Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани


Священник Николай Кузьминъ


Çурла 15-мĕшĕ

Турă Амăшĕ Леш Тĕнђене Куçнă Кун Вĕрентсе Калани

Йуратнă тăванăмсем! Пайан таса ђиркÿ Турă Амăшĕ вилнине асăнат̌. Çавăнпа епĕ сире ун çинђен каласа парас тетĕп.

Іисус Христос Туррăмăр пĕлĕт çине çĕкленсен кайран Турă Амăшĕ çĕр çинђе пайтах пурăннă. Вăл çитмĕл çула çитсе вилнĕ, теççĕ.

Ывăлĕнђен уйăрăлсан, Турă Амăшĕ Турра кĕл-туса, ђухăн çынсене пулăшса хăйĕн кăмăлне пусарса пурăннă. Анђах унăн Ывăлĕ асĕнђен кайман. Вăл ĕлĕк Іисус Христос Туррăмăр çÿренĕ çĕрсене çÿреме йуратнă. Вăл ђас-ђасах Елеон тăвĕ çине çÿренĕ. Унта Ывăлĕ пĕлĕт çине çĕкленнĕ çĕрелле пăхса кĕл-тунă.

Пĕрре вăл Елеон тăвĕ çине кайнă. Калаççĕ: çавăн ђухне пит тĕлĕнмелле ĕç пулнă, теççĕ. Турă Амăшĕ Турра кĕл-тунă ђухне Елеон тăвĕ çинђи çу йывăççисем, çын пек, тайăлнă, теççĕ. Турă Амăшĕ тăрсан, вĕсем те тăнă, теççĕ. Турă Амăшĕ пуççапнă ђухне, вĕсем те тайăлнă, теççĕ.

Çавăн ђухне ăна Гавріил архангел курăннă. Вăл Турă Амăшĕ ђас вилесси çинђен каласа хăварнă. Унтан тата Турă Амăшне финик йывăççин туратне парса хăварнă, теççĕ. Çав финик йывăççи туратне Турă Амăшĕ тупăкĕ умĕнђе илсе пымалла пулнă, теççĕ.

Вилес хыпара илтсен, Турă Амăшĕ васкаса, савăнса киле тавăрăннă. Киле çитсен, Іоанн Богослова хăй хăçан вилессине каласа кăтартнă. Вăл вара хăй пурăнакан çуртне çуса, тасатса илемлетме хушнă. Хăй выртакан вырăнне лайăх пуçтарса, тирпейлеме каланă. Пÿрте ладон тĕтĕмĕпе тĕтĕрттернĕ. Çуртасем çуттарса пытарнă ђух кирлĕ йапаласем хатĕрлеттернĕ. Іоанн Богослов Турă Амăшĕ вилмелли хыпара илтсессĕнех Іаков апостол патне калама йанă. Іаков ун ђухне Іерусалимре ђăн малтанхи епископ пулса пурăннă. Іаков Турă Амăшĕ хăш кун вилмеллине пĕлсенех ун çинђен Турă Амăшин тăванĕсене систернĕ, ĕненекенсене те каланă. Вара ђасах вăл хыпар пĕтĕм çĕре сарăлнă.

Турă Амăшне йулашки хут курса йулма, унтан пиллĕх илме пит нумай халăх пухăннă. Тĕрлĕ çĕре саланнă апостолсем те, Турă хăвађĕпе, пур те пухăннă. Вĕсем Турă Амăшĕ выртакан вырăна çавăрса илсе пур те ăна тархасланă: пире тăлăха ан хăвăрах, тесе йăлăннă.

Вăл вĕсене каланă: ан макăрăр, епĕ леш тĕнђене куçнишĕн савăнăр есир. Епĕ ĕнтĕ хамăн Ывăлăм престолĕ умне кайатăп. Ăна епĕ курса тăрăп, Унпа куçа-куçăн тăрса калаçăп. Мана Ун патĕнђе çывăхра тăни сирĕншĕн тархаслама çăмăлтарах пулĕ: епĕ сирĕн хута кĕрсе хам Ывăлăм кăмăлне сирĕн йенне çавăрма тăрăшăп. Епĕ кунтан кайсан та сире тăлăха хăвармăп. Сиртен ÿтпе уйăрăлсан та йаланах хам сывлăшпа сирĕнпе пулăп. Сирĕншĕн, пĕтĕм тĕнђешĕн, Турă умĕнђе хута кĕрсе тăрăп, тенĕ.

Макăракан халăха çапла каласа лăплантарсан вăл каланă: манăн мĕн пурĕ икĕ тумтирĕм пур, есир вĕсене хама пăхакан икĕ хĕр арăма парăр. Ман ÿте Геѳсиманія пахђине пытарăр, хам аттесем патне хурăр, тенĕ.

