Иван Юркин: Аваллăх йĕрĕпе


Иван Юркин — Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе Хусанти семинарирен вĕренсе тухнă çыравçă, фольклорист тата этнограф. Чăваш литературин малтанхи прозаиксенчен пĕри. Халăхри юрăсене, юмахсемпе шÿчĕсене пухса 5 кĕнеке кăларнă… Тĕплĕнрех→


Aваллăх йĕрĕпе

(Иван Юркин çырнинчен)

Теччĕ районĕнче, Аслă Таркăн ялĕ умĕнче, ĕлĕкхи кивĕ масар (çăва) çинче авалхи çыруллă чул ларать. Çав чул çинчи çырăва куçарса илме шухăшласа эпĕ Чăваш Таяпи ялĕнчен унта çуран тухса утрăм. Мăкшă Таяпи ялне çитрĕм. Ку ял витĕр тухрăм. Вăл ял умĕнчен юхса выртакан Питенкĕ шывĕ урлă та каçса кайрăм. Таркăн шывĕ тăрăх çÿлелле утса Кĕçĕн Таркăн ялне çитрĕм. Унти çынсенчен чăваш масарĕ пирки ыйтса пĕлтĕм. Вăл ялтан тухсан тата малалла çуран çÿрекен çулпа, сукмакпа, тÿрех Аслă Таркăна утрăм. Çул çинче пĕтес çук типĕ çырмасем урлă каçа-каçа кайрăм.

Аслă Таркăна çитсен малтан пĕр мулла патне кĕтĕм, Таркăн шывĕн сулахай енчи кассинчи патне. Муллапа паллашсан:

— Сирĕн кунта кивĕ масар çинче пĕр çыруллă чул ларать имĕш. Эпĕ çавна курса çыруне çырса илесшĕн. Вăл мана акă мĕн тума кирлĕ…— тесе ăна каласа патăм.

Мулла калать:

— Пур çав. Эпĕ сире кайса кăтартăп,— тет. Хăй часах кĕсйинчи кĕмĕл сехетне туртса кăларса пăхса илчĕ те: —Манăн унта кайса килме вăхăтăм пур-ха. Атьăр кайса килер,— терĕ.

Çул тăрăх калаçса пыратпăр. Масар çине çитсен çав чул патне илсе пырсан:

— Ак çак чул,— терĕ.

Чулĕ пысăк, тăратăнса ларать. Виçсе пăхрăм: çÿллĕшĕ икĕ аршăн, сарлакăшĕ виçĕ шит, хулăнăшĕ икĕ шит.

— Анчах çыруне вуласа кăларма эпĕ пултараймăп. Куратăн, çырăвĕ вырăнĕ-вырăнĕпе пăсăлса пĕтнĕ. Ана авалхи куфи çырăвĕпе çырнă,—терĕ мулла.

Пайтахчен пăхкаласан хам çумри копие илсе унти пек çырнă-ши тесе сăна пуçларăм. Ман алăри копие Ф. Т. Тайбинскин Будапештри университетри профессор Юрий Людвигович Мессарош валли куçарнăччĕ, 1907-мĕш çулхи августăн 7-мĕшĕнче. Пĕр пекне курсан вара эпир иксĕмĕр ун патне килне таврăнтăмăр. Вăл часах çемйисене сăмавар ĕлкĕртме хушрĕ. Мана чей ĕçтерсе ярасшăн пулчĕ. Эпир унпа пайтах калаçрăмăр.

— Çак эпир курнă чул çинчи çырăва (унтан тата çавăн пек çыруллă чулсем ку таврара Атăл хĕрринче, Мантовра, Урюмра пур; вĕсем çинчи çырăвĕсене куçарса илсе) Оренбургра «Шуро» ятлă журналта станпа пустарса кăларнă. Ăна эсир кунти Хакимов мулла патĕнче курма пултаратăр. Унтан ун патĕнчех тата пĕр япала курăр. Ăна кĕтÿçĕ ачисем выльăхсене кĕтнĕ вăхăтра ĕлĕкхи хула вырăнĕнче тупнă. Ун çине виçĕ тапхăр «Алла! Алла! Алла!» тесе çырнă,—терĕ.

— Ку таврара хула вырăнĕ пур-и-мĕн?—терĕм.

— Пур,— терĕ мулла та.

Апла пулсан эпĕ ăна та курса тухма пултăм.

— Эсир çав Хакимов мулла патне кĕрсе тухăр-халĕ,— терĕ.

Эпĕ, паллă, ун патне кĕрсе тухма пултăм.

— Хакимов мулла эсир пулатрам?—терĕм.

— Эпĕ,— терĕ ашшĕ пек çеп-çемçе сассипе калаçса.

