Тутар тыткăнĕ


15-мĕш тата 16-мĕш ĕмĕрсен хушши. Ку тапхăрта çырса хăварнă палăксем е вĕсен копийĕсем çук. Халăх хушшинче сăмах вĕççĕн упранса юлнă фольклор сăмахлăхĕн хăш пĕр тĕслĕхĕсем ку тапхăрта пуçланнă теме май пур… Тĕплĕнрех →


Тутар Тыткăнĕ

Ĕлĕк чăвашсене пурăнма пит йывăр пулнă. Элле пĕр тутарсем, элле пĕр нухайсем, элле тата калмăксем-темĕнсем, вырăсĕ-мĕнĕ чăвашсене çаратса пурăннă. Мул-тавар анчах мар, çыннисене те выльăхсем пек кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе тыткăна Хăвала-хăвала кайнă тет. Хĕр-упраçсене вăрла-вăрла кайса тутара сутнă тет. Чăваш хĕрĕсем ĕçчен пулнă вĕсем, чипер пулнă вĕсем. Çавăнпа тутар пуянĕсем валли вăрланă вĕсене. Тутар вăл виç-тăват арăмпа пурăннă ĕлĕк. Ваттисем пит кала-кала паратчĕç ĕлĕк хĕрсене вăрланине. Пĕр хĕр каясшăн пулмасăр пит хытă тăнă тет те вара çав хĕре лаша хÿринчен кăкарса илсе кайнă тет. Пĕр юмахне халь те ас тăватăп-ха чăваш хĕрне вăрласа тутара пани çинчен.

Пĕрре çапла тутарсем пĕр яла тĕппи-йĕрĕпех çаратса, çунтарса тухса кайнă пулать. Ватти-вĕтти-мĕнĕпех чурана хăваласа кайнă тет. Лере çитсен тутарсем пĕр-пĕрин хушшинче çынсене пайлама пуçланă. «Ку — сана, ку — мана, ак ку ак — лешне»,— тесе çынсене уйăраççĕ тет. Пурне те уйăрса пĕтернĕ тет, пĕр ватă карчăк юлчĕ тет. Никам та илесшĕн мар тет ку карчăка. Вара пĕр тутар: «Кĕнчеле арлама юрать»,— тесе хăй патне илчĕ тет.

Ача пăхса, кĕнчеле арласа, кил терĕш пуçтарса пурăнкалать çапла карчăк. Çак тутарăн çичĕ арăмĕнчен пĕри çак карчăкăн хĕрĕ пулнă. Карчăк палласа илет хăй хĕрне. Палласа илессе илет те —калама хăрать. Вара ача сиктернĕ чух пĕрмай çапла юрланă тет:

Паппа ту, паппа ту,
Мана çăмăллăх ту.
Сан аçу — усал тутар.
Аçу килсен — ятлаçать,
Çÿçрен-пуçран тустарать.
Аму килсен — йăпатать,
Ăшшăн-ăшшăн калаçать.
Санăн аму — манăн хĕр,
Эпĕ — санăн кукаму.
Тутар ачи пулсан та
Эпĕ сана юратап,
Лăпăс-лăпăс ачашлап,
Няння-паппа тутарап.
Уттю пур, уттю пур,
Хурама хуппи сăпки пур,
Хура тутар аçу пур,
Сарă хĕрĕм аму пур —
Хура тутар килĕнче
Хурлăх курса пурăнать.
Хурлăх куран хĕрĕмĕн
Кăкри çинче минни пур,
Алли çинче сулли пур,
Сулли çинче çыру пур,
Çыру çинче ячĕ пур —
Çантан паллап хĕрĕме.
Паппа ту, паппа ту,
Эп каланине ас ту:
Ачам,санăн амуна
Вун çиччĕре вăрларĕç,
Çĕртен-шывран уйăрчĕç,
Ялтан-йышран сивĕтрĕç,
Çичĕ юта кăларчĕç,
Тутара качча пачĕç…
Аçу тутар пулсан та
Аму санăн — манăн хĕр.
Çампа сана юратап,
Лăпăс-лăпăс ачашлап,
Няння-паппа тутарап.

Аллипе кĕнчеле арласа, урипе сăпка сиктерсе ху-у-рлăхлăн юрласа ларать тет карчăк. Ку карчăк çапла пит хурланса юрланине тутар майрисем илтеççĕ те каласа параççĕ çак карчăк хĕрне: «Сан ачуна пăхакан чăваш карчăкĕ пит хурлăхлă юрлать; мĕн каласа юрлать вăл — итлесе пăх-ха»,— теççĕ.

Ку хĕрĕ карчăк юрланине вăрттăн итлесе тăрать. Итлесе тăрать-тăрать те хăйĕн амăшне палласа илет. Хайхи ыталашса-чуп туса, макрашса-çухрашса пĕтеççĕ кусем. Пĕр-пĕрне, çакăнта мĕнле килсе лекнине каласа параççĕ эречкипе. Хĕрĕ амăшне палласа илейменшĕн пит кулянать, амăшне начар усранăшăн макăрать.

Унтан хай карчăка ылтăн-кĕмĕлсем, мул таврашсем кăтартма пуçлать. Амăшне ăна та, кăна та сĕнет: «Мĕне чун туртать— çавна ил»,— тет. Карчăк ним те илмест-ха. Пăхса çÿресен-çÿресен пĕр йăм хура урхамах ут курать çак хĕр амăшĕ. Вара çав урхамах ута ыйтса илет хĕрĕнчен. Вара хĕрĕпе мăнучкине ыталаса чуп тăвать те урхамах ута утланса яра парать килнелле. Тутарĕсем лаша хÿри вĕçне те курса юлайман тет. Вăт çапла тутар тыткăнĕнчен тарнă тет вара чăваш карчăкĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.