Турă Амăшĕ вилес вăхăт çывăхарса пынă. Пур те çуртасем çутнă. Апостолсем Турă кĕллисем йурланă. Турă Амăшĕ илемлетсе пĕтернĕ вырăн çинђе выртнă. Вăл хăй ђунне илме Ывăлĕ килессине кĕтнĕ.

Сасартăк пĕтĕм пÿрт çутăлса кайнă. Пÿрт çийĕ уйăрăлса кайнă пек тăнă. Çÿлтен Турă мухтавĕ аннă. Христос Туррăмăр ангелсемпе, архангелсемпе, пĕтĕм çÿлти вăй хăватпа пĕлĕт çинђен аннă. Ывăлĕ хăй патне çитерехпе Турă Амăшĕ ун патнелле туртăннă. Христос Туррăмăр Хăйĕн Амăшĕн ђунне пĕлĕт çине илсе кайнă. Çавăн ђухне пĕлĕт çинђе ангелсем йурланă сасă илтĕннĕ.

Апостолсем çав хăвата курса тĕлĕнсе тăнă. Ĕлĕк Іисус Христоса пĕлĕт çине çĕкленнĕ ђух Ăна куçпа пăхса ăсатнă пек, халĕ те вĕсем Турă Амăшне çÿлелле пăхса тăрса ăсатнă. Тĕлĕнсе хытса кайнăскерсем, ăна кĕрсен айалалла пăхнă та, Турă Амăшĕ ÿђĕ пĕр хускалмасăр выртнине курнă. Таса Хĕр Марія сăнĕ çап-çутă пулнă. Унтан ырă шăршă тухса тăнă. Пур те Турă Амăшĕ ÿтне ђуп-тăвасшăн пулнă. Унтан Турă хăвађĕ тухса тăнă: ăна сĕртĕнсен, суккăрсем куракан пулнă, хăлхасăррисем илтекен пулнă; уксахсем çÿрекен пулнă, усал сывлăшпа асапланакансем сывалнă.

Вăхăт çитсен, Турă Амăшĕ ÿтне пытарма илсе кайнă. Апостолсем унăн ÿтне йăтнă. Іоанн Богослов хай Гавріил архангел панă финик йывăççин туратне малтан, тупăк умĕнђен илсе пынă. Пухăннă çынсем пур те çутнă çуртасем тытнă, хăйсем Турă йуррисем йурланă. Петр апостол пуçланă, ыттисем ун хыçĕнђен йурланă. Вĕсем Израил халăхĕ Египетрен тухнине асăнса çырнă псалома йурланă.

Турă Амăшĕ ÿтне, ăна ăсатакансене çутă пĕлĕт çавăрса хупласа илнĕ. Пĕлĕт çинђе ангелсем йурлани илтĕннĕ. Вĕсем йурланине пур те илтнĕ. Çутă пĕлĕт Турă Амăшĕ ÿтне илсе пыракансемпе пĕрле пынă.

Іерусалимри çынсем, Христоса ĕненменнисем те, хăйсен çурђĕсенђен тухса, Турă Амăшне ăсатакансемпе пĕрле пынă. Вĕсем таса Хĕре çав тĕрлĕ ђаплă пытарнинђен тĕлĕннĕ.

Пуп-пуçлăхĕсемпе кĕнекеçĕсем çавна курса пит çиленсе çитнĕ. Вĕсем хăйсен тарçисене, çаррисене унта йанă. Вĕсене таса Хĕре ăсатакансене пурне те салатса йарса, апостолсене хĕнесе пĕтерме хушнă. Турă Амăшĕн ÿтне туртса илсе ăна çунтарса йарасшăн пулнă.

Çав усал шухăшпа пухăннă çынсем Турă Амăшĕ ÿтне ăсатакансем патне çитсенех çÿлтен çутă пĕлĕт çĕре анса ăсатакан ушкăна çавăрса илнĕ.

Турă ангелĕсем çав усал çынсене куçсăр туса тăвас ĕçне тума ђарнă. Вара вĕсем куç курман пирки хăшĕ стина çумне çапăнса, хăшĕ тата урăх йапала çине çапăнса аманса пĕтнĕ. Тата хăшĕ ниçта кайма пĕлмесĕр хыпаласа çÿресе хăйсене çавăтса кайма тархасланă.

Çавăн ђухне іудейсен пĕр Аѳонія йатлă священник çав çулпа пынă. Турă ирĕкĕпе ун ђухне хупласа пыракан пĕлĕт çÿле хăпарнă. Вăл апостолсене тата Христоса ĕненекенсем çуртасем тытса, псаломсем йурласа Турă Амăшне ăсатнипе курсан çиленсе çитнĕ. Вăл çилине шăнараймасăр каланă: „çав Ултавçа çуратаканăн ÿтне çав тĕрлĕ ђислаççĕ-çке кусем“, тенĕ. Çавна каласанах вăл халăха сиркелесе шалалла кĕрсе кайнă. Турă Амăшĕ ÿђĕ патне çитнĕ те, тупăкне çĕре çĕклесе пăрахас тесе, вырăнне йарса тытнă. Анђах Турă хăвађĕпе унăн аллисем çавăнтах татăлса, Турă Амăшĕ вырăнĕ çумне çыпăçса йулнă. Вара хăранипе нимĕн тума аптăраса: ах, хуйхă-çке мана, тесе кăшкăрса йанă.

