Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани


Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Никифоръ Соленцовъ


Çурла 6-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе. Йуратнă тăвансем! Пайанхи кун Іисус Христос виçĕ вĕренекенне Хăй мухтавлăхне кăтартнине асăнса праçник тăватпăр.

Іисус Христос Хăйĕн ђи йуратнă вĕренекенĕсене:

Петра, Іакова, тата Іоанна илнĕ те, вĕсемпе Ѳавор тăвĕ çине улăхнă. Вăл ту çинђе кĕл-тунă вăхăтра пĕтĕмпе улăшăннă: Унăн сăнĕ хĕвел пек çутăлса кайнă; тумтирĕ йур пек шап-шурă пулнă. Ун патне çÿлтен Моисейпе Илія аннă. Вĕсем Іисуспа калаçса тăнă. Петр çакна курсан, пит савăннă: ăна унта тăма пит аван пулнă. Вăл хăйне хăй пĕлмесĕр каласа йанă: Вĕрентекен! пире кунта тăма аван: кăмăлу пулсан, епир кунта виçĕ ђатăр тăвăпăр: пĕрне Сан валли, тепĕрне Моисей валли, тата тепĕрне Иліи валли, тенĕ. Вăл çак сăмахсене каласа пĕтерсессĕнех, вĕсене пĕлĕт хупласа илнĕ; пĕлĕтрен: çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм Ун çинђе; ăна итлĕр, тенĕ сасă илтĕннĕ. Вĕренекенсем пит хăранă та, ÿпне ÿкнĕ. Кăшт тăрсан, Іисус вĕсем патне пырса сĕртĕннĕ те, каланă: ан хăрăр, тенĕ. Вĕсем куçĕсене уçса пăхнă та, пĕр Іисусран пуçне никама та курман. Ту çинђен аннă ђух Іисус вĕренекенĕсене Хăй вилĕмрен ђĕрĕлсе тăриђђен мĕн курнине никама та калама хушман.

Тăвансем! Петрпа Іаков, тата Іоанн пит телейлĕ пулнă: вĕсем Турă мухтавлăхне курнă. Кам пиртен Туррăн мухтавлăхне курма хапăл тумĕђђĕ-ши? Кам пиртен Унăн мухтавлăхĕпе Унăн çуттине курсан хăйне телейлĕ темĕђђĕ- ши?

Йуратнă тăвансем! Епир те, çылăхлăскерсем, ђиркÿре Туррăн мухтавлăхне курма пултаратпăр Ђиркÿ вăл Турă çурђĕ. Турă пур çĕрте те пур та, анђах ђиркÿре Унăн тивлет паракан хăвађĕ тата ытларах. Унта кĕлĕ вăхăтĕнђе Унăн мухтавлăхĕ, Унăн çутти тăрат̌. Епир Туррăн мухтавлăхĕпе Унăн çуттине тăрăшса кĕл-тунă вăхăтра хамăр ăшра сисетпĕр. Іисус Христос Хăй каланă: Манăн йатăмшăн иккĕн, йе виççĕн пĕр çĕре пухăнсассăн, Епĕ унта вĕсен хушшинђе пулăп, тенĕ. (Матѳ. ХѴІІІ, 20). Ђиркÿре кĕлĕ вăхăтĕнђе ик-виç çын кăна мар, темиçе çĕр те, хăш ђухне темиçе пин те пулат̌. Тата Іисус Христос ђиркĕве: Манăн çуртăма кĕлĕ çурђĕ тесе калĕç, тет. (Матѳ. XXI; 13). Килте кĕл-туни аван, анђах пирĕн ђиркÿри кĕлĕ Турра тата йурăхлăрах. Çавăнпа ђиркĕве, пире курăнакан Турă çуртне, пит хисеплер. Ун çумĕнђен иртмелле пулсан, çĕлĕке илсе сăх-сăхмасăр ан иртĕр. Кĕлĕре епир хамăр ăсăмăра, хамăр кăмăлăмăра Турă çинђе тытса ăшăмăрта Турăпа калаçатпăр. Ђиркÿре ђунтан-вартан кĕл-тăвакан çын пĕтĕмпе улăшăнса кайат̌: вăл ђиркÿре мĕн йурланине, мĕн вуланине итлесе çĕр çинђи пурăнăç çинђен пĕтĕмпех манса кайат̌; унăн ђунĕ пĕлĕт çинђе тăрат̌. Унăн хуйхи темĕн тĕрлĕ пысăк пулсан та, ђиркÿре сирĕлет; вăл ăшĕнђе канăçлăх тупат̌; ђиркÿрен савăнса тухат̌. Унăн ăшĕ Туррăн çуттипе çуталат̌; вăл Туррăн мухтавлăхне курат̌.

Епир кĕл-тунă вăхăтра хамăр çине хĕрес хыватпăр, пуççапатпăр, ђăркуçланса ларатпăр. Çаксемсĕр кĕлĕ пулмаст̌. Анђах вĕсене пĕр йăлашăн кăна тумалла мар, ăшра кĕл-туса тăвас пулат̌. Унсăрăн, пирĕн кĕлĕре тăни Турă умĕнђе йурăхсăр. Хăшĕ-хăшĕ пиртен кĕлĕ йăлине кăна тăваççĕ: вĕсем сăх-сăхаççĕ, пуççапаççĕ, анђах ăшĕнђе кĕл-тумаççĕ. Çавăнпа та вĕсем канăçлăх тупаймаççĕ, Турăран тивлет илеймеççĕ. Вĕсене ђиркÿри кĕлĕ вăрăм пек туйăнат̌; ђас ывăнаççĕ; ђиркÿрен пĕр усăсăрах тухаççĕ.

Çапла ан пулар епир, тăвансем! Кĕлле килсен, ђиркÿре тăрăшса кĕл-тăвар. Вара епир хамăра канăçлăх тупăпăр; апостолсем пек ăшра Турă çуттине курса çĕр çин-ђех райри савăнăçпа савăнăпăр. Анђах çĕр çинђе епир Туррăн мухтавлăхне, Унăн çуттине пĕтĕмпех кураймăпăр. Вĕсене епир леш Тĕнђере, хăрушă сут пулсан, курăпăр. Хăрушă сутра пурте улăшăнĕç; пурин те ÿђĕсем çĕрми пулĕç. Çылăхлисем тамăка кайса ĕмĕрех асапланĕç; сăваплисем Турă умĕнђе Унăн пĕтĕм мухтавлăхне, Унăн мĕн пур хăватне курса ангелсемпе пĕрле ĕмĕр ĕмĕрех çутăлса савăнса тăрĕç. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.