Геннадий Юмарт & Л. Трофимов: Çемен Мрес


Геннадий Юмартпа Л. Трофимов — литераторсем, тĕпчевçем… Геннадий Юмарт çинчен тĕплĕнрех→


Çемен Мрес

(1887-1956)

Çемен Мрес (Семен Фомич Фомин) 1887 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче Самар кĕпĕрнин Пĕкĕлме уесĕнчи (халĕ Самар облаçĕн Шунтал районĕ) Аксаккура çуралнă. 1894 çулта вăл ялти пуçламăш шкула вĕренме кĕрет. Виçĕ çул иртсен, шăмă туберкулезĕпе чирленĕрен, .пилĕк çула яхăн утаймасăр пурăнать. 1901 çулта унăн хăрах урине татаççĕ, инвалид пулса юлать. 1903 çулта вăл Тăварăмри пуçламăш шкултан вĕренсе тухать. Шунталри учительсем хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ чухне Ç. Мрес шкул ачисен пăлхавне хутшăнать, çавăншăн ăна шкултан кăларса яраççĕ. 1909 çулта вăл учитель ятне илет, ĕмĕр тăршшĕпех тăван таврари шкулсенче ĕçлет. 1948 çулта, сывлăхĕ хавшанипе пула, пенсие тухать. Ăна 1945 çулта «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орденĕпе наградăланă.

Ç.Мрес литература ĕçне ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнченех кÿлĕнет. Вăл чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем çинчен тарăн шухăшлă сăвăсем çырать («Хĕр ĕмĕрĕ», «Салтак çырăвĕ», «Пурнăç çулĕ»). Вырăсларан И. А. Крылов юптарăвĕсене, ыттисен сăввисене тата тĕрлĕрен брошюра куçарать.

Çемен Мрес — учитель, халăх йăли-йĕрки çинчен сăвă çырать. Ача чухнех чире пула хăрах урисĕр инвалида юлать. Пăлхава хутшăннăшăн ăна шкултан кăларса яраççĕ. Çапах та кайран вăл учитель ятне илет, ĕмĕр тăршшĕпех тăван таврари шкулсенче ĕçлет… Тĕплĕнрех→


Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.