Спиридон Михайлов-Янтуш: Сарри паттăр


Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →


15-мĕш тата 16-мĕш ĕмĕрсен хушши. Ку тапхăрта çырса хăварнă палăксем е вĕсен копийĕсем çук. Халăх хушшинче сăмах вĕççĕн упранса юлнă фольклор сăмахлăхĕн хăш пĕр тĕслĕхĕсем ку тапхăрта пуçланнă теме май пур… Тĕплĕнрех →


Сарри Паттăр

(С. М. Михайлов-Янтуш çырнинчен)

Хусан патшисем авал чăвашсен ĕнси çинче тенĕ пекех пурăннă. Хан тарçисем чăваш ялĕсене пĕр япала хăвармичченех çаратса çÿренĕ, илемлĕ хĕрĕсене тыткăна иле-иле кайнă. Çав саманара Сарри ятлă питĕ пысăк кĕлеткеллĕ те калама çук вăйлă çын пурăннă. Ăна чăвашсем паттăр тесе хисепленĕ.

Пĕрре çапла тутар салтакĕсем яла çĕмĕрттерсе çитеççĕ те Сарри паттăрăн хитре хĕрне тыткăнласа кайма тăраççĕ. Сарри паттăр çакна сиссе пĕр ушкăн çар пухать, Сăр хĕрринчи вăрманта тутарсем таврăнасса сыхласа тăрать. Тутарсем пырса çитсен Сарри каччисем кĕтмен çĕртен сиксе тухаççĕ те тутарсене пĕтĕмпех вĕлерсе пĕтереççĕ, лавĕсене туртса илеççĕ. Сарри паттăрăн хĕрне тыткăнран хăтараççĕ.

Хусан ханĕ çак ĕç çинчен пĕлет те чăваш ялĕсене аркатма çĕнĕрен çар кăларса ярать. Пит пысăк хур кураççĕ чăвашсем тутар çарĕнчен. Çакна кура Сарри паттăр Мускава Ваççили ĕмпÿ патне каять. Ку патша хаяр ĕмпÿ ашшĕ пулнă, вăл Васильсурск хулине тутарнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.