Ку мулли те çÿллĕшĕпе, сассипе, тĕсĕпе чисти ашшĕне хунă. Ашшĕ вĕсенĕн çаплаччĕ.

Унпа паллашсан, мĕн ĕçпе пынине каласа парсан вăл часах çав «Шуро» ятлă журнала тупса çав чул çинчи çырăва шыра пуçларĕ. Тупсан мĕн çырнине вуласа кăтартрĕ.

— Ман валли копи çырса памăр-ши?—терĕм.

Вăл часах хут илсе çырса пачĕ. Эпĕ ăна чăвашла куçартăм. Унта акă мĕн-мĕн çырнă, пурĕ вун виç йĕрке.

1. Вăл чĕрĕ, нихăçан та вилес çук. 2. Чунлă япаласем, турăран пуçне, пурте вилеççĕ. 3. Мулласене хисепленĕ. 4. Вĕсене юратса пулăшнă. 5. Меçĕтсем ларттарнă. 6. Çук çынсене пулăшма юратнă. 7. Хаджа (хуçа) Миргали. 8. Усман тамкаçă ывăлĕ. 9. Сувар(ский)ти. 10. Вилнĕ: çичĕ çĕр. 11. Вун тăваттăмĕш çулта. 12. Джимадиэввел уйăхĕн вун улттăмĕш. 13. Кунĕнче (714:33—21). (714—21—693). (593+621—314). Пирĕн хальхи хисеппе 1314-мĕш çулта çырса лартнă.

Çак чула хальхи Аслă Таркан ялĕ пырса лариччен 332 çул ĕлĕк çырнă. Унта ĕлĕк паллă ял пулнă. Мĕн ятли паллă мар. Вĕсем унтан куçса кайнă…

Хальхи Аслă Таркана Сĕве уесĕнчен кн(язь) Байбулатовăн çĕр çынни хисепĕнче хисепленекен çынсем 1646-мĕш çулта пырса ларнă. Ялĕн ятне «Починки Нового Уразлино» тенĕ. Таркăн шывĕ хĕрринче ларнăран кайран çав ялах урăх ятпа, Таркан шывĕ ячепе Таркан теме пуçланă. Ялĕ шыв ятне йышăннă. Шывне акă мĕншĕн «Таркан» тенĕ. Таркан шывĕ Атăл хĕрринчен пуçланса Атăла юхса анман, Сĕвене тарса кайнă. Çавăнпа ăна чăвашсем (авалхи пулхăрсем) «Таркăн» тенĕ. Кайран çав сăмаха пăсса «Таркан» тенĕ. Тутарла «Каçкан» тени пулать. 1639-мĕш çулта Кăтăш мăкшисенĕн çĕр кĕрипĕнче курăнать. Аслă Таркан çыннисем мăкшăсенчен кайран пырса ларнă, 1646-мĕш çулта тин. Таркан шывĕн пуçне чăвашсем пырса ларнă. Вĕсенĕн ялне «Тарканпуçĕ» тенĕ. Кăсем Тутар Питенкинчен куçса ларнă. Çак ял 1700-мĕш çулта хальхи вырăнĕнче ларни палли пур. Аслă Таркантан тухса ларнă ялсем: Утемĕш, Кĕçĕн Таркăн, Мантоври колхозлă хуçалăх ялĕ.

Хакимов мулла хай тимĕр татăкне те, «Алла! Алла! Алла!» тесе çырнине, кăтартрĕ. Тимĕр татăкĕн пысăкăшĕ пĕр вершка çурă. Сарлакăшĕ çур вершкаран кăшт ытларах пек курăнать. Ылтăнпа çырни те паллă. Вăл мĕн япала пулнине никам та шухăшласа пĕлеймест. «Прешке пекскер пулнă-тăр»,— теççĕ. Мĕншĕн тесен çав «алла, алла, алла» тенĕ сăмахсем тимĕр çинче йĕркерен, пăтисем пек, тăратăнса тăраççĕ. Çак мулла мана тата акă мĕн каласа пачĕ:

— Пирĕн кунта хула вырăнĕнчен пуçне тата вăрманта, Атăл хĕрринче, окопсем пур,— тет.— Тахçан вĕсене алтнă. Камсем тунă-ши? Пĕртте паллă мар. Вĕсем çинче ÿсекен вăрмансем пĕр ик-виç çул ÿсеççĕ-тĕр.

…Хула вырăнĕ патне çитсен: «Ак çак вырăна пирĕн çынсем «хула вырăнĕ» теççĕ»,— терĕ çав вырăна аллипе тăсса кăтартса. Хула вырăнĕ кăшт кăна паллă. Ĕлĕкхи канавĕ питĕрĕннĕ.