Вара хăйĕн усал ĕçне туйса илнĕ те каланă: ей Христос çыннисем, хĕрхенĕрсем мана, тенĕ.

Вара Петр апостол ăна Турă Амăшĕ вырăнĕпе йунашар тăма хушнă. Вăл ăна каланă: акă, есĕ хуна мĕн кирлине илтĕн, есĕ Турăран кулас терĕн. Турă сана кулма памарĕ. Епир сана тÿрлетейместпĕр. Есĕ Кама хирĕç пыран, Çавă анђах сана тÿрлетме пултарĕ. Есир Ăна пĕр айăпсăр пăталаса вĕлертĕр. Ăна ĕнен, вара Вăл сана тÿрлетĕ, тенĕ.

Аѳонія каланă: епĕ Вăл тĕнђене Çăлакан пулнине ĕненетĕп, тенĕ.

Петр апостол ăна хăйĕн алă тунисене Турă Амăшĕ вырăнĕ çумĕнђе çакăнса тăракан аллисем çумне çыпăçтарма хушнă. Унăн аллисем çавăнтах ĕлĕкхи пек пулса тăнă. Татăлнă çĕрте анђах çип пек паллă йулнă. Вара Аѳонія Турă Амăшĕ ÿђĕ умне ђăркуçланса тăрса, унтан çуралнă Христоса пуççапнă.

Çавна курсан, йĕтĕм халăх тĕлĕннĕ. Аѳонія та Турă Амăшĕ ÿтне ăсатма Геѳсиманія пахђине кайнă. Геѳсиманія пахђине пырсан, пĕтĕм халăх макăра пуçланă. Нихăшĕ те Турă Амăшĕнђен уйăрăласшăн пулман.

Каçа хирĕç унăн ÿтне тупăка хунă. Тупăк анине пысăк ђул йăвантарса хунă. Апостолсем хăйсене Вĕрентекене çуратакан патĕнђен уйăрăлса кайасшăн. Унта псаломсем йурласа виçĕ кунђђен тăнă. Çав виçĕ кун хушшинђе çÿлти çарăсем йурлани те илтĕннĕ. Вĕсем те Турă Амăшне мухтаса йурланă.

Турă Амăшне пытарнă ђухне пĕр Ѳома апостол анђах пулман. Вăл Турă ирĕкне кирлĕ пулнă. Ѳома виççĕмĕш кун тин Іерусалиме çитнĕ. Вăл Турă Амăшне йулашки хут курса йулайманшăн, унран пиллĕх илейменшĕн пит хуйхăрнă. Вара апостолсем ăна ÿтне те пулин курса йултăр тесе Турă Амăшин тупăкне уçнă. Анђах унта Турă Амăшĕ ÿђĕ пулман. Апостолсем хăраса ÿкнĕ. Вĕсем Турра: таса Хĕр ÿтне кăтарттăр-ђђĕ, тесе кĕл-тунă.

Каçхи апат тунă ђухне, Іисус Христос пайне çинĕ ђух, сасартăк ангелсем йурлани илтĕннĕ. Вĕсем çÿлелле пăхнă та Турă Амăшне курнă. Вăл вĕсене каланă: савăнăр! Епĕ пур кунсенђе те сирĕнпе пĕрле пулăп! тенĕ.

Çавна курсан кайран, апостолсем Турă Амăшне ђăрканă пирсене тупăкран илсе тухнă. Хăйсем каллах тĕрлĕ çĕре халăхсене вĕрентме, Христос çинђен каласа кăтартма саланнă.

Тăванăмсем! Халĕ ĕнтĕ есир пайан таса ђиркÿ хăйĕн ађисене ђиркĕве мĕншĕн пуçтарнине пĕлтĕр.

Çавăнпа çак праçникре ђиркĕве килме тăрăшас пулат̌. Ĕçе пăрахсах, Турă Амăшне хисеплесе, ђиркĕве килес пулат̌. „Епĕ пур кунсенђе те сирĕнпе пĕрле пулăп“ тенĕ сăмахсене астуса тăрас пулат̌. Турă Амăшне хисеплесен анђах вăл пирĕнпе пĕрле пулĕ. Хăйне хисеплемен çынсене мĕн тунине хăвăрах илтрĕр. Амин.

Sijen0, 1913, Николай Никольский, tp400, Николай Кузьмин

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.