмах калаçни хамăр аннемĕр йатне нимĕн вырăнне хуманни пулат̌. Вăл пит çылăх.

Ей тăвансем! пайан вĕрентсе каланине астуса ырă кăмăллă Туррăмăра хамăр аннемĕр вырăнĕнђе тăракан пирĕн Патшамăр Амăшне Марія Ѳеодоровнана сывлăх патăр, вăрăм телейлĕ кун-çул патăр, халăха вĕрентес ĕçре пулăшса тăтăр тесе ђĕререн кĕл-тăвар. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.