Тĕмески тăрăх хĕрлĕ тăм выртни курăнса тăрать. Ăçтан пуçласа ăçта çити алтса кайни кăшт кăна палăрса тăрать. Каласа памасан унта ĕлĕк хула вырăнĕ пулнине пĕлес те çук. Вăл вырăна халĕ унти çынсем сухалаççĕ.

Хула вырăнне курсан вăл мана Атăл хĕрринчи вăрманти окопсене кăтартма ертсе кайрĕ. Шăрăх кун пулчĕ. Сахалтан çич-сакăр çухрăм кайрăмăр-тăр. Хай вăрмана çитрĕмĕр. Унта утса пыма аван, сулхăн. Вăрманĕпе тата пĕр-икĕ çухрăм кайрăмăр пулĕ, хай окопсем патне çитсен:

— Акă, асту ĕнтĕ!—терĕ юлташăм.

Чăнласах та пĕтес çук шăтăксем курăнса тăраççĕ. Çав окопсене пĕр тăвăр кăна темĕн тарăнăш çырма умне алттарнă. Çав çырмине тутарсем «Утага чăкăрĕ» теççĕ. Чăвашла «Утака çырми» тени пулать. Çырми умне кăмака питлĕхĕ хурми пушă вырăн хăварнă. Çак пушă вырăн умне, тул енне, канав алтса çавăрнă. Канава икĕ вĕçĕпе çав Утака çырмине перĕнсе тăрать. Канăвĕн тул енне окоп шăтăкĕсем алтса тухнă. Шăтăкĕсене те канавăн пĕр вĕçĕнчен пуçласа тепĕр вĕçне çитиччен алтса тухнă. Окоп вырăнĕ сарлакăшĕ пĕр çĕр сашин пулĕ. Окоп шăтăкĕсенче те, ытти тĕлте те темиçе çĕр çулхи вăрман ÿсет. Çак окопсем 51-мĕшпе 72-мĕш кварталта хисепленеççĕ. Канавĕ тăрăх пăхкаларăм пĕр-пĕр япала е укçа-мĕн таврашĕ тупăнмĕ-ши тесе. Вăрман çулçисемпе, тăпрасемпе питĕрĕннĕ çĕрте нимĕн те тупма пулмарĕ. Çав Утака çырми Артамоновски волошкăна пырса перĕнет. Канавĕ пĕр пин сашин те ытларах-тăр. Ÿсекен вăрманĕсем темĕн çÿллĕш те темĕн хулăнăш.

Эпĕ ăна:

— Сирĕн кунта, Атăл хĕрринче, Мантовра, тата тепĕр çыруллă чул ларать. Ун çинчи çыруна эпĕ пĕр çирĕм çул ĕлĕк килсе куçарса илсеттĕм,— тетĕп.

— Пур çав,— тет юлташăм та.— Эпир унта кайсан хамăр йăлапа кĕл тăватпăр,— тет.

— Ун çинчи çыруне те эпĕ халĕ чăвашла куçарса çыртăм. Унта акă мĕн-мĕн çырнă,— тесе вула пуçларăм:

1) Çÿлти туррăн сучĕ пуриншĕн те пулĕ.

2) Мнрза Ибрагим Анали ывăлĕ. Шагит (ирĕксĕр вилнĕ çын).

3) Турра кĕл тума кайсан, калле таврăннă чухне.

4) Турăран ăна пысăк çăлăнăç пулĕ.

5) Вилни:

6) Çич çĕр çирĕм пилĕк.

7) Мĕш çулта Мухаремма уйăхĕнче (пирĕн христиан хисепĕпе 1325-мĕш çулта вилнĕ).

8) Иккĕмĕш.

9) Кунĕнче.

Кăна Оренбургра «Шуро» ятлă журналта 1910-мĕш çулта тăххăрмĕш нумĕрĕнче 275-мĕш страницинче тутарсен чĕлхипе станпа пустарса кăларнă. Çак чул тăратăнса ларать. Тăршшĕ çичĕ шит, сарлакăш виçĕ шит, хулăнăшĕ ултă вершук. Çак çыруллă чулсем, авалхи хула вырăнĕсем, окопсем тата ытти авалхи япаласем мĕншĕн пит хаклине йĕркипе каласа патăм. Хальхи «тутар» тенĕ çынсем пурте пирĕн чăвашран мусульман тĕнне тухнă çынсем анчах. Эпир ĕлĕк Атăл çинчи пулхăрсем пулса пурăннă çынсенĕн несĕлĕсем. Хальхи тутарпа чăваш ĕлĕк пĕр халăх пулнă, тĕнсене пула кăна пире уйăрса урăх ятсемпе çÿрете пуçланă. Чĕлхемĕр пирĕн пĕр чĕлхе. Çав масар çинчи чулсем çинчи çырусенче çулĕсене хăшне чăвашла çырнă, пулхăр çыннисем камсем иккенне пĕлтерме. Çав чулсем çинчи çырусене ĕлĕк нумай вĕреннĕ çынсем пĕлмесĕр йăнăш вуланине Хусеин Феизханов мулла кăтартса панă. Чулĕсене хăçан лартнине чăваш чĕлхипе çырнă тесе. Вăл çак виçĕ чул çинчи çырусене вуланă та куçарса илсе Хусанти университета янă. Кунта эпĕ икĕ чулĕ çинчи çырăвĕсенче мĕн-мĕн çырнине кăтартрăм. Виççĕмĕш чулĕ Урюмпа Прали-Каша ялĕсем хушшинче хирте ларать. Эпĕ те ун çинчи çырăвĕсене куçарса çырса илтĕм. Чулĕ катăлса виç-тăват катăк та пулнă. Иккĕшĕн пысăк катăкĕсем çине куфи çырăвĕпе çырнă. Тата иккĕшне, хурапа çырнисене, пĕлме хал çук, вĕсене урăх тĕрлĕ çырнă. Ниепле те вулама хал çук теççĕ. Те вулама пĕлменнисем анчах çапла калаççĕ. Хусеин Феизханов аван вуланă пулас. Вăл куçарса илни нумай пулать. Ун чухне чулĕсем те катăлман куран, вулама аван пулнă-тăр. Унта çичĕ ĕрет çырнă ак çапла:

1) Çÿлти туррăн сучĕ пуриншĕн те пулĕ.

2) Ахмед-Ага Эль-фехрани (ку йĕркине Хусеин Феизханов мулла ак çапла çырнă: «Ахмед-Ага Эльгихис ютей» тесе).

3) Ку унăн масар шăтăкĕ çийĕ.

4) Пысăк ырлăх ăна.

5) Çулĕ: çич.

6) Çĕр çирĕм пиллĕкмĕш çулта.

7) Мухаремма. Çирĕм саккăрмĕш кунĕнче.

Çак чул çинчи çулне, числине чăвашла çырнă. Хальхи хисеппе 1325-мĕш çулта лартнă. Çак хисепсем, мана пулсан, тĕрĕс мар пек туйăнаççĕ. Акă мĕнтен: мулласем «джиати джур» тесе вуланине чăвашла «çич çĕр» тесе вулаççĕ. Мана пулсан, вĕсем чăвашла лайăх пĕлмен пирки анчах çапла «çич çĕр» тесе вулаççĕ. «Джиати джур» тенĕ сăмахсем мана «тăват çĕр» тенĕн илтĕнет. «Çичĕ çĕр» тени пирĕн хальхи хисеппе 1325-мĕш çула килет. Ку вăхăтра пулхăрсем куфи çырăвĕпе çырман, революци пуличчен тутарсем епле алфавитне çыратчĕç, çав çырупа çырнă. Ăна эпĕ акă ăçтан пĕлетĕп: Пăвара мулла патĕнче эпĕ алăпа çырнă Корана куртăм. Ун çине çырнă: «Çак Коран Золотая Ордари патшасем аллинче пулни курăнать». Кĕнекине тутарла çырнăччĕ. «Джиати джур» тенине «тăват çĕр» çула хисеплесен вăл пирĕн хальхи хисеппе 1033 çула килет. Монгол-тутарсем Европăна киличчен пулхăрсем тĕрĕс куфи çырăвĕпе çырнă. Çав чула пĕр тăхăр çĕр çул ĕлĕк çырса лартнă пулать. Халиччен çак масар çине лартнă çыруллă чулсене (куфи çырăвĕпе çырнисене) пирĕн вĕреннĕ чăвашсем вуласа пăхма мар, нумайăшĕ пĕлмеççĕ те, курман та. Урăхла çырнине курсан, ку тутарсенĕн-тĕр тесе пăрăнма тăрăшаççĕ. Курăсăн, вăл япаласем пирĕн чăвашăн, мусульман тĕнне тухнă çынсенĕн, çырăвĕсем. Çав чулсем çинчи çырусене пурне те çырса илме тăрăшмалла, чулĕсене те çухатма, ватма кирлĕ мар. Ĕмĕр-ĕмĕр тăршшипе сыхлама тăрăшмалла. Ку таврари çынсем, чăвашсем-пулхăрсем, пит чаплă çынсем пулнă. Вĕсене ют патша çыннисем те «мухтавлă çынсем» тесе хисепленĕ. Авă çавна пĕле тăруçăн эпир хамăр çыннăн мухтавне çухатас пулмасть. Ытти çынсене те çавăн çинчен пĕлтерме тăрăшас пулать.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.