Иван Григорьев: Чăваш ачин вуннă çитичченхи пурнăçĕ


Иван Григорьев — Хусанти семинарире вĕреннĕ учитель. Ытларах ăслă-тăнлă пулса пурăнма вĕрентсе сăвăсем çырнă… Тĕплĕнрех→


Чăваш ачин вуннă çитичченхи пурнăçĕ

Пурте ĕнтĕ пĕлеççĕ
Пирĕн чăваш пурнăçне;
Тĕттĕм çĕрте çуралса,
Хура-теттĕм ÿсетпĕр.

Çутă пулма пит асап,
Мĕншĕн тесен чăвашăн
Çурт тавăрашсем яп-яках.
Пÿрт ăшчикки хуп-хурах.

Хура пÿртре пурăнса,
Çап-çутă пулаймăн,
Чăн турра пăрахса,
Нумай ырă кураймăн.

Çапла ĕнтĕ чăвашăн
Питĕ канçĕр пурăнăç,
Ашшĕ-амăш сĕм-тĕттĕм,
Ачи-пăчи хуп-хура.

Мĕншĕн пит начар-ши?
Пирĕн чăваш ачисен
Лайăх пулма май та çук,
Çакăнашкал пурăнса.

Пĕчĕк ача çуралать,
Ашшĕ-амăш савăнать,
Ачи хыттăн макăрать.
Амăш кăна ачашлать.

Тепĕр кунне ачана
Тĕне кÿртме тăраççĕ.
Шурă пирпе черкеççĕ.
Чиркĕве илсе каяççĕ.

Кăна вара пачăшкă
Виç хут шыва путарать,
Çÿлти турра мухтаса,
Усалсене хăвалать

Кумĕш вара ачине
Илсе кĕрет чиркĕве,
Христос юнне сыптарса,
Килне илсе тавăрăнать.

Пирĕн чăваш арăмсем
Ачисене пăхмаççĕ;
Кипкепеле чĕркесе,
Сăпка çине пăрахаççĕ.

Ачи вара макăрать:
«Анне, чĕчĕ пар», тиет, –
Амăш кăна тăнламасть,
Пĕр сăмах та шарламасть.

Тепĕр чухне амăшĕ
Тухса каять кÿрĕше,
Ачи çухрать тем пекех,
Амăш кăна илтеймест.

Унтан пулмин амăшĕ
Тухса каять ют яла,
Пĕчĕк ачи сăпкара
Хыттăн-хыттăн макăрать.

Çапла чăваш ачисем
Асап курса ÿсеççĕ.
Пĕчек аша чĕрене
Ыраттарса пурăнаççĕ:

Çиес чухне çимесĕр,
Ĕçес чухне ĕçмесĕр,
Чире тухса каяççĕ,
Пит начар пулаççе.

Çул[л]а пулчĕ час-часах
Тырă пуçсем шап-шурах;
Шыв хумĕ пек хумханса,
Вăл выртать сив хирте.

Ĕç вăхăтсем çитсессĕн,
Пит канçĕр ачасене,
Мĕ[н]шен тесен амăшсем
Тухса каяççĕ хирелле.

Ирпе ирех каяççĕ,
Хĕвел ансан килеççĕ,
Çавăнпала ачасем
Пит нумай çухраççĕ.

Пĕчĕк ача час выçать,
Çавăнпала хыт макăрать,
Хырăм выççи кулă мар,
Пĕчĕк ача пысăк мар.

Çапла асап чăтаççĕ
Пирĕн чăваш ачисем,
Пĕчĕк чухне макăрса
Нумай куççуль тăкаççĕ.

Çавăнпала, тăвансем,
Вĕсен пурнăçĕ пит канçĕр
Куçпа чипер пăхсассăн,
Куççуль çумăр пек юхать,
Ăшăм-чĕрем касăлать.
Макăрас та пит килет.

Вырăслапи тутарсем
Пит лайăх пурăнаççĕ,
Çавăнпала ачисем
Тап-таса ÿсеççĕ.

Пирĕн чăваш халăхсем
Пурăнма та пĕлмеççĕ,
Ачисене пăхмасăр
Нумай сиен тăваççĕ.

Чăваш халăх пит тĕттĕм,
Ватти-вĕтти пĕр пекех.
Çавăнпала арăмсем
Пурăнма та пĕлмеççĕ,
Ача-пăча çуратса
Ÿстерме те пĕлмеççĕ.

Ача ура çине тăрсассăн.
Пÿрт урайĕнче чупкалать.
Пичĕ-куçĕ хуралать,
Амăш кăна тасатмасть.

