Халăх: Разин чĕлĕмĕ


Разин Чĕлĕмĕ

Жигули тăвĕсем хушшинче пĕр паллă ту пур, ăна пуринчен ытла Степан Разин юратнă. Унăн ячĕ — «Молодецкнй курган».

Разин Чĕмпĕр хули патĕнчен хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле патша çарне хирĕç çапăçать, çав вăхăтра аманать, вара юлташĕсем ăна кимĕ çине вырттараççĕ те Атăл тăрăх шыва май юхса анаççĕ.

Разинăн ăнĕ кĕме пуçланă. Çÿллĕ тусене курнă та вăл ерипен юлташĕсенчен ыйтнă:

— Ку мĕнле вырăн?—тенĕ.

— Жигули тăвĕсем,— тенĕ юлташĕсем.

Разин çыран хĕрне киммине чарма хушнă; юлташĕсем ăна майĕпен, икĕ хулĕнчен тытса кимĕ çинчен çавăтса кăларнă та çÿллĕ ту тăррине ерипен хăпарнă. Разин хăйĕн суранлă аллипе кĕсйинчен аран-аран ылтăн чĕлĕмне кăларать, ăна çав çÿллĕ тăва парне пама шут тытать. Çав ылтăн чĕлĕм нихçан та унран уйăрăлма пултарайман, хуть те мĕнле хăрушă çапăçура та ун кĕсйинче çÿренĕ. Çав самантра Разин хăй юлташĕсем çине пăхнă та çакăн пек каланă:

— Курăр, тăвансем, ку ылтăн чĕлĕме эп çак ту тăррине алтса хурасшăн. Кам çак чĕлĕме тупать, вăл эп вилнĕ хыççăн пирĕн ĕçе çĕнĕрен пуçласа яраканĕ пулĕ,— тенĕ.

Вара вăл çав ылтăн чĕлĕме сукмакран инçех мар çав ту тăррине алтса хурать. Жигули тăвĕсемпе юлашки хут сыв пуллашать, вара кимĕ çине ларать те хăйĕн юлташĕсемпе лăпкă Дон шывĕ çине килне каять.

Кимĕсем çыран хĕрринчен инçене кайсан юлташĕсем пăхаççĕ те ту çинче кăвак тĕтĕм йăсăрланнине кураççĕ. Вăл Степан Разин чĕлĕмĕ хăй тĕллĕп табак çунтарса выртнă пулнă.

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.