Çавăнпала чăвашăн
Пĕчек чухнех куç пăсăк.
Çапла чăваш ачисем
Урайĕнче чупаççĕ,

Виç-тăват çула çитиччен
Выльăхсемпе пурăнаççĕ.
Тăват-пилĕк çула кайсан,
Урама та тухаççĕ;
Кÿрĕш-кÿп ачисемпе
Выляма та пĕлеççĕ.
Ирпе тухса каяççĕ,
Каçпа анчах килеççĕ.
Çĕрĕн-кунĕн выляççĕ,
Çапах ырма пĕлмеççĕ.

Хырăм выçмасть вĕсенĕн.
Мĕншĕн тесен вăхăт çук;
Чунĕ вĕсен урамра,
Пĕтĕм шухăш вăйăра.

Питех хырăм выçсассăн,
Киле чупса таврăнаççĕ,
Çăкăра тăвар сапаççĕ.
Чупса тухса каяççĕ.

Вĕсем темĕн тĕрлĕ выляççĕ,
Каласа та пĕтес çук.
Вăййипе таçтан тупаççĕ,
Тепле вĕсем ырмаççĕ.

Хĕлле пулать, юр çăвать,
Пĕчĕк ача хĕпĕртет:
Мăйне çуна çаклатса,
Тухса каять урама.

Киле килет апата
Йĕре-йĕре макăрса.
Хăлхисене тăм илнĕ
Аллисем те пит сивĕ.
Ăна вара килтисем
Чăпăрккапа витеççĕ:
«Тепĕр чухне ан макар,
Урам тăрăх пит ан чуп».

Пĕчĕк ача час манать,
Мен ыратни час иртет;
Тепĕр кунне вăл каллех
Чупса тухать урама.

Тăваттăн-пиллĕкĕн пухăнса,
Йытсем хыççăн чупаççĕ;
Йĕри-тавра çавăрăнса,
Урам тăрăх çÿреççĕ.

Тепĕр чухне ачасем
Пытанмалла выляççĕ,
Шăкки-шакки! Шаккаса
Пурте тарса пĕтеççĕ.

Кăна пăртак тăрсассăн,
Шыра пуçлать пĕр ачи,
Хăш ачине хăй шаккать,
Хăшĕ хăйсем шаккаççĕ.

Кăна пăртак выляса»,
Чарăнса та пăхаççĕ.
Тепĕр тĕрлĕ выляма
Канаш туса тăраççĕ.
Малтан шăпа яраççĕ,
Ç[и]еле кама тухнине
Йытти пулма хушаççĕ.
Ут пăх илсе параççĕ.

(Йытти ачасене лĕктересшĕн тăрăшать, çавăнпала вăл ут пăха тапса ярать. Йыттине çав вăхăтра ачасем пырса чыша-чыша яраççĕ. Кăна йыт вăййи теççĕ, нумай вăйăсем пĕлеççĕ, пурне каласа та пĕтерес çук.)

Çапла хĕле ирттерсен,
Çуркунне те çывхарать,
Ачасем урамра
Армансемпе çÿреççĕ.

Шыв юхакан çырмара
Ача-пăчасем тăраççĕ,
Армансене шыва лартса
Хĕпĕртесе тăраççĕ.

Çапла хуллен
Çĕре-куна ирттерсе,
Çул[л]а та çитсе килет,
Хĕвел пăхса çутатса
Ăшшăн-ăшшăн пĕçерет,
Ача-пăча хĕпĕртет.

Çул[л]а çитсен, ача-пăча
Çырла çиет, савăнать,
Шыва кĕрет час-часах,
Мăйăр татать çав кунах.

Çапла çул-хĕл иртсе каять,
Майпе ача ÿссе пырать,
Сакăр-тăхăр çула пусать,
Пуçа пăртак ăс кĕрет.

Халĕ ентĕ ачасем
Урам тавра чутмаççĕ,
Вĕсем пурте килĕнче
Ашшĕсене пулăшаççĕ.

Пурте пĕр пек тăрăшаççĕ,
Ахаль пĕртте лармаççĕ,
Халĕ шкулта вĕренеççĕ,
Хăшĕ килте ĕçлеççĕ.

Вĕсем халĕ килĕнче
Пур ĕçе те пит маттур:
Суха та сухалаççĕ,
Утă та çулаççĕ.

Тыр-пул пулса çитсен,
Тыр та вĕсем выраççĕ;
Весем вут та кÿреççĕ –
Вĕсем пурне те тăваççĕ.
Вĕсем ÿссе пыраççĕ,
Çапла майпа пурăнса.

1